«Куславкка—Волжск—Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттересси, ас тӑвасса, пӗлтӗр те йывӑррӑн пулнӑччӗ. Пӗр вӑхӑтра навигацие чарса лартнӑччӗ. Кайран маршрута ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑччӗ. Кӑҫал, ав, теплоходсем ҫӳремӗҫ тесе хыпарлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи йывӑрлӑх пирки Куславкка район администрацийӗн яваплӑ специалисчӗпе те калаҫни асра. Вӑл ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗ теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма хаклӑ ыйтнӑ. Ҫавӑнпа енсен ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хак ыйтӑвне Районти депутатсен пухӑвӗнче те пӑхса тухнӑччӗ. Кайран Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗн ӗҫлӗ калаҫӑвӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗччӗ, хак пирки килӗшсе татӑлнине кура теплоходсем ҫӳреме пулнӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗрҫӗсем ҫула вак кирпӗчпе саплаҫҫӗ. Ку хыпара «PROГород» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ӑна Михаил Катмичев ятлӑ ҫын систернӗ иккен. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫав этем редакцие сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ. Ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑклӑ ҫула Ҫӗнӗ Шупашкарти Чумкасси микрорайонта кирпӗчпе саплаҫҫӗ иккен.
Анчах Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче кунта ним начаррине те курмаҫҫӗ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку вӑл — вӑхӑтлӑх йышӑну. Ҫула юсама хальлӗхе ҫанталӑк юрӑхлӑ мар иккен. Кӑштахран шӑтӑк-путӑк вырӑнне вӗри асфальт сарма тытӑнӗҫ.
Хулари тӳре-шара ҫул-йӗр юсама кӑҫалхи хыснара 3,5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Федерацин ҫул-йӗр юсавӗпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ программӑна хутшӑнса 12 участока 315 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетмелле.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра полицейскисем Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, руль умне ӳсӗрле ларнӑскере, тытнӑ. Чи тӗлӗнмелли — ӑна пӗр кунра икӗ хутчен чарнӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Чиновник хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инспекторсем чарнӑ.
Машинӑна урӑ водителе панӑ, лешӗ ӑна администраци ҫурчӗ умне кайса лартнӑ. Пуҫлӑхран машина уҫҫине илнӗ. Ку хыҫҫӑн вӑл лӑпланман-ха — тепӗр уҫӑ илнӗ те каллех руль умне ларнӑ. Хальхинче ӑна тепӗр экипаж чарнӑ. Палӑртмалла: ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ икӗ хутӗнче те медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленине ҫӗнӗ патруль машини килнӗ. «Ҫыхӑнура» канашлу сайтӗнче пӗлтернӗ тарӑх, Чӑваш Ене вӑл пӗр уйӑх каяллах ҫитнӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ машина ҪҪХПИрех юлӗ. Ку машинӑпа Элтепере ертсе ҫӳрӗҫ-и е ҫук-и — хальлӗхе паллӑ мар. Унччен Toyota Land Cruiser машинӑпа ҫӳренӗ. Анчах вӗр ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» ахаль полицейскисене лекмесси паллӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, ҪҪХПИ пуҫлӑхӗ нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ конференцире ҫӗнӗ транспорт кирли пирки сӑмах хускатнӑ. Вӑл калани ав пурнӑҫланнӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ машина Элтеперӗн «Фаэнтонне» илсе ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона пӑхас тӑк, ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа вӗҫтерет.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр ҫын автобуса травматика пӑшалӗнчен пенӗ. Автобус рейса тухнӑ пулнӑ.
Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 17 сехетре Айхи проспектӗнче пулнӑ. Каччӑ, ҫак кунсенче кӑна 18 ҫул тултарнӑскер, ПАЗ автобуса пенӗ.
Полицейскисем ҫийӗнчех вырӑна тухнӑ. Общество транспорчӗн кантӑкӗ ҫинче шӑтӑксем пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ травматика пӑшалӗнчен пенӗ.
Полицейскисем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Ӑна ҫав вырӑнтан инҫех мар тытса чарнӑ. Ҫамрӑкскер каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа мӗнле инҫӗше пеме пултарассине тӗрӗсленӗ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ҫул-йӗр тӑвакансене сӑмах лекнӗ.
Ҫул-йӗр тӑрӑмне тишкернӗ Владимир Иванов яваплисем пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырӑна тухсах тӗрӗсленине палӑртнӑ. Федераци пӗлтерӗшлисенчен Канаш районӗнчи Шӑнкӑртам патӗнчи ҫула хурланӑ. Министр ҫул-йӗре вӑтам хак панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку енчен ҫивӗчрех пулнӑ. Вӑл ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланипех ҫырлахмалла маррине, ӑна тӗплӗн тата вӑхӑтра юсамаллине тата подряд организацисене тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан подрядчиксене явап тыттармаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енри ҫул-йӗре юсама 5 миллиард тенкӗ ытла пӑхса хӑварнине шута илсен тупра енчен йывӑрлӑх пулмалла мар.
Шупашкарта унччен «Чӑвашавтодор» юсанӑ ҫулсене каллех юсамалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ.
«Чӑвашавтодор» 2013–2016 ҫулсенче Шупашкарта сакӑр ҫул сарнӑ, юсанӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ — «Чӑвашавтодор» тунӑскерсем. Улттӑшне те гарантипе юсамалла.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче арканнӑ ҫулсене йӗркене кӗртмешкӗн тепӗр подрядчикпе — «Гарант» тулли мар яваплӑ обществӑпа — килӗшӳ алӑ пуснӑ. Эппин, «Чӑвашавтодорӑн» ҫулӗсене вӑл юсӗ.
Кӑҫал пӗтӗмӗшле илсен, федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫул-йӗр ӗҫне пурнӑҫламашкӑн 751 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫул-йӗр ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫлӗҫ? Ҫак ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан хастар ҫынсене те явӑҫтарасшӑн.
Ҫуркунне ҫитрӗ. Юрпа пӗрле ҫулсем те ирӗлме тытӑнчӗҫ. Ку инкек республикӑри мӗнпур района пырса тивет. Кашни муниципалитетрах шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсене курма пулать.
Вӑрнар поселокӗнчи Ленин урамӗнчи ҫул хӑрушӑ лару-тӑрура. Тӗлӗнмелле те, ӑна иртнӗ ҫул кӗркунне кӑна юсанӑ. Унтанпа вӑхӑт нумаях та иртмен — ҫул арканса пӗтнӗ.
Ленин урамӗнчи ҫула кӗркунне мӗнле юсанине ҫынсем астӑваҫҫӗ. Асфальта ҫулла илнӗ, шӑтӑк-путӑка вара кӗркунне кӑна саплама тытӑннӑ. Шел, ҫӗнелнӗ ҫул ҫуркуннеччен те чӑтайман.
Ҫав вӑхӑтрах палӑртмалла: вӑрнарсем ҫулсене мӗнле юсанипе чапа тухнӑ. Унта асфальт сарнине, тротуарсем тунине федераци каналӗпе кӑтартнӑ.
Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават хушшинче Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫул хӗллехи вӑхӑтра уҫӑлать. Кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн вӗҫнелле ӗҫлеттерме тытӑннӑччӗ.
Аса илтерер, ҫулпа 3 тонна тайман урапасем усӑ курма пултараҫҫӗ. Сехетре 10 ҫухрӑмран ытларах хӑвӑртлӑхпа кайма юрамасть. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенче ку пӑр ҫийӗнчи ҫула хӗл ларсан маларах уҫнӑ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран май килмен.
Халӗ вара ҫӗнӗ хыпар. Ӗнер пӑр ҫула хупнӑ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳреме пассажирсене те, ҫынсене те чарнӑ. Халӗ вӑл тӑрӑхрисен тавран ӳреме тивӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче тӳррӗн каҫмалли вӑхӑтлӑх кӗпер вырнаҫтарӗҫ.
Ҫулсене япӑх юсанӑшӑн тата ҫирӗпрех явап тыттарма пуҫлӗҫ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫулсене япӑх юсанӑшӑн тата пӑхса тӑнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Куншӑн пукан йышӑнакан ҫынсем 20–30 пин тенкӗ штраф тӳлӗҫ. Халӗ вара ку тӳлев 3 пин тенкӗпе танлашать. Юридици сӑпачӗсен хальлӗхе ку штраф 300 пин тенкӗпе танлашать. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн ку хисеп 200 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран пулӗ.
Ҫула япӑх юсанине пула ҫынсен сывлӑхӗ шар курнӑшӑн должноҫри ҫынсен 50-100 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Юридици сӑпачӗсен вара — 400-500 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |