Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шур пӳрт лартасси юмах мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 21.05.2013 18:11 | 1561 хут пӑхнӑ

«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.

Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен. Улатӑр хули ун пеккисенчен 80 процентне уйӑрса пама ӗлкӗрнӗ, Ҫӗмӗрле районӗ — 93%; Шӑмӑршӑ районӗ — 91%; Пӑрачкав районӗ — 90%; Куславкка районӗ — 87%; Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 86%; Етӗрне районӗ — 82%; Патӑрьел районӗ — 76%. Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче вара ҫӗрпе тивӗҫтересси йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавсене тӳрре кӑларассишӗн каламастпӑр та, анчах хулара ҫӗр ҫуккипе вӗсен кӳршӗ районсенчен ыйтма тивни те вӑрттӑнлӑх мар.

Сӑмах май, нумай ачаллисен хӑйсене тивӗҫ ҫӗрпе пӳрт лартма кӑна мар, хушма хуҫалӑх тытма та, дача вырӑнне усӑ курма та ирӗк пур. Ҫӗр илме заявлени тӑратнисенчен 61 проценчӗ ҫурт тӑвас шухӑшлӑ иккен.

#ҫӗр, #Канаш, #Канаш районӗ, #Элӗк районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем