Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк уйӑхӗпех тӑчӗ. Ҫакна пула ял хуҫалӑхӗ шар курать. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗнӳ панӑ: уй-хирте ҫӗрлесерен те ӗҫлемелле. Ҫапла ҫеҫ пахча ҫимӗҫ юр айне пулмӗ, кун пек ҫеҫ сивӗтиччен пухса кӗртме ӗлкӗрӗпӗр.
Хальлӗхе уй-хирти пахча ҫимӗҫе ҫурри ҫеҫ пухса кӗртнӗ. «Пӗтӗм техникӑпа усӑ курсан йӑлтах пухса кӗртме 7–9 кун кирлӗ», — тенӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Республикӑри ултӑ районта чӑнах та ҫӗрлесерен те ӗҫлеҫҫӗ. Анчах каллех ҫумӑр ура хурать. Йӗпе-сапара техникӑпа уя тухаймӑн-ҫке-ха. Аграри пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Апла пулин те ҫакӑ паллӑ: кӑҫал ҫӗрулми тухӑҫӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сахалрах пулӗ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Чӑвашстат апат-ҫимӗҫ хакне черетлӗ хут тишкернӗ. Иртнӗ эрнере пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ хакланнӑ. Ҫӗрулми, макарон таврашӗ вара йӳнелнӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне хӑяр хакӗ 5 процент хакланнӑ, сӗт тата ҫӑмарта 3,6 процент ӳснӗ.
Ҫавӑн пекех хӑйма, пулӑ, услам ҫу, тулӑ ҫӑнӑхӗ, тӑпӑрчӑ, маргарин, пӗҫернӗ кӑлпасси, вермишель, сосиска, сарделька, канфет, чей, шурӑ эрех кӑштах хакланнӑ.
Ҫӗрулмине, кишӗре, сахӑра, вир кӗрпине, макарона вара 6 процент чакнӑ. Панулми, консерв, купӑста, сухан, рис, карамель, тип ҫу, тӑвар, печени те кӑштах йӳнӗрех халь.
Республикӑри хуҫалӑхсенче ӗнерхи куна тӗштырӑна тата пӑрҫа йышши культурӑсене мӗнпур вырма лаптӑкӗн 99,5 проценчӗ ҫинчен пухса кӗртнӗ. 13 районта ку ӗҫе вӗҫленӗ. Кашни гектар пуҫне тухӑҫ вӑтамран 22,5 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫпа Елчӗк (28,0 ц/га) тата Вӑрнар (27,7 ц/га) районӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрулми кӑларассипе тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарса илессипе те хуҫалӑхсем малалла тимлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтри яваплӑ тепӗр ӗҫ — кӗр аки. Ӗнерхи куна кӗрхисене 87 пин гектар акнӑ, унсӑр пуҫне ҫу туса илмелли культурӑсем 0,8 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Кӗрхисене акассипе планпа пӑхнине Элӗк (100,3% акнӑ), Йӗпреҫ (100,1%), Хӗрлӗ Чутай (100,0%), Муркаш (101,8%), Пӑрачкав (100,0%), Ҫӗмӗрле (128,2%) тата Елчӗк (100,0%) районӗсенче пурнӑҫланӑ.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Вӑрнар районӗнчи «Санар» хуҫалӑх та ҫавӑн пек тӗллевпе ӗҫлесе пурӑнать. Агрофирма ӗҫченӗсем ҫуракине хатӗрленнӗ май ангарсенче упранакан ҫӗрулмине суйлаҫҫӗ.
Иккӗмӗш ҫӑкӑра хуҫалӑхра 100 гектар лартма палӑртаҫҫӗ. Лаптӑка ӳстерес маррине сутма пайталлӑ маррипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӗҫӗ нумай та сутма тӑрсан йӳнӗпе каять тесе шухӑшлаҫҫӗ унтисем.
«Гала» сортлӑ ҫӗрулмине хальлӗхе агрофирма 90 тонна хатӗрленӗ. Вӑл пӗтӗмпех — пӗрремӗш репродукциллӗ.
Агрофирма ертӳҫи Роберт Петров иккӗмӗш ҫӑкӑра суйланӑ ҫӗрте кунсерен 15–20 ҫын ӗҫленине пӗлтерет. Вӗсенчен уйрӑмах тӑрӑшуллисене вӑл ятран асӑнать. Хуҫа хисепне Ирина Афанасьева, Николай Иванов, Нина Александрова, Елена Мутина тивӗҫнӗ.
Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2016» курав уҫӑлнӑ. Пухӑннисене саламлама республика шайӗнчи тӳре-шара, регион ертӳҫинчен пуҫласах, пырса ҫитнӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пирки йӑлт пӗлекен специалистсем те хутшӑннӑ унта. Сӑмахран, Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ Сергей Жевора та хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗрулми лартса ҫитӗнтерекенсене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. «Ӑслӑлӑхсӑр малалла ӑнтӑлма хӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Туянакансем тавар пахалӑхне кура ҫимӗҫе илеҫҫӗ. Пирӗн паянхи тӗллев — ҫулталӑкра 1–1,5 млн тонна ҫӗрулми пуҫтарса илесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Кӑҫалхи курава Раҫҫейри 22 регионтан килсе ҫитнӗ.
Ҫӗрулми вӑрлӑхне туянас текенсене валли куравра ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ, вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен 4-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Енчен те халӑх йышлӑн ҫӳресен, курава тепӗр куна та тӑсма пултарӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта кӑҫал та «Ҫӗрулми — 2016» курав иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, 3–4-мӗшӗсенче, пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, курава тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата производство предприятийӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприяти «Контур» суту-илӳ комплексӗнче иртӗ.
Куравра ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ, унран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫекен ҫынсене ӑна килех леҫсе парӗҫ.
Унта ачасен ӳкерчӗкӗсемпе тата алӗҫӗсемпе курав йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт программи пуян пулӗ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗ тӗлне «Ҫӗрулми — 2016» курава 18 регионти 58 организаци хутшӑнма заявка панӑ. Беларуҫран та килӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.
Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.
Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.
Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.
Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.
Мускавсем чӑваш ҫӗрулмине юратни пирки ҫӗршывӑн тӗп хулинче тухса тӑракан пысӑк тиражлӑ «Вечерняя Москва» (чӑв. Каҫхи Мускав) хаҫат пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне тӗп хула ҫыннисем Тамбоври ҫуллӑ какая кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн. «Горожане предпочитают тамбовское сало и чувашский картофель» (чӑв. Хула ҫыннисем тамбовсен ҫуллӑ какайне тата чӑваш ҫӗрулмине кӑмӑллаҫҫӗ) статья ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи номерте кун ҫути курнӑ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне хаҫат ахальтен ҫитсе тухман: Мускавра Чӑваш Енри предприятисем апат-ҫимӗҫ куравӗсемпе суту-илӗвне тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Унта пыракансем пирӗн республикӑри апат-ҫимӗҫпе паллашаҫҫӗ кӑна мар, туянаҫҫӗ те.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑсем Раҫҫей регионӗсенчи продукцие тӗп хулари пасара ҫул уҫаҫҫӗ. Курав кӑҫал та иртӗ.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ.
36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ.
Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.