Шӑрӑх ҫанталӑкра нумайӑшӗ шыв хӗрринче канать, шыва кӗрет. Шел те, инкек ҫине-ҫинех пулать. Ӗнер кӑна Ҫӗмӗрлере ватӑ арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Асхва ялӗнче инкек пулнӑ. Ун ҫывӑхӗнчи пӗвере хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл 39 ҫулта пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. «Ушкӑнпа каннӑ чухне пӗр-пӗрне асӑрхӑр. Ӳсӗр чухне шыва кӗме, инҫете ишме ан хӑтланӑр», - теҫҫӗ вӗсем.
Шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланчӗ. Шел те, каллех путса вилекенсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрлери пӗверен ватӑ арҫын виллине кӑларнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын техника пӗлтерӗшлӗ шывра путнӑ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере кунашкалли – виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Малтанхи икӗ ҫын, 54-ри арҫын тата 35 ҫулти хӗрарӑм, Статуев пӗвинче путнӑ.
Шупашкарти яхта клубӗ патӗнче шывра ишсе ҫӳрекен хӑна ҫурчӗсене илсе пырса вырнаҫтарнӑ. Атӑл юханшывӗ ҫине вырнаҫтарнӑ ҫав ҫуртсене хаклама республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
«Шыв ҫинчи хӑна ҫурчӗсем республикӑра кирлӗ пулас пирки иккӗленместӗп. Ку ен аталанма пуҫлать ҫеҫ-ха. Хаусботсем пурри туристсене илӗртӗ, Чӑваш Енри ҫӗнӗ шыв маршручӗсене тӗпчеме пулӑшӗ», — тенӗ Олег Николаев.
Шыври хӑна ҫурчӗсене кирек кам та кайса курма пултарать.
Хаусбот-ҫуртсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ завочӗ туса кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ йышши продукцие туянас кӑмӑллисем халех пур иккен. Вӗсемпе пуричнен ытла Тутарстанпа Пушкӑртстанра кӑсӑкланаҫҫӗ.
Шел те, каллех хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗмӗрле хулинче 35 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулнӑ.
Унӑн виллине водолазсем шыранӑ. Ӑна паян кӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ хӗрарӑм мӗнле майпа путнине тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 8 ҫын путса вилнӗ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ӗнер 16 сехет тӗлнелле Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ - 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Вӑл унта амӑшӗпе, тӑванӗсемпе шыва кӗме килнӗ.
Ача ытлашши шала та ишсе кӗмен - вӑл буйкӑсем патӗнче путнӑ. Вырӑна ҫитнӗ медиксем ӑна реанимаци тума хӑтланнӑ, анчах, шел те, усӑсӑр.
Халӗ Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерет.
Ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче 43-ри арҫын путса вилнӗ. Ҫӗмӗрлере вара 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыв айне анса кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм эрнере 2 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ниҫта та ӗҫлемен хӗрарӑм интернет-лапамсенчен пӗринче реклама курнӑ, унта инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме май пуррине пӗлтернӗ. Кун валли уйрӑм менеджерпа канашлама сӗннӗ, вӑл ӑс-тӑн парассине ӗнентернӗ.
«Консультантпа» калаҫа-калаҫа хӗрарӑм пӗр эрнере тӗрлӗ банкра 2 миллион ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, укҫана паллӑ мар счётсем ҫине куҫарса янӑ.
Туристсене илӗртес тесе шывра ишекен хаусботсем хута ярасшӑн. Вӗсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ туса кӑларӗ.
Юханшыв-пӗвере ишсе ҫӳремелли ҫуртсене пуҫтарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хаусбосенче талӑкӗпех пурӑнма пулать. Вӑл электричествӑпа кӑна ӗҫлет.
Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ ҫӗршыври хӳтӗлевпе промышленноҫ комплексӗ валли ятарлӑ техника туса кӑларакан предприяти шутланать.
Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Вӑрнарти 1-мӗш шкултан, Шупашкарти 2-мӗш лицейран тата Муркаш округӗнчи Калайкассинчи шкултан вӗренсе тухнисем хими экзаменӗнче 100 балл илнӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗ географипе чи нумай балл пухнӑ. Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкул тата Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗсем литература экзаменӗнче палӑрнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗмӗрле хулинче Октябрь урамӗнчи 10-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пушар пулнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушара сӳнтерсен 1957 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ.
Палӑртмалла: иртнӗ эрнере Чӑваш Енре 46 пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр ҫын аманнӑ. Ытларах чухне пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.
Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.
Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |