Раҫҫей ӳнер академийӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи президиумӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн академин хисеплӗ ҫыннине Алексей Александрович Трофимова суйланӑ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей ӳнер академийӗн ларӑвӗнче «Шурӑ залра» ӳнер пӗлӗвӗн докторне, искусствоведени енӗпе ӗҫлекен институтӑн ӗҫченне Алексей Трофимова хисеплӗ пайташӑн академи регалине панӑ.
Алексей Трофимов — ӑсчах, наци культурине тӗпчесе ҫӗнӗ енсем уҫать. Вӑл 1977 ҫултанпа Ӳнер союзӗн пайташӗ. Алексей Александрович — сӑвӑсен авторӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалланӑ палӑк авторӗ (Аксу), Никита Бичурин палӑкӗн архитекторӗ.
Алексей Трофимов авалхи чӑвашсен ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тупнӑ, унӑн алфавитне йӗркеленӗ тата ытти сумлӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑк ӑсчах, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармацевтика кафедрин доценчӗ Михаил Беликов «Новый подход к синтезу полифункциональных фотохромных 1,2-диарилэтентов» ӑслӑлӑх тӗпчевӗшӗн РФ Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. 600 пин тенкӗ тӗпчев тумашкӑн кайӗ.
Ӑсчах хатӗрленӗ проект синтез мелне тата органика молекулисене тӗпченине кӑтартса парать. Чӑваш Енӗн федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров ҫамрӑк ӑсчаха свидетельство панӑ чухне Михаил Беликовӑн проекчӗ инноваци технологийӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ.
Михаил Беликов вара ӗҫтешӗсене, аслӑ шкула пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, ҫамрӑксене кун пек конкурссене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Ыран Самар облаҫӗнчи Жигулевск ялӗнче «Жигулевск тӑвӗн менельникӗ» фестиваль иртет. Унта вырӑнти чӑвашсен «Телей» фольклор ансамблӗ те хутшӑнмалла.
Уяв пирки кӗскен каласан, вӑл ирхи 11 сехетрен тытӑнса 16 сехетчен иртмелле. Фестивале Жигули (чӑв. Шухӑль) ял тӑрӑхӗ, лаша туризмӗн клубӗ, культура управленийӗ, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен комитет йӗркелеҫҫӗ. Уява хаваслӑ сӗм кӗртме вырӑнти фольклор юрӑҫисем хутшӑнӗҫ, ҫав шутра — маларах асӑннӑ ансамбль те. Менельник ячӗпе ятарласа хатӗрленӗ ту ҫине хӑпармалли хатӗрсем, вӗренерен хатӗрленӗ хула пулмалла. Лашапа экскурси те йӗркелӗҫ. Таврапӗлӳлӗхҫӗсем валли «Ӑсчахсен ларми» йӗркелӗҫ.
Норвег ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн климатне модельлесе пӑхнӑ та Сахара пушхирӗ пачах та урӑхла йӗркеленме пултарнине палӑртнӑ. Енчен те унччен ӑсчахсем ҫак тӑрӑх 3 миллион ҫул каялла ҫанталӑк улшӑннине пула йӗркеленнӗ тесе шухӑшланӑ пулсан ҫӗнӗ тӗпчев Сахара пушхирӗ 7–11 миллион ҫул каялла пулса кайнине палӑртнӑ.
Норвег ӑсчахӗсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта мезозой ӗмӗрӗнче Тетис ятлӑ океан пулнӑ-мӗн, вӑл типнине пула Сахара пушхирӗ йӗркеленнӗ. Ҫавӑн пекех унпа пӗрле Вӑтаҫӗрпе Каҫпи тата Хура тинӗс пулса тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Асилтеретпӗр, Сахара пушхирӗ Африка континенчӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, вӑл унӑн 10% лаптӑкне йышӑнать. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 миллион тӑваткал метртан та ытла. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗнчи чи шӑрӑх вырӑнсенчен пӗри шутланать — унта 57,7° ӑшӑ палӑртма пултарнӑ.
Унчченхи теорине 2008 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Германи, Канада тата АПШ ӑсчахӗсем Йоа кӳлӗри юшкӑна тӗпченӗ. Вӗсен шухӑшӗпе 6 пин ҫул каялла кӑна пушхирте кӳлӗсем чылай пулнӑ, йывӑҫсем сахал мар ӳснӗ. Вӗсен умӗн вара тепӗр ӑсчахсем Сахара 5500 ҫул каялла кӑна темиҫе ӗмӗр хушшинче йӗркеленни пирки каланӑ.
Тӗпчевҫӗсен пӗр ушкӑнӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Ҫӗр айӗнче шыв саппасӗ пур. Сахал мар. Ку тӗнчери океансенчипе танлашать-мӗн.
Тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсене New Scientist ятлӑ журнал страницисенче пичетленӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав шыв рингвудитра иккен. Вӑл 700 километр тарӑнӑшӗнче.
Шыв саппасӗ нумаййи Ҫӗр ҫинчи шыв планета улшӑннӑ май пулнине ӗнентерекен гипотезӑна ҫирӗплетет. Ку шыва Ҫӗр ҫине кометӑсем илсе килнине хирӗҫлет-мӗн.
АПШ хӳтӗлевминӗ ыйтнипе ӑсчахсем сивӗтӗшре е сивӗ шкапӗнче упрамасӑр 3 ҫул хыҫҫӑн та ҫиме юрӑхлӑ пицца шутласа кӑларнӑ иккен — кун пирки Associated Press пӗлтерет.
Ку пиццӑна епле хатӗрлемеллине ӑсчахсем икӗ ҫул пуҫ ватнӑ иккен. Тӗп йывӑрлӑхӗ унӑн ӑшлӑхӗнчи нӳрӗк чустана куҫни пулнӑ — ҫапла май пицца кӑвакарма хӑвӑрт пуҫланӑ. Ытлашши нӳрекрен хӑтӑлас тесе ӑсчахсем вара нӳрек тытакан пайсене нумайрах хушнӑ — тӑвар, сахӑр, сироп. Ҫавӑн пекех томан соусӗн, чӑкӑтӑн тата чустан йӳҫеклӗхне те ылмаштарма тивнӗ имӗш — ку бактерисен аталанӑвне чакарнӑ, йӳҫессинчен сыхлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ку пиццӑна ятарласа хатӗрленӗ тимӗрленӗ упаковкӑра тытаҫҫӗ.
Пиццӑна американ салтакӗсем хӑйсен апатне кӗртеҫҫӗ иккен, анчах та ӑна нумай упрама май ҫукки унччен йывӑрлӑх кӳнӗ пулать.
Раҫҫейкосмосӗ агентствӑра Уйӑх ҫинче пурӑнмалли станцие йӗркелеме пуҫӑнасси пирки шухӑшлаҫҫӗ имӗш, ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пуҫарӑннӑ. Кун пирки РӐА-н (РАН) космос тӗпчевӗн институчӗн академикӗ Лев Зеленый каласа панӑ.
Институтра Космос ӑслӑлӑхӗн кунне паллӑ тунӑ май ӑсчах ҫапла сӑмахсем каланӑ: «Планлас ӗҫри малтанхи тӗллевсен шутӗнче — Уйӑх ҫинче пилот тытса пыракан пӗр-пӗр форпоста тӑвасси. Федераллӑ космос агентствин ертӳҫи Владимир Александрович Поповкин хушнипе нумай пулмасть ҫак ӗҫе тума ятарлӑ ушкӑн йӗркелерӗмер те».
Ятарлӑ ушкӑнӑн Уйӑха алла илес тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем тунӑ тӗнчери космос фирмисемпе институтсен сӗнӗвӗсене пӗр ҫӑмхана пӗрлештерме тивӗ — ҫак ӗҫе вӑл пуҫӑннӑ та. Базӑн проектне пилӗк ҫул хушшинче, 2013–2018 ҫулсенче, туса ҫитерме планлаҫҫӗ. Радиацинчен хӳтлӗх ҫуккине кура базӑна ҫӗр айӗнче хатӗрлесшӗн.
Уйӑх ҫинчи базӑна унӑн пӗр полюсӗнче йӗркелеме шутлаҫҫӗ — сӑлтавӗ те паллӑ: нумай пулмасть унта пӑрланнӑ шыв тупнӑ. Шӑп та шывпа тивӗҫтересси малтанхи ҫулсенче ҫакнашкал проектсене чӑрмав кӳнӗ иккен.
Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн.
Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ.
Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле.
Астероидсем ҫинче тимӗр-тӑмӑр, тата ытти паха пурлӑх нумаййи пирки эсир илтнех пулӗ. Вӗсемпе усӑ курассишӗн талпӑнни ҫинчен те сӑмах-юмах сирӗн хӑлхана ҫитнех ӗнтӗ. Шотландири астрономсем нумай пулмасть 12 астероида палӑртнӑ — вӗсен вӗҫев ҫулӗ иккен чи меллисем.
Мӗнле усӑ курасшӑн-ха вӗсемпе? Чи малтан тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере ярса илмелле, кайран Ҫӗр чӑмӑрӗ енне илсе ҫитермелле. Шӑп ҫак 12 астероидӑн ҫулне ӗнтӗ, ӑсчахсен тӗпчевне ӗненсен, пӑрма ҫӑмӑл — вӗсен хӑвӑртлӑхне ҫекунтра 500 метр таран чарма пулать имӗш.
Астероида Ҫӗр чӑмӑрӗ патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ӑна орбитӑра хӑварасшӑн иккен. Анчах ку ӗҫ хӑвӑрт пулаканнисенчен мар — сӑмахран, 2006 RH120 (диаметрӗ 2–7 м.) ятлине ҫитерме 5 ҫул таран кирлӗ. Тепӗр чӑрмав та пур — ҫав астероид мӗнле минералсемпе пуяннине ӑсчахсем пӗлмеҫҫӗ.
Ҫапах та вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, астероидсенчи пурлӑхпа усӑ курас текен компанисем йышлансах пыраҫҫӗ. Енчен те малтан ҫак ӗҫпе Planetary Resources компани ҫеҫ кӑсӑкланатчӗ (унта малтан NASA-ра вӑй хунӑ ӑстасем ӗҫлеҫҫӗ) пулсан, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсен речӗ нумайланчӗ — Deep Space Industries компани те астероидри пурлӑхпа усӑ курасшӑн.
Вилӗм сенкер тӗспе килет имӗш. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне Британи ӑсчахӗсем тӗпчесе тухнӑ.
Давид Гемс хӑйӗн ӗҫчешӗсемпе пӗрле Caenorhabditis elegans ӑмансенче вилӗм умӗн мӗнле реакци пулса иртнине сӑнанӑ. Ӑсчахсен палӑртнӑ тӑрӑх уйрӑм клетка епле вилнине тахҫанах тӗпчесе пӗлнӗ, пӗтӗм организмра вара мӗн пулса иртнине — пур клетка та мӗншӗн пӗр харӑс ӗҫлеме чарӑннине — халӗ те пӗлмеҫҫӗ имӗш.
Тӗпченӗ май ӑманӑн вар хырӑмӗнче паллӑ мар вещество асӑрханӑ пулать, вӗсен шухӑшӗпе вӑл липофусцин имӗш. Ҫак вещество ӑманра ватӑлнӑ ҫемӗн нумайланать имӗш. Анчах та ӑмансен икӗ ушкӑнне — ватӑлнисене тата суранланнисене — сӑнанӑ май вӗсен пурин те вилес умӗн кӗлетки витӗр вӑйлӑ сенкер тӗслӗ пайӑркасен хумӗ иртнине асӑрханӑ. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе ипофусцин вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн мар, вилӗм саманчӗнче хатӗрленет. Ҫак сенкер тӗслӗ хум шӑп та лӑп организм вилӗмӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем ҫак хума епле те пулин чарма вӗренесшӗн — вара вӗсен шухӑшӗпе вилӗм вӑхӑтне те тӑсма пулӗ. Ватӑлнине пула иртекен ҫак реакцине чараймӑн ӗнтӗ, ҫавах та ытти ӑнсӑрт вилӗмрен вӑхӑтлӑха та пулин ҫӑлма пулатех тесе шутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |