Сӑр юханшывне урапа анса кайни пирки МИХсем шавларӗҫ. Салонра Тутар Республикин ҫыннисем пулнӑ. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Чуллӑ Ҫырти Екатерина Филатовӑн Мӑкшӑ Республикинчи колонире ларакан упӑшки патне каймалла пулнӑ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсен тӗлпулмалла пулнӑ. Анчах ҫула тухни инкекпе вӗҫленнӗ.
Екатерина Филатова водителе нумай шыранӑ. Тавралӑха тӗтре карса илнӗрен никам та килӗшмен. Юлашкинчен 24-ри Айнур Киямов руль умне ларма килӗшнӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районне кӗрсен ҫыхӑну татӑлнӑ.
Ҫав кун пӗр арҫын МЧСа шӑнкӑравласа куҫӗ умӗнче урапа Сӑр ҫинчен пуҫтарса салатнӑ понтон кӗпертен шыва сикнине пӗлтернӗ. Салонри ҫынсем тухнипе тухманнине вӑл курман.
Чылай водитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, инкекчен понтон кӗпере пуҫтарни пирки асӑрхаттаракан паллӑ пулман. Ҫӑлавҫӑсем халӗ путнӑ урапана тупнӑ, ӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӗҫӗр, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен Шупашкар енне каякан ҫула хупӗҫ.
«Шупашкар–Сурски» автоҫул ҫинчен Шупашкара Лапсар енчен кӗме 23 сехетре чарса лартӗҫ. Анчах яланлӑха мар. Ыран ирхи 4 сехетчен.
Ҫула вӑхӑтлӑха хупни унти чукун ҫул ҫинчи шпалӑсене ылмаштарнипе ҫыхӑннӑ.
Лапсар патӗнче ҫула вӑхӑтлӑха хупни республикӑн тӗп хулине ҫав вӑхӑтра лекеймессине пӗлтермест. М-7 «Атӑл» ҫулпа Хыркасси патне ҫитсе унтан та пӑрӑнма пулать. Е тата Кӳкеҫ енне каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗме май пур. Кунсӑр пуҫне Карачура патӗнчен пӑрӑнсан та Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамне хӑвӑрт лекейӗн.
Республикӑн автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинче вилнисене асӑнса ҫак вырсарникун Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче Панихида ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнисене асӑнса ирттереҫҫӗ. Ун пек куна 2005 ҫултанпа пӗтӗм тӗнчипе палӑртаҫҫӗ.
Асӑну кунӗнче Шупашкар тӑрӑх автоаварие лексе лапчӑнса ларнӑ, инкек вӑхӑтӗнче ҫынсем вилнӗ машина хӑпартса лартнӑ эвакуатор ярӗҫ. Машина ҫине ҫул ҫинче мӗн чухлӗ ҫын шар курнине кӑтартакан цифра ҫырса хурӗҫ.
Сӑмах май каласан, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑна ҫул ҫинче 1587 инкек пулнӑ. Вӗсенче 203 ҫын вилнӗ, 1898 ҫын суранланнӑ.
Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн республикӑри управленине Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хумханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн «Шевроле-Каптива» маркӑллӑ машинине такам пӗҫертнине систернӗ. Ара, урапана лартнӑ вырӑн пушӑ пулнӑ-мӗн те, тем шухӑшламалла ӗнтӗ унӑн?..
Ҫухалнӑ машинӑна ярса илме Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем план хатӗрленӗ. Вӑрланӑскере тытса чарас тесе ҫул-йӗрпе патруль службине ура ҫине тӑратнӑ. Анчах ҫур сехетрен машина хуҫи тепре шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл икӗ хыпар пӗлтернӗ. Пӗри — хавасли, тепри — хӑйшӗн хурлӑхли. Урапа тупӑннӑ. Анчах ӑна суд приставӗсем парӑма пула пуҫтарса кайнӑ иккен.
ZaRulem.ws сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 16 сехет ҫурӑра Комсомольски районӗнче ҫул ҫине, Каҫалпа Канаш хушшинче, пӑши тӑрук сиксе тухнӑ. Ҫавна май урапа кювета анса кайнӑ.
Шел те, пӑши вырӑнтах вилнӗ. Унӑн виллине ветеринари сулжбине илсе кайнӑ. Урапари малта ларакан пассажир тата водитель суранланнӑ: пӗрремӗшӗ хулпуҫҫине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗ ҫурӑмне, аллине амантнӑ.
Авари вырӑнӗнче 11 ҫын, 4 техника ӗҫленӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Комсомольски районӗнче кунашкал авари пӗрремӗш хут пулман. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче урапа айне ике хир сысни лекнӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне час-часах лекеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Шел те, чылайӑшӗ ҫавӑнтах вилет.
Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Республикӑна 15 БМВ автомобильпе Мускавран патшалӑхӑн автонинспекцийӗн ӗҫченӗсем килсе кайнӑ. Теприсем «Вӗсем водительсене тустараҫҫӗ кӑна!» — тесе те сас-хура кӑларнӑ иккен.
«Тахӑшӗ Мускавсем «чӗрнеллӗ» резинӑллӑ машинӑсен водителӗсене — вун-вун ҫынна — «Ш» паллӑсӑр пулнӑшӑн штрафланӑ тесе ҫырнӑ та — пуҫланнӑ вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллӑсем юлман-мӗн — пӗтӗмпех туянса пӗтернӗ. Ҫакна хам та асӑрхарӑм: халӗччен автомобильсем ҫинче ҫав паллӑсем курӑнсах каймастчӗҫ, тӗп хула инспекторӗсем килсен вара «Ш»-па паллӑ тунисем — шӑкӑрин. Мускавран килнӗ инспекторсенчен пӗринпе калаҫатӑп та — кулать: «Эпир унашкаллишӗн никама та чарман-ҫке...» Вӑт, сас-хура вӑйӗ мӗнешкел!», — тесе хыпарлать пичет кӑларӑмӗ.
Эрнекун вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пулнӑ, шӑматкун — Канашра, вырсарникун — Патӑрьелте. БМВсен «эшкерӗ» Вӑрмар, Тӑвай районӗсем тӑрӑх та ҫаврӑнчӗ.
Мускавран килнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иккен, Мускава куҫиччен чылай ҫул республикӑра ДПС полкне ертсе пынӑ.
Шупашкара кӗҫех ҫӗнӗ троллейбуссем килсе ҫитмелле. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Сарӑтури «Энергомашсервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар ҫӗнӗ икӗ троллейбус туянать.
Пӗр троллейбус 4,15 миллион тенке кайса ларать. Хӑтлӑ троллейбуссем Чӑваш Ене 30 кунра килмелле. Вӗсене маршрута раштав уйӑхӗнче кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи йышши троллейбуссем хӑтлӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Унта лармалли 23 вырӑн. Пӗтӗмпе 113 ҫын кӗме пултарать.
Троллейбуссене энергие перекетлемелли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Ӑна туса кӑларакан савут вӑл 14 ҫул йӗркеллӗ ӗҫлессе шантарать.
Чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехет те 14 минутра Етӗрне районӗнче М-7 автоҫулӑн 585-мӗш ҫухрӑмӗнче урапапа пассажир автобусӗ ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхулара пурӑнакан 29 ҫулти водитель, ҫӑмӑл урапа рулӗ умӗнче ларнӑскер, ҫывӑрса кайнӑ. Ҫапла майпа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобус ҫине кӗрсе кайнӑ. Автобус «Пермь — Сергиев Посад — Мускав — Пермь» маршрутпа кайнӑ.
Автобусра 28 ҫын пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Ҫӑмӑл урапа (машин) водителӗ тата тӑватӑ пассажир йывӑр суранланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисенчен иккӗшӗ реанимацире выртаҫҫӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтерессе пурте кӗтеҫҫӗ ахӑртнех. Анчах ӑна палӑртнӑ срокран каярах хута ярӗҫ. Унта халӗ ӗҫ хӗрӳ пырать.
«ХКХ управленийӗ тата таврана хӑтлӑх кӗртесси» управленин тӗп инженерӗ Андрей Дьяков каланӑ тӑрӑх, проспектри ҫула вӗсен Республика кунӗ валли уҫмалла пулнӑ. Вӗсем ку тӗллеве пурнӑҫланӑ. Строительство йӗркеллӗ пынӑ-тӑк ӗҫченсем малтан коммуникацисене куҫарӗчӗҫ, унтан ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тӑвӗччӗҫ те тин ҫула уҫӑччӗҫ.
Графикран пӑрӑнни коммуникацисене куҫарас ӗҫре йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Сӑмах темиҫе ҫухрӑм газ тата шыв пӑрӑхӗсем пирки. Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти тӗп пайра отделка ӗҫӗсене туса пӗтернӗ. Гранит урай тата мрамор стена та хатӗр ӗнтӗ. Ӗҫченсем колоннӑсене тума тытӑннӑ. Раствор типтӗр тесе ҫав вырӑна ятарлӑ пушкӑсемпе ӑшӑтаҫҫӗ.
Суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна раштав уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.
Авӑн уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Етӗрне ялне «АиФ» корреспонденчӗ ҫитнӗ, ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем урама асфальт ҫул сарасса 20 ҫул кӗтеҫҫӗ-мӗн.
Журналист ҫынсене итленӗ хыҫҫӑн Етӗрне ял тӑрӑхӗн администрацине официаллӑ запрос янӑ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, проекта 1991 ҫултах хатӗрленӗ. Ун чухне хӑйӑр та илсе килнӗ. Анчах ӑна кӑштахран кӳршӗ яла илсе кайнӑ. 1997 ҫулта проекта пурнӑҫа кӗртме 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ҫула туман. Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, проекта те ҫухатнӑ, те ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.
Тӗрӗссипе, халӗ икӗ ял тӑрӑхне пӗрлештернӗ. Пуҫлӑх — Людмила Чернова. Анчах вӑл унчченхи проект пирки пӗлмест. Ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ чухне ӑна нимӗнле проект та паман.
Журналист килсе кайнӑ хыҫҫӑн, асфальт ҫул мар пулсан та, урама чул, хӑйӑр сарма тытӑннӑ. Хальлӗхе Етӗрне ялне асфальт сарасси планра ҫук. Вӑл питӗ тӑкаклӑ ӗҫ-мӗн. Хыснара укҫа ҫук.
Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, Етӗрне ялӗнче лайӑх ҫул нумаях пулмасть хута кайнӑ. Анчах унта халӑх та хутшӑннӑ-мӗн — ял ҫыннисем вырӑнти депутатсене «пысӑк ӗҫ тумашкӑн» 10-шар пин тенкӗ панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |