Ракета ҫарӗсен вӗрентӗвӗ Чӑваш Ен территорине те пырса тивнӗ. Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсем тӑрӑха хӑйне евӗр полигон евӗр усӑ курнӑ. Вӗренӳ ҫак эрне вӗҫӗччен пымаллине пӗлтереҫҫӗ.
Вӗренӳ Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсемшӗн чи калӑпӑшли кӑна мар, чи вӑрӑмми те иккен. Ӑна кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчех пуҫӑннӑ.
Анграсенчен ҫар машинисен дублерӗсем каҫхине тухнӑ иккен. Чӑннисенчен вӗсене уйӑрма ҫӑмӑл мар-мӗн. Мари Эл республикинче вырнаҫнӑ мобильлӗ «Топольсем» ракетӑсене Чӑваш Ен тата Киров облаҫӗн территорийӗсене «кӑларса янӑ». «Ярс» ракетӑсене вара Иваново облаҫӗнчен Улатимӗр облаҫне илсе кайнӑ.
Ҫар патрулӗн маршручӗ ҫинче 2 пине яхӑн ҫар техники пулнӑ. Стратеги тӗллевӗллӗ ракетӑсен вӗрентӗвӗ вӗсем кирек хӑш лару-тӑрӑва та хатӗррине кӑтартса панӑ.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ иртнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче ҫак кун ячӗпе «Вӗсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ» ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Кадет класӗ шутланакан ҫав класс музея ытти чух та час-часах пырать-мӗн.
Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсемпе пӗрле «Муркаш районӗн паттӑрӗсем» хӑтлав йӗркеленӗ. Унта кадетсене уяв историйӗпе паллашнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Социализмла ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене аса илнӗ. Тӗлпулӑва Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Воробьевӑн мӑнукне Наталия Ястребована йыхравланӑ. Ачасене вӑл Алексей Иванович ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗн ячӗпе Ҫурла Тырри ялӗнче урам хисепленсе тӑнине пӗлтернӗ. Ачасене ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Е.И. Налимова «Пысӑк вӑрҫӑн пӗчӗк паттӑрӗсем» кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ май ҫӗнтерӗве ҫыхартма пулӑшнӑ ачасем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
РФ Хӳтӗлев министерстви салтаксене ҫара iPhone илме сӗнмест. Ведомство ӗҫченӗсем тӑванӗсене асӑрхаттараҫҫӗ: чаҫсенче кирек мӗнле телефонпа та усӑ курма юрать, анчах iPhone телефонпа, Apple компани кӑларнӑ гаджетсемпе, мар.
iPhone пулӑшнипе йӑлтах йӗрлеҫҫӗ: салтак калаҫӑвне, камера вӑл ӑҫта пулнине тата мӗн тунине йӑлтах ярса парать. Михаил Романов ҫак телефонсенче паллӑ мар, вӑрттӑн функцисем пуррине ҫирӗплетет.
Романов каланӑ тӑрӑх, iPhone телефонӑн пиллӗкмӗш моделӗнче аппарат куҫнине сӑнакан процессор пур. Экспертсем операци системисене АПШ тӗрӗсленине асӑрхаттараҫҫӗ.
Салтак амӑшӗсен комитечӗ вара чаҫсенче телефонпа усӑ курма юранипе юраманнине официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине пӗлтерет. Командир ҫеҫ телефонпа усӑ курма ирӗк параять-мӗн.
Пӗрисем салтакран килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Ҫапла, юпа уйӑхӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ.
Чӑваш Енри 15 салтак Президент полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Вӗсене Канашран тӑванӗсем, ҫартан тин таврӑннисем, кадетсем ӑсатнӑ.
Пӗтӗмпе Президент полкӗнче 200 ытла чӑваш каччи ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Вӗсем пурте хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Чылайӑшӗ унтан паллӑпа таврӑннӑ. Ҫак кунсенче Кремль полкӗнчен таврӑннӑ 12 чӑваш каччине ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сехетсем парнеленӗ. Хальхи призывниксем Президент полкӗ валли шкултах хатӗрленме тытӑннӑ.
Призывниксене ҫартан тин таврӑннисем ӑнӑҫу суннӑ. Президент полкне каякансем ҫирӗп суйлав витӗр тухнӑ. Вӗсен сывлӑхне ҫирӗп тӗрӗсленӗ. Призывниксене ФСБ тата ШӖМ даннӑйсен базинче те пӑхнӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Оборона енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Алексей Журавлев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти) ҫара ҫулталӑкра пӗр хутчен кӑна илсе кайма сӗнет иккен. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫавӑн йышши саккун проектне хатӗрлет-мӗн.
Призыв вӑхӑтне ҫулталӑкра пӗрре кӑна йӗркелени ҫарта ҫамрӑксене аслисем хӗсӗрлессинчен сыхлама пулӑшать тата призывпа тӑкакланассине чакарать имӗш.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ҫара ҫуркунне тата кӗркунне илсе каяҫҫӗ. Унта 18-тан пуҫласа 28-а ҫитичченхисене пухаҫҫӗ. Служба вӑхӑчӗ — ҫулталӑк. Ку йӗркене 2008 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫар прокуратури пӗлтернӗ ӑрӑх, уставпа пӑхман хутшӑнусен шучӗ ҫулсерен 15–20 процент чакать.
Маларах асӑннӑ комитетӑн тепӗр пайташӗн, Вячеслав Тетекинӑн (Коммунистсен партийӗ) шучӗпе кун пек саккун кӑларни укҫана перекетлеме кӑна пулӑшӗ. Либерал демократсен партийӗн комитечӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Жигарев вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗпе пӗр шухӑшлӑ.
Юпан 1-мӗшӗнче призыв пуҫланнӑ. Кӑҫал унчченхи пекех 12 уйӑх хӗсметре тӑрӗҫ. Анчах, ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи призывниксен уйрӑмлӑхсем те пур.
Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин полковник каланӑ тӑрӑх, аслӑ пӗлӳллӗ яшсем ахаль призыва суйлама е контракт мелӗпе кайма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш мелпе 2 ҫул хӗсметре тӑмалла.
Контракт мелӗ кӑшт уйрӑлса тӑрать. Ӑна пухмалли пункт Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 10-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта йӑлтах ӑнлантарса параҫҫӗ.
Кӑҫалтан республикӑри аслӑ шкулсенче ҫар кафедринче ҫар ӗҫне вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку Чӑваш Енре темиҫе ҫул пулман, ҫавӑнпа тепӗр ҫӗнӗлӗх кунти яшсене пырса тивмест. Аслӑ шкулта ҫар кафедринче хатӗрленнӗ яшсем ятарлӑ сбора лекме пултараҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхран вӗсем экзамен тытаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ тытсан вӗсене саппаса яраҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа — ҫар билечӗ илеҫҫӗ те салтака каймаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫара Чӑваш Енрен 1204 каччӑ кайӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем ҫул тӳпере вӗҫме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал 12 ача Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Шупашкарти 61-мӗш шкултан.
Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ, ҫавӑнпа аякра вӗсене ҫӑмӑлрах пуласса палӑртать ашшӗ-амӑшӗ. Канаш районӗнчи Алексей Миронов кӑҫал ака уйӑхӗнче МИ-34 вертолета пӗрремӗш хут ларса курнӑ. Унтанпа вӑл летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Ака вӑл Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗнӗ.
Республикӑри 30 ача летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӗсенчен 12-шӗ ҫеҫ училищӗне вӗренме кӗнӗ. Тепӗр иккӗшне Воронежри авиаци институтне янӑ. Медкомисси витӗр тухайманскерсем унта инженер специальноҫне вӗренӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки 7 ҫулта Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗрекен чӑваш ачисен йышӗ 6 хут ӳснӗ.
Кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче Чӑваш Енри 1935 каччӑна ҫара ӑсатнӑ. Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин пӗлтернӗ тӑрӑх, призыв комиссине пурӗ 7434 ҫынна йыхравланӑ. Чӗннисенчен ҫар комиссариачӗсене пыманнисем те пулнӑ. Юлашкинчен асӑннисен хисепӗ — 0,7 процент.
Хӗсмете ҫурхи призывра ӑсатнисенчен чӗрӗк проценчӗ (495 каччӑ) — аслӑ пӗлӳллӗ, 18,9 проценчӗ РОСТОн вӗренӳ организацийӗсенче ҫарпа учетпа специальноҫӗсене тата пуҫламӑш професси пӗлӗвне илнӗскерсем пулнӑ.
Республикӑн тӗп ҫар комиссарӗн шучӗпе спорт инфраструктурине аван йӗркеленине кура сывӑ каччӑсен йышӗ ӳсет. Тата вӑл ҫара каяс кӑмӑллисен хисепӗ нумайланнине те пӗлтернӗ.
Пирӗн ҫӗршывра саппасри ҫар ҫыннисене ҫар мобилизацине пухаҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнӗ тата юсатса ҫӗнетнӗ хӗҫ-пӑшалпа, ҫар техникипе тата ятарлӑ техникӑпа палаштарӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ.
«Тӗп ҫар специальноҫӗсене икӗ уйӑх хӑнӑхтармалла. Вӗрентӳ ҫар чаҫӗсемпе подразделенийӗсенче иртӗ», — тесе пӗлтернӗ ҫар ведомстви эрнекун.
Асӑннӑ министерство асӑннӑ ҫар специальноҫӗсен хушшинче — ҫыхӑну, ракета ҫарӗсен, артиллерин, мотострелоксен, ҫарпа тинӗс флочӗн ҫыран хӗрринчи ҫарӗсен, кӗперсемпе чукун ҫулсен специалисчӗсем, инженери подразделенийӗсен тата пурлӑхпа техника енчен тивӗҫтерсе тӑракансем.
«Хӗвелтухӑҫ–2014» командӑпа ҫар вӗрентӗвӗ вӑхӑтӗнче те тренировкӑсем иртмелле.
Ҫар вӗрентӗвне пухакансен ҫар званийӗпе тата штат должноҫӗпе килӗшӳллӗн укҫа тӳлӗҫ. Вӗренӳ ирттерекен вырӑна ҫар комиссариатӗнчен кайса-килсе тӑкакланнине те саплаштарӗҫ. Апат ҫитерӗҫ, тумтирпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫӗршывӑн Оборона министерстви ку мероприятие пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ.
Ҫывӑх кунсенче Хура тинӗсе НАТОн тӗпчевҫӗ икӗ карапӗ — итальянсен «Эллетра» тата хрантсуссен «Дюпюи-де-Лом» ятлӑскер — Хура тинӗсе кӗмелле иккен. Вӗсем Раҫҫейӗн Хура тинӗс флочӗн ҫар объекчӗсене тӗпчемелле. Кун пирки пирӗн ҫӗршывӑн ҫарпа тинӗс флочӗн Тӗп штабӗ пӗлтерни тӑрӑх паян ИТАР-ТАСС хыпарланӑ.
Италин «Элеттра» карапӗ Хура тинӗс акваторине виҫӗм кунах кӗмелле пулнӑ. Анчах тем сӑлтава пула ун чух кӗмен. Апла тӑк вӑл халь тесен халь пырса кӗрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Францин «Дюпюи-де-Лом» карапӗ тӗпчеме тытӑнӗ. Сӑмах май, юлашкинчен асӑнни Хура тинӗсрен ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна тухса кайнӑ, халӗ вӑл тата каялла таврӑнасшӑн.
Ҫапла вара Хура тинӗсре НАТОн тӑватӑ карапӗ, кунсӑр пуҫне хрантуссен «Сюркуф» фрегачӗ тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен «Велла Галф» ракета крейсерӗ пулӗҫ. «Сюркуф» тинӗсӗн хӗвеланӑҫ пайне йышӑннӑ, «Велла Галф» — румынсен Констанц портӗнче.
Монтре конвенцийӗпе килӗшӳллӗн Хура тинӗс патшалӑхӗн мар карапсен унта 21 кунтан ытла тытӑнса тӑма юрамасть. Тепӗр майлӑ каласан, «Велла Галфӑн» тинӗсрен ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тухса каймалла, «Сюркуфӑн» ҫӗртмен 18-мӗшӗччен тытӑнса тӑма ирӗк пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |