Элӗк район администрацийӗ халӑх тӳре-шара, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсем патне, епле ыйтупа ытларах пынине тишкернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унти администрацине уйрӑм ҫынсенчен 181 ҫыру ҫитнӗ. Вӗсен шутне сӑмахпа пулӑшу ыйтнӑ 17 тӗслӗхе те кӗртнӗ. Йышпа пухӑнса шӑрҫалакансем те пулнӑ. Ун пекки — 1 тӗслӗх. Цифрӑсене пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарнӑ та вӗсен шучӗ 1,16 хут ӳснине асӑрханӑ.
Теприсем республика шайӗнчи пуҫлӑхсенчен пулӑшу ыйтнӑ иккен. Асӑннӑ 181 тӗслӗхрен 9-шне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнчен ярса панӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ патне ҫул такӑрлатакан та пулнӑ: Руслан Тихоновӑн йышӑну пӳлӗмӗнчен района 1 ыйту ярса панӑ. Пӗр ҫын «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин общество йышӑнӑвӗн пӳлӗмне ӳркенмесӗрех ҫитсе килнӗ. Ыйтӑва вырӑнта татмаллине кура ҫыру район администрацине ҫитсе выртнӑ. Тата хастартараххисем, пурӗ 3 ҫын, РФ Президенчӗн Администрацийӗн ҫынсен тата организацисен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен Управленинех ҫыру ҫитернӗ.
Ҫырусен тӗп пайӗ — 151 тӗслӗх — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Тӳре-шараран пулӑшу ыйтас хастарлӑхпа вара Элӗк, Крымсарайкӑ, Ехремкасси ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем палӑрнӑ.
Ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗнче (эпир пурӑннӑ ҫӗрте) ҫуллахи хӗвел тӑнни паянхи куна, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче лекет. Ҫуллахи хӗвел тӑни вӑл — чи вӑрӑм кунпа чи кӗске каҫа сӑнӑма пултарнӑ вӑхӑт. 2013 ҫулта астрономи ҫуллахи кунӗ 9:04 сехетре килнӗ. Паян хӗвел ҫӗр хӗрри ҫийӗн 16-18 сехет тӑма пултарӗ. Кун тӑршшӗ — 17 сехет те 37 минут пырӗ, каҫ вара — 6 сехет 23 минут.
Чӑваш Ен Гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ лару-тӑру хӗвел хӑйӗн хӑвӑртлӑхне чакарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫуллахи хӗвел тӑнӑ хыҫҫӑн малала кунсем кӗскелме пуҫлаҫҫӗ, каҫ вара вӑрӑмланать. Ытларах ҫакӑн хыҫҫӑн шӑрӑх вӑхӑт пуҫланать.

Саккун пуриншӗн те пӗр иккенне ҫӗре ултавлӑ меслетпе туянакансенчен пӗри ӑнланса илни пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет.
Ӗҫӗ еплерех ҫаврӑнса пынине ведомство кӗскен хыпарланинчен ӑнланса илме йывӑр. Ҫапах та хӑш-пӗр фактсене уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район администрацийӗ Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре усӑ курмалли тӗсе урӑх майлӑ ылмаштарнӑ-мӗн. Ҫӗре урӑх йышши категорие куҫармасӑрах ҫапла туни тӗрӗс марри пирки тавлашу ЧР Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳресем ҫӗре малтан урӑх категорие ылмаштармалли пирки палӑртнӑ май, ҫӳлерех каланӑ пек ирӗк пани саккуна пӑсни пулать тесе йышӑннӑ. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр ҫӗр хуҫи (вӑл хӑй туяннӑ ҫӗрсене урӑх йышши категорие тавӑрасшӑн ҫунни пирки тавҫӑрасси ҫеҫ юлать). Арбитражӑн пӗрремӗш аппеляци суднех ҫитнӗ. Анчах Мускав сучӗ Шупашкара район сучӗ хӑй маларах кӑларнӑ йышӑнӑва пӑрахӑҫламалли тӗрӗс тесе шухӑшланине палӑртнӑ.
«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.
Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен.
Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре геоинформаци тытӑмне йӗркелес пирки хушу кӑларнӑ.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа мӗн пур муниципалитет Федераци тата Республика влаҫ органӗсем патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсене информаци технологийӗсем пулӑшнипе кӳреҫӗ. Михаил Игнатьтев ку енпе малашне те тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗ.
Халӗ тӗп тӗллев — ҫӗр лаптӑкӗсен пӗрлӗхи информаци базине йӗркелесси. Ку экономикӑна аталантарма кирлӗ. Республикӑра ҫӗр кам аллинче пулнине ҫирӗплетекен документсемсӗр лаптӑксем сахал мар. Комплекслӑ геоинформаци тытӑмне йӗркелени вара инвесторсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
Ҫак ӗҫе туса ҫитерме министрсен кабинечӗ 2 уйӑхра мӗн пур документа хатӗрлесе ҫитермелле.
