Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫченлӗх

Харпӑр шухӑш Ял пурнӑҫӗ

Тӗлӗнмелле ҫемье пурӑнать пирӗн ялта. Вӗсем ҫине пӑхсан те кулмалла, те макӑрмалла? Пӗр енчен, хӑйсем пурӑнма пӗлмеҫҫӗ. Тепӗр енчен, унашкал ҫемьесене ял-йышӑн пулӑшмалла.

Тӗрӗссипе, ял-йыш ҫав ҫемьене пулӑшман мар. Михайловсем (хушаматне улӑштартӑм) питӗ чухӑн пурӑнаҫҫӗ. Хӑйсен кахаллӑхне пула ҫакӑн патне килсе ҫитрӗҫ вӗсем. Кахалӗ, чӑн та, хӑйсенчен самай пысӑк. Хӑй вӑхӑтӗнче, хуняшшӗ пурӑннӑ чухне, ҫемье ӗне, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ. Хуняшшӗ вилсен ӗнине, сӗт параканскере, пусса сутрӗҫ. Пӑхас килмерӗ-ши? Ҫав тери наянланчӗҫ-ши? Ачи те пӗчӗкчӗ хӑйсен, сӗт ӗҫсе ҫитӗнсен мӗн тери аванччӗ.

Ӗнине сутсан Михайловсем начартарах пурӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫимелли ҫукчӗ вӗсен. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, килӗнче пӗр пысӑк чашӑк тата кашӑксем пулнӑ. Кӑмака хутма вутӑ кирлӗ. Ӑна туянас тесен укҫа кирлӗ. Анчах вӗсен вӑл ҫук. Вӑрман касма каяс — кахалланаҫҫӗ. Арӑмӗ фермӑра ӗҫлерӗ, упӑшки урам тарӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗ. Хӗл ларсан хайхискерсем анкартинчи картана сӳтсе кӑмака хутма пуҫларӗҫ. Кӗҫех вӑл та пӗтрӗ. Унтан Михайловсем кӳршисен шаршанне пуҫларӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 26

1911
115
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын