Тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве велосипедпа тухнӑ Никита Васильев пирки эпир сире пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Халь чӑваш ҫулҫӳревҫи пирки тепӗр хыпар ҫитрӗ — ҫул ҫинче вӑл халь пӗччен мар иккен, унпа пӗрле Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова пырать. Хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса (Ҫӗнҫӗпӗр хулинче радиоертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ) вӑл Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.
Барнаула ҫитнӗ хыҫҫӑн Наҫтука ҫӗнӗ велосипед парнеленӗ, хула ҫыннисем ӑна ҫула хатӗрлесе янӑ. Сӑмах май вӑл ку вӑхӑт тӗлне хӑйӗн пӗрремӗш 100 ҫухрӑмне та хыҫа хӑварнӑ.
«Акӑ Наҫтукӑн пӗрремӗш ҫӗр ҫухрӑм те пулчӗ. Эпӗ чӑн та тӗлӗнтӗм. Унччен нихҫан та йывӑр ҫӗклемпе инҫе ҫула тухман хӗршӗн Настя питӗ лайӑх пырать. Ӑна кӗтме тивменнипе пӗрех, сӑртсем ҫинелле ҫеҫ уншӑн хӑпарма йывӑртарах. Анчах вӑхӑт кӑна тӳрлетӗ. Мӗн калас, эпӗ хам та ывӑннӑскер», — ҫапларах нумай пулмасть пӗлтернӗ Никита хӑйӗн блогӗнче.
Аса илтеретпӗр, Никита хӑйӗн ҫулҫӳревне 2015 ҫул вӗҫӗнче тухнӑ. Вӑтам Азире хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Инҫет Тухӑҫалла ҫул тытнӑ. Тепӗр хӗле Никита Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азире ирттернӗ — Китайра, Вьетнамра, Лаосра, Камбоджӑра, Тибетра, Монголинче пулнӑ.
Чӑваш Ен каччи Никита Васильев велосипедпа тӗнче курса ҫӳрени пирки пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ҫулҫӳреве тахҫанах тухнӑ. Кӗҫех Чӑваш Ене таврӑнмалла.
Велосипедпа ҫӳреме йывӑрах мар-тӑр чӑтӑмлӑх пулсан. Питӗр ҫынни вара тӗнче курма… ҫуран тухнӑ. Ҫав арҫын 2 ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн.
Унӑн маршручӗ Шупашкар витӗр выртӗ. Арҫын ҫулҫӳреве ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Кун пирки «Петербургский дневник» кӑларӑм пӗлтерет.
Ҫулҫӳревҫӗ Мускав, Владимир хыҫҫӑн Шупашкара килӗ. Унтан Байкал тӑрӑхӗнчен Китая кайӗ. Ҫак 8 пин ҫухрӑма вӑл авӑн уйӑхӗн варриччен парӑнтарма шутланӑ. Ку — унӑн графикӗ.
Арҫын ҫуран тӗнче курса ҫӳреме унччен те ӗмӗтленнине пӗлтерет. Унччен вӑл Питӗртен Мускава, Лиссабонран Парижа ҫитнӗ-мӗн.
Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем Австрири консалтинг компанийӗн элчисемпе тӗлпулса хулари туризма аталантарасси пирки калаҫнӑ.
Хулари тӳре-шарапа Австрири компани ертӳҫи Кристофер Хинтереггер тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв специалисчӗн шухӑшӗпе, Шупашкарта ытларах юханшыв туризмне аталантармалла. Ҫавӑн пекех кӳлмеке тата Атӑл леш енне тимлӗх уйӑрмалла.
Кристофер Хинтереггер шухӑшӗпе, Атӑл леш ӗнӗ Чӑвашри халӑх канмалли вырӑн пулмалла. Анчах Шупашкарти туризм сферине тӗплӗн тишкермелле, приоритечӗсемпе стратегие палӑртмалла. Кун валли 4-6 уйӑха яхӑн кирлӗ.
Малашне хула чиновникӗсем Австри специалисчӗ сӗнӗвне тӗплӗн тишкерме тытӑнӗҫ.
Чӑваш Республикине Китайри Сычуань провинцинчен делегаци килнӗ. Унта Китайри туристсен пысӑк компанийӗн директорӗсем те пулнӑ.
Сычуань — туризм тӗлӗшӗнчен аталаннӑ провинци. Ҫавӑнпа икӗ ен килӗштерсе ӗҫлесси пирки ытларах калаҫнӑ. Хӑнасем Чӑваш наци музейне ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем чӑвашсен авалхи культурипе паллашнӑ. Кунта делегаци ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Иван Ивановпа, турист фирмисен, санаторисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта туризма аталанмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Иван Иванов Чӑваш Республикинчи туризм аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Турфирмӑсен элчисем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Икӗ ен турсем ирттерме, Чӑваш Енри туризм маршрутне Китай чӗлхипе хӑтлама калаҫса татӑлнӑ. Хӑнасене виҫӗ республика маршручӗ кӑсӑклантарнӑ: Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Чӑваш Ен.
Китайри пӗр туркомпани директорӗ Атӑл тӑрӑх круиз турмаршрутне йӗркелени, историре йӗр хӑварнӑ хуласене кӑтартни Китайри туристсене илӗртме тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Анчах кун пек чухне китайла тата вырӑсла пӗлекен гидсем кирлӗ.
«Раҫҫей Культура» каналпа «Раҫҫейӗм, юратӑвӑм манӑн!» ярӑмпа «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗ» фильм кӑтартнӑ. Кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Владимир Михайлов та — эфир пирки ӑнсӑртран кӑна пӗлнӗ иккен. Апла тӑк ыттисем те сисмесӗрех юлнӑ-тӑр.
Асӑннӑ каналӑ ҫӗнӗ проекчӗ регионсен пурнӑҫӗ пирки хӑйне евӗр каласа кӑтартать. Калининградран пуҫласа Инҫет Хӗвелтухӑҫ таран выртакан ҫӗршывра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх-йӗркипе, пурнӑҫӗпе, хйӑне евӗрлӗхе хрантсус паллаштарать. Кӑларӑма ертсе пыракан Пьер Кристиан Броше — хрантсус ҫулҫӳревҫи тата издателӗ, Раҫҫейре 20 ҫул пурӑнать. Хӑйӗн арӑмӗпе аичсем ҫуралнӑ ҫӗршыва лайӑхрах пӗлес тесе вӑл Урал тӑрӑхӗнче. Чукоткӑра, Туллӑ Алтайра, Якутинче, Пушкӑртстанра, Мӑкшӑ Республикнче пулнӑ.
Чӑваш ене Пьер Кристиан пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче килнӗ. Кунта вӑл пирӗн патри ҫутҫанталӑка, халӑх юрри-ташшине, йӑлине ӳкернӗ. Вӑрнар районӗнчи Владимир Михайловпа вӑл ҫур кун ирттернӗ. Музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пирӗн халӑхӑн ҫав япалисене кӑтартнӑ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хрантсус Михайлова тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Композиторсен союзӗн пайташӗпе Светлана Макарова музоковедпа иккӗшне музыка телекӑларӑм ӳкерме чӗнсе илнӗ.
«Росатомфлот» туристсене Арктикӑна илсе тухма пӑрахас шухӑшлине систернӗ иккен. Ун пирки асӑннӑ компани пуҫлӑхӗ Вячеслав Рукша каланӑ.
Рукша пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, ҫывӑх вӑхӑтра пӑрҫӗмренсем ҫывӑх вӑхӑтра Аркитикӑна туристсене турттарма чарӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакна вӑл тӗп ӗҫ нумайланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Апла тӑк туристсене ярӑнтарса ҫӳреме вӑхӑт хӗсӗкленӗ.
Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе карапсене илсе ҫӳрекен ҫав компанин пӑр ҫӗмренӗсем тӗпчев ӗҫне те хутшӑнаҫҫӗ, ытти карапсене те юсаҫҫӗ. Туризм маршручӗсене тепӗр 2-3 ҫултан пачах пӗтерме пултараҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫурҫулта Чӑваш Енри туризм организацийӗсем 5 миллиарда яхӑн укҫа ӗҫлесе илнӗ. Республикӑна килсе куракан туристсен йышӗ ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ. Республикӑн культура министрӗн наци тата архив енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавсен шучӗ 5 пин нумайланса 80 пинпе танлашнӑ.
Туристсенчен ытларахӑшӗ, 35 пин ытларахӑшӗ, экскурсипе килнисем. Экускурсие килекенсен хушшинче ют ҫӗршыв ҫыннисме те пур иккен.
Шӑв-шав ҫуратакан ҫак истори ӗнер пулса иртнӗ. Шупашкарти юханшыв порчӗ «Константин Котов» тата «Георгий Жуков» транзит теплохочӗсене йышӑнман. Кун пек хӑтланни республикӑн Транспорт министерствине те килӗшмен. Ҫак факт пирки асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов монополипе кӗрешекен республикӑри службӑна тата прокуратурӑна евитленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекен служби ҫийӗнчех хушша-хуппа кӗнӗ: «Конкуренци ҫинчен» саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне пӑсни сисӗнет тесе юханшыв портне кӑлтӑка пӗтермеллине, тепӗр майлӑ каласан, теплоходсене чарӑнма ирӗк памаллине, асӑрхаттарнӑ.
Паян «Интерфакс-Туризм» портал тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Юханшыв порчӗ паян та теплоходсене чарӑнтарман иккен. Паян Самарти компанин «Герцен» тата Чулхулари компанин «Алдан» теплохочӗсене йышӑнман. Теплоходсене Шупашкарта чарма ирӗк паманнине кура республикӑн тӗп хулари «Экскурси тӗнчи» фирма круиз турисчӗсене йышӑнать. Унӑн ертӳҫи Людмила Пронюхина пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв порчӗн хӑтланкаларӑшне пула вӗсем те самай тӑкак курнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи темиҫе туроператор хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлайманнине пула Чӑвашра 300 ытла ҫын йывӑрлӑха лекнӗ. Чӑваш Республикин культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑт тӗлне 300 ытла ҫын укҫа тавӑрас тесе заявлени ҫырнӑ. Кусем — канма кайиманнисем.
Тепӗр 95 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн чиккин леш енче иккен — вӗсем панкрута тухнӑ туроператорсем урлӑ канма кайнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра таврӑнас тӗлӗшпе йывӑрлӑха лекнӗ. Ҫак йышри ҫулҫӳревҫӗсенчен 60% Грецире, теприсем — Испанире, Болгарире, Кипрта, Тунисра, Чехинче тата АЭПра.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх йывӑрлӑха лекнӗ туристсене тӑван ҫӗршыва ятарлӑ рейссемпе тавӑрӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра темиҫе туркомпани укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха лекни пирки пӗлетӗрех пулӗ. Утӑ уйӑхӗнче малтан темиҫе ҫул хушши аван ӗҫленӗскерсем хӑйсен ӗҫне чарса лартрӗҫ — «Нева», «Роза ветров Мир», «Экспо-тур». Юлашки вӑхӑтра ҫавӑн пекех йывӑрлӑха «Лабиринт», «Идеал-Тур» кӗрсе ӳкрӗҫ. Вӗсене пула чикӗ леш енчи 25 пин ҫын хальхи вӑхӑтра шар курать. Ростуризм пӑтӑрмахсем ытти туркомпанисемпе те пулма пултарасси пирки систерет.
Паллах, инкеке лекнисене пулӑшу кӳмесӗр хӑвармӗҫ. Паян тата ыран Тунисран, Турцирен тата Грецирен вӗсене илсе килме пурӗ 7 рейс тумалла. Патшалӑх шучӗпе.
Ростуризм пуҫлӑхӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Сафронов вара паянхи калаҫура пурне те Раҫҫейре канма сӗннӗ: «Эпӗ Раҫҫейре канма сӗннӗ пулӑттӑм — ку хатарсӑртарах».
Туризм отрасльне ярса илнӗ пӑтӑрмахсенче хӑш-пӗр блогҫӑсем шӑп та лӑп Крымпа ҫыхӑнтарса пӑхатчӗҫ — халӑха унта яма сӑлтав хатӗрлеҫҫӗ имӗш. Олег Сафроновӑн сӑмахне ӗненсен вара ку чӑн та ҫапла пулни пирки шухӑшлама пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |