Паян, кӑрлач уйӑхн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче харӑсах темиҫе машина пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ.
«Безопасный город» (чӑв. Хӑрушсӑр хула) аппаратпа программа комплексӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх,
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Е377ТВ 21» номерлӗ «Гранта» ҫула май пыракан «Патриот» хӑваласа ҫитнӗ те унран иртес тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, унтан «Тойотӑпа» ҫапӑннӑ. «Тойота» «Соляриспа» тата «Нивӑпа» ҫапӑннӑ.
Инкекре никам та аманман. Инкекшӗн айӑплин хуҫи машинӑна страхламан пулнӑ-мӗн.
Шупашкар хулинче васкавлӑ пулӑшу машини ҫил-тӑман ҫунӑ хыҫҫӑн вӑхӑтра тасатман ҫул ҫинче путса ларнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадокомпанийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсен машини «Байконур» микрорайонта лакса ларнӑ. Ӑна ҫынсем тӗксе кӑларнӑ.
Тележурналистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем ҫуркуннене ҫитессе е юр ирӗлтерекен машина ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ курӑнать. Ҫав вӑхӑтрах хула ҫыннисен ӗҫе е вӗренӳ заведенине вӑхӑтра куллен ҫитмелле-ҫке, анчах ҫакӑ хӑш чухне чӑрмавлӑ пулса тухать. Маларах асӑннӑ васкавлӑ пулӑшу машинине тӗксе кӑларма хӑтланса, сӑмахран, ҫур сехет иртсе кайнӑ. Ӑна вара чирлӗ ҫын кӗтнӗ...
Шупашкар хулинче пӗр машина Чӑваш патшалӑх филармонине хирӗҫ вырнаҫнӑ ҫуртӑн путвалӗн ҫине пырса кӗнӗ. Те васканӑ ӗнтӗ, те айккинелле пӑхма хӑтланса пӑрӑнса кайнӑ, те тормоз йӗркеллӗ ӗҫлемен...
Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн аялти хучӗн кирпӗч стени ҫине «Toyota Land Cruiser» маркӑллӑ автомобиль паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пырса ҫапӑннӑ. Машинӑн патшалӑх номерӗ — О522ОО 21. ОСАГОн уҫӑ даннӑйӗсене ӗненсен, автомобиле 86 ҫулхи кинемей ячӗпе ҫыртарнӑ. Полисра ҫавӑн пекех 60 ҫулти арҫын ячӗ пур.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 50 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Дубрава" чарӑну патӗнче 101-мӗш "с" автобус хӗрарӑма ҫапса хӑварни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑччӗ. Вӑл светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Шел те, ҫав хӗрарӑм, 72 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫав кунах Шупашкарти База проездӗнче васкавлӑ медпалӑшу машини, ачана Республика клиника пульницине илсе каяканскер, аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ.
Республикӑра Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче 4 ҫын ҫул-йӗр ҫинчи аварире вилнӗ, 46 ҫын аманнӑ. Аварие лекнисен йышӗнче ачасем те пулнӑ.
Кӑҫалхи 10 кунра Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче 30 авари пулнӑ. Вӗсем – машинӑсем ҫапӑнни, ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе кайни… Шар курнисен йышӗнче 16 ҫул тултарман 5 ача пулнӑ. 10 кунра ҫуран утакан 6 ҫын ҫине машина пырса кӗнӗ.
Канмалли кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тытнӑ. 9 кунра руль умне ӳсӗрле ларнӑ 121 ҫынна чарнӑ. Ҫав йышран 13 ҫын руль умне иккӗмӗш хут ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсене уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. 23 ҫулти водитель ҫул ҫинчи виҫӗ ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, пӗри вилнӗ.
Мӗн тунӑ-ха ҫав виҫӗ ҫын ҫул ҫинче? Унччен кӑшт маларах ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ, унти ҫынсем мӗн пулнине пӑхмашкӑн салонран тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра 23-ри водитель, Шупашкар енне кайма тухнӑскер, вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Ҫул ҫинче тӗттӗм пулнӑ, ҫитменнине, юр ҫунӑ.
63 ҫулти хӗрарӑм, Канашра пурӑннӑскер, вилнӗ. Унӑн упӑшкине тата тепӗр машина водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗпе 8-мӗш хушшинчи каҫхи Шупашкарта коммуналлӑ аварие пула Максим Горький проспектне шыв илнӗ. Пӑтӑрмах Максим Горький проспекчӗпе Университет урамӗ хӗресленнӗ вырӑнпа юнашар пулса иртрӗ. Ир енне пӗтӗмпех йӗркене кӗртнӗ.
Ҫул ҫийӗ шыв айне пулнине пула ДПС ӗҫченӗсем ҫула хупланӑ — Университет урамӗ енчен килекенсене пурне те каялла пӑрса янӑ. Авари вырӑнне Денис Спирин сити-менеджер та килнӗ. Хӑйӗн Инстаграмӗнче вӑл коммунальщиксене пӑтӑрмаха хӑвӑрт пӗтернӗшӗн, ҫавӑн пекех ҪҪХПИ-не йывӑр вӑхӑтра ҫул-йӗр юхӑмне йӗркеленӗшӗн тав тунӑ.
Авари мӗнле сӑлтавсене пула тухни ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ.
Пӑрачкав районӗнчи инкекере пӗр ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 43 минутра Раздольное ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Шевроле Круз» автомашина водителӗ хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ-2114» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
«Вунтӑваттӑмӗшӗн» рулӗ умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пулнӑ. Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе пассажирӗ аманнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 45 минутра Элӗк районӗнчи Юнтапа ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Ладӑпа» ҫапӑннӑ.
Аварире пӗр ҫын, хӗрарӑм, вилнӗ. Вӑл иномаркӑри пассажир пулнӑ. «Ладӑри» 10-ри тата 15 ҫулти ачасем суранланнӑ. Тепӗр 4 ҫын аманнӑ.
Суранланнисене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт самлётпа ҫул ҫӳреме юратакансене ырӑ хыпарпа савӑнтарнӑ.
2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар аэропорчӗн расписанийӗнче Санкт-Петербурга каймалли рейссен шучӗ хушӑнӗ.
«Red Wings» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен икшер рейс уҫӗ.
«Sukhoi Superjet 100» маркӑллӑ самолётсем Шупашкартан 9 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗҫ, Питӗре 11 сехет те 50 минутра ҫитӗҫ, Питӗртен 6 сехет те 30 минутра вӗҫсе тухӗҫ, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 8 сехет те 40 минута ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 2 сехет те 10 минут иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |