Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем.
Нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» иртет. Кӑҫалхипе вӑл 35-мӗш хут йӗркеленӗ.
Анлӑ спорт мероприятине ирттерме Чӑваш Ен те хатӗрленет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Шупашкарта кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче пулӗ.
Яланхи пекех ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланӗ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе 2017 метр ярӑнӗ. Унтан пӗтӗмӗшле старт пуҫланӗ. Унта 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Кун хыҫҫӑн 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
«Йӗлтӗр йӗрӗ» 12 сехетре пуҫланӗ.
Италире биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑннӑ. Антхольц хулинче иртнӗ ӑмӑртура чӑваш спортсменки финиша пиллӗкмӗш ҫитнӗ.
Малти вырӑна Германин пӗрлештернӗ команди йышӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Раҫҫей биатлонисткисем пӑшалтан лайӑх пенӗ, пӗр штраф та илмен.
Татьяна Акимова тупӑшура йӗлтӗр туййине хуҫнӑ. Ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте шуҫлак пулнӑ. Ҫавна май Татьяна сетка ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳкнӗ, йӗлтӗре сеткӑран нумай вӑхӑт кӑларайман. Кайран каллех шуҫса кайнӑ, йӗлтӗр каллех ҫыхланса ларнӑ. Ҫапла вӑл нумай вӑхӑта сая янӑ. Кайран ӑна ытлашши вӑрӑм туя панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ.
Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ.
Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ.
Спорт ветеранӗсемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ. Ӑмӑрту Спортӑн хӗллехи енӗсен центрӗн йӗлтӗр базинче иртнӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑмӑрту йӗркелесси йӑлана кӗнине палӑртнӑ май вӑл тахҫантанпах кӗтнӗ спорт уявӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ. Ун пек тупӑшусем ҫамрӑксене те спортпа туслаштарма пулӑшаҫҫӗ тесе шухӑшлать Элтепер. «Лыжник» (чӑв. Йӗлтӗрҫӗ) спорт клубӗн ертӳҫи Олег Сапожников республика ертӳҫисене спорт ветеранӗсене пур енлӗн пулӑшнишӗн тав тунӑ. Йӗлтӗр спорчӗ енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ, ветерансем хушшинче тӗнче чемпионки Наталья Кузьмина хӗллехи спорт ӑмӑртӑвӗсене ҫулсерен йышлӑнрах хутшӑннине палӑртнӑ.
Чӑн та, кӑҫалхи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 104 арҫынпа 34 хӗрарӑм хушшинче Чӑваш Енри йӗлтӗрҫӗсемсӗр пуҫне Мари Элтан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мускав хулинчен килнӗ спортсменсем те пулнӑ.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Элпуҫ ялӗнче «Кармал» спорт клубӗнче ӑсталӑхне туптакансем валли ҫӗнӗ спортзал уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Зал пысӑках мар. Ҫапах унта кӗрешмелли кавир, теннис вылямалли сӗтел, темиҫе тренажер вырнаҫтарнӑ. Спортзала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ял ҫыннисем те пухӑннӑ.
Ял халӑхне ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков саламланӑ. Спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Алексей Лапшин та унта ҫитнӗ.
Ҫав кун ялта чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем концерт лартнӑ, тӗрлӗ ӑмӑрту иртнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Курчаткинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейболла вылянӑ.
Депутат ачасем умӗнче тухса каланӑ чухне спортӑн ҫак енӗ кӑсӑклӑ та нумай енлӗ вӑйӑ пулнине палӑртнӑ. Унти кӑтарту ушкӑнри кашни ҫын епле вылянинчен килет.
Николай Курчаткин парламентари парнине ҫӗнсе илессишӗн ултӑ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Вӗсем пурте вӑййа лайӑх хатӗрленнӗ. Ҫапах та Кӑнарти вӑтам шкулти ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул команди тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Опытный поселокри волейболистсем.
Муниципалитетри ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Кӑнар шкулӗнч волейболистсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигинче ӑсталӑха кӑтартӗ.
Вӑрмар районӗнче раштавӑн 24-мӗшӗнче йӗлтӗрҫӗсем черетлӗ сезон уҫнӑ. Йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӗрлӗ ҫулхисем: районти шкулсенче вӗренекенсем, спорт ветеранӗсем, аслисем — тӑнӑ. Старта тухнисене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунма райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Йӗлтӗр сырнисене пӗрисем хавхалантарнӑ вӑхӑтра теприсем Спорт ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Ҫапла, вӑрмарсем харӑсах икӗ мероприяти ирттернӗ. Йӗлтӗрҫӗсем Хисеп грамотисемшӗн тата чун киленӗҫӗшӗн тупӑшнӑ вӑхӑтрах волейболистсем те ӑмӑртӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Вӑрмарти Спорт ҫуртӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн мечӗк ҫапнӑ. Хастар спортсменсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланӑ, малашне те тӑрӑшуллӑ пулма суннӑ.
Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ Ирина Солдатова ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче теннисла выляссипе республикӑри ӑмӑрту иртнӗ.
«Сӗтелҫи тенниса юратакансем пурте чӑн-чӑн парнеллӗ пулчӗҫ. Профессионал-спортсменсене те, спорт ветеранӗсене те спортпа туслӑ пулма тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма тепӗр май уҫӑлчӗ. Ҫӗнӗ комплексран ҫӗнӗ чемпионсемпе спорт мастерӗсем тухасса шанас килет. Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӑн иккӗмӗш пурнӑҫӗ пуҫланчӗ!», — хавасланнӑ ЧР Сӗтелҫи теннис федерацийӗн президенчӗ Максим Малов.
Ҫӗнӗ ФСКн лапамӗ – 1500 тӑваткал метр. Унта харӑсах 64 спортсмен валли вырӑн ҫитет, кун каҫипе — 680-а яхӑн.
Чӑваш Республикин физкультурӑн тата спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне А.П. Убасева (вӑл районти Спорт ҫуртӗнче чылай ҫул тренерта ӗҫленӗ вӑхӑтра сумлӑ нумай спортсмен хатӗрленӗ) ӗнер спорт куртки парнеленӗ. Ӑна тыттараканӗсем — Елчӗк районӗнче ӗнер иртнӗ йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвне ирттерме пулӑшнӑ спонсорсем.
Турнира спортӑн ҫак енне вӑл тӑрӑхра пуҫарса янӑ Николай Малькова асӑнса йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тупӑшӑва алла яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи йывӑр атлетика спорчӗн федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, ӑмӑртӑвӑн ертӳҫи Р.Н. Григорьев, СССР спорт маҫтӑрӗ Б.Д. Клементьев хутшӑннӑ.
Спортсмен-каччӑсем 34, 38, 42, 46, 50, 56, 62, 69 килогамчченхи тата 69 килограмран йывӑртарах, хӗрсем 48 килограмчченхи тата унран йывӑртарах виҫесенче ӑмӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |