Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
zastavki.com сайтри сӑн
zastavki.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр ҫын вилнӗ. Унччен 2 ҫын инфекцие парӑнтарайманни пирки пӗлтернӗччӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашкинчен вилнӗ пациент, арҫын, 34 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнӗ чи ҫамрӑк пациент. Унччен маларах вилнӗ икӗ пациент 45-ре тата 86 ҫулта пулнӑ.

Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 4612 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сипленеҫҫӗ, 2558-шӗ сывалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65120
 

Сывлӑх
belaruspartisan.by сайтри сӑн
belaruspartisan.by сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен руспубликӑра 4541 ҫын инфекциленнӗ. 23 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. 2538 ҫын сывалнӑ. Юлкашки талӑкра 32 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Эппин, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ майӗпен чакса пырать теме пулать.

Раҫҫейре те ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленет. Юлашки талӑкра 7728 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗме палӑртнӑ. Кӗҫех хӑш-пӗр лавкка, кафе уҫалӗ.

 

Сывлӑх
tourprom.ru сайтри сӑн
tourprom.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр икӗ пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Халӗ официаллӑ даннӑй ҫапларах: ку таранччен инфекцие парӑнтараймасӑр 23 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Чирлисен йышӗ 4472 ҫынна ҫитнӗ.

Федераци информцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку талӑкра килте сипленекен 82 ҫын сывалнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирусран 2506 ҫын сывалнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус анализне пӗр вӑхӑтра 7 талӑкран пуҫласа 15 кун таран кӗтме тивнине пӗлтернӗ. Ҫын сывалсан та вӑл тепӗр икӗ эрне пульницӑра вырӑн йышӑннине, ӗҫе тухайманнине палӑртнӑ.

«Мана «Химпром» гендиректорӗ хаклӑ 20 специалиста ӗҫре кӗтсе илейменнине, тахҫанах сипленнӗ хыҫҫӑн та вӗсем инфекци уйрӑмӗнче тытӑнса тӑнине пӑшӑрханса пӗлтерчӗ. Ыйтӑвӗ ҫакӑнта пулнӑ. Санэпидцентр хӑвачӗ кунне 400 анализ тума май панӑ, ӑна кунне 600 пурнӑҫланӑ, анчах Сывлӑх сыхлав министерствин 6 лабораторийӗнчен кунсерен 1000 анализ ҫитнӗ. Паллах, ӗлкӗреймен. Ҫав вӑхӑтрах СПИД центрӗн тата кожвендиспансерӑн оборудованийӗ анализа тӗрӗс пурнӑҫлама май панӑ, вӗсене ҫӗнӗрен тӗрӗслемесен те юранӑ. Медучреждение анализсем хӑвӑртрах ҫитме пуҫласанах сипленнӗ пациентсен шучӗ хӑвӑрт ӳснӗ. Ятарлӑ пульницӑсемсӗр пуҫне республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви йывӑр мар чирлисене килте сипленме май туса парать. Ҫавӑнпа та цифрӑсене улталаса кӑтартман», – ӑнлантарнӑ Олег Николаев Александр Белов журналиста.

 

Сывлӑх
report.az сайтри сӑн
report.az сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр 72 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Инфекциленнисен йышӗ 4331 ҫынна ҫитнӗ.

Юлашки талӑкра пульницӑран каларнӑ пациент нумай пулман – 15 ҫын кӑна. Сывалнисен йышӗ 2361 ҫынна ҫитнӗ.

Паянхи кун тӗлне 1949 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсенчен 28-шӗ ӳпкене сылаттармалли аппарат айӗнче выртать. Ку таранччен 21 ҫын инфекцирен вилнӗ. Вӗсен вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем те пулнине палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
proza.ru сайтри сӑн
proza.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусенчен тухма пӗрремӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет. Эрнекун оперштабӑн черетлӗ ларавӗ иртӗ.

Унччен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пӗрремӗш тапхӑра Медицина ӗҫченӗн кунӗ тӗлне (ҫӗртмен 21-мӗшӗ) тухма пултарассине пӗлтернӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш тапхӑра кӗмелли план кӑтартӑвӗсене ҫӗннӗ: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑшӑлвируспа чирлисем валли тепӗр 292 койка хатӗрленӗ.

Кун хыҫҫӑн инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 0,98-па танлашнӑ (ку кӑтарту 1-рен иртмелле мар), пушӑ койкӑсен фончӗ 63,2 процент пулнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 1955 койка хатӗрленӗ. Хальлӗхе 385 койка пушӑ.

Чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра ҫитсен продовольстви таварӗсем сутакан 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасем уҫӑлӗҫ.

 

Сывлӑх
anna-news.info сайтри сӑн
anna-news.info сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 21 ҫынна ҫитнӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 87 ҫулти пациент Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче сипленнӗ. 81 ҫулти тата 68 ҫулти хӗрарӑмсем Хулари клиника центрӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче выртнӑ. Виҫҫӗшӗн те вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем пулнӑ.

Республикӑра 28 ҫын ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Паянхи кун тӗлне 4259 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 73 ҫын хушӑннӑ. Обсерватора 65 ҫынна вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65022
 

Сывлӑх

«Сывлӑх сыхлав министерствин кӑсӑклӑ арифметики: кирлӗ кӑтартӑва талӑкра епле ҫитесси». Ҫакӑн пек ятпа «Ҫыхӑнура» формура пичетленӗ материалта республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи кӑшӑлируспа ҫыхӑннӑ оперативлӑ информацине тишкернӗ.

Асӑннӑ ведомство ӗнентернӗ тӑрӑх, пушӑ койка фончӗ талӑкра 25,1 процентран 67,9 процента ҫитнӗ. Пушӑ койкӑсен фончӗ 50 процентран пысӑкрах пулсан республика чару мерисене ҫемӗҫтерме пултарать. Пирӗн тӑрӑхра ҫапла тума шӑпах ҫав кӑтарту кансӗрлет те. Чару мерисене пӑрахӑҫлассин пӗрремӗш тапхӑрне пирӗн республикӑра ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче (ун чухне Медицина ӗҫченӗсен кунӗ) куҫасшӑн.

Форум журналисчӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 67,9 процент вӑл — 413 койка. Кӑшӑлвируслисем валли 1663 койка пӑхса хӑварнӑ-ҫке. Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче 153 койка ҫеҫ (25,1%) пушӑ пулнӑ. Талӑкра 260 вырӑн пушаннӑ. 85 ҫынна пульницӑран кӑларни паллӑ-ха. Ҫапах та тепӗр 175 вырӑн кирлӗ. Апла пулсан е ҫӗнӗ койкӑсем хатӗрленӗ, е чирлисене сывалса ҫитме киле ӑсатнӑ. Маларах ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пациентсен 80 ытла проценчӗ пульницӑра тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗренех выртать тенӗ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Краснодар тӑрӑхӗн ертӳҫисем региона пыракан туристсене карантинта тытма пӑрахасшӑн. Ҫӗнӗ йӗрке ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев «Россия-1» (чӑв. Раҫҫей-1) телеканала пӗлтернӗ.

Кӑшӑлвирус пандемине пула Краснодар тӑрӑхӗнче пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн курортсене ӗҫлеме чарнӑ, хӑна ҫурчӗсем туристсене йышӑнмаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн медицина лицензиллӗ санаторисем ӗҫлеме пуҫланӑ-ха. Санатори мар путевкӑсемпе ют регионтан канма кайнисен Краснодар тӑрӑхне ҫитсен обсерваторта икӗ эрне карантинта лармалла.

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн 50 ҫынран сахалрах вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеме тытӑннӑ.

«Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн эпир йӗркене ҫемҫетесшӗн. Пирӗн тӑрӑха килекенсен ӳт температурине вара виҫме пӑрахмӑпӑр», — тенӗ кӗпӗрнаттӑр.

Сӑмах май, Шупашкартан Сочине самолетсем вӗҫеҫҫӗ.

 

Сывлӑх
proza.ru сайтри сӑн
proza.ru сайтри сӑн

4112 ҫын – паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре ҫакӑн чухлӗн кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 79-ӑн кӗнӗ.

Паян 41 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ – вӗсем сывалнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 2197 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1897 ҫын сипленет, вӗсенчен 33-шӗ – ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Вилнисен йышӗ улшӑнман – 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Раҫҫейре пӗр талӑкра 8246 ҫын чирленӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме 1613 койка хатӗрленине, вӗсенчен 103-шӗ ҫеҫ пушӑ пулнине сайтра пӗлтернӗччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, [108], 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын