Чӑваш Енри ачасем аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗе тата культурологийӗн кафедри ирттернӗ.
«Наследие Ивана Яковлева» (чӑв. Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ) олимпиада ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче инҫет ҫыхӑну мелӗпе пулса иртнӗ. Унта хутшӑннисене сертификатсем парса хавхалантарнӑ. Олимпиадӑна, сӑмахран, Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекенсем те хутшӑннӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Наследие» (чӑв. Еткер) этнокультура центрӗ уҫӑлнӑ, чӑвашла ӑна «Чӑваш еткерӗ» этнокультура центрӗ тесе ят панӑ. Асӑннӑ лапамра курав залӗ, ҫавӑн пекех мультимеди элеменчӗсемлӗ «Асам» зал, «Шевле» тата «Мерчен» пултарулӑх мастерскойӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Этнокультура центрне ӗнер, Ӑслӑлӑх кунӗнче, уҫнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
Центра хальхи вӑхӑтри технологисем тата ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсем ҫине таянса уҫнӑ. Вӑл ҫамрӑксемпе ачасене тӑван халӑхӑн, ҫӗршывӑн тата республикӑн кун-ҫулӗпе тарӑнрах паллашма илӗртессе шанаҫҫӗ.
«Хӑйӗн тымарне сума сӑвакан, йӑли-йӗркине асра тытакан ҫын ҫеҫ малашлӑха ҫирӗппӗн талпӑнма пултарать», — тенӗ Олег Николаев.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тӑван халӑхӑмӑра тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассипе нумай ӗҫленӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ куна тивӗҫлипе палӑртас ыйтӑва Правительство ҫуртӗнчи канашлурах сӳтсе явнӑччӗ.
Халӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫавна май йӗркелӳ комитечӗ туса хурӗҫ, мероприятисен планне палӑртӗҫ.
Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ капашсӑр пысӑккине кура мероприятисене культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсенче тата ытти организацире анлӑн палӑртӗҫ.
Сургутри ачасем чӑваш халӑх эткерлӗхне ӑша хываҫҫӗ. Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакан маттур чӑвашсем ҫинчен Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «Туслӑх» общество организацийӗнче «Чӑваш тӑрӑхӗн эткерлӗхӗ» студи ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ачасен йышӗ ӳссех пырать-мӗн. Нумаях пулмасть студие 19-мӗш шкулта вӗренекенсем пухӑннӑ. Вӗсем тӑмран матрёшка ӑсталанӑ. Вырӑссен йывӑҫран касса хатӗрленӗ ҫав теттене Сургутри ачасем чӑвашлатнӑ — матрёшкӑна чӑвашла эрешсемпе капӑрлатнӑ.
Хусанти культура институчӗ чӑваш артистки ҫинчен фильм ӳкерет.
«Деятели культуры Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем) проект ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫне чӑваш артисткинчен пуҫлас тенӗ. Ҫапла вара фильмӑн пӗрремӗш серийӗ чӑваш халӑх артистки, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ Алевтина Сергеева-Зинкина ҫинчен пулӗ.
Фильм артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе, студентсене вӑл академи вокалне вӗрентнипе тата ытти кӑсӑклӑ самантпа паллаштарӗ.
Палӑксемпе историлле вырӑнсен кунне тӗнчипех уявласси 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ. Ҫав куна культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ. Кӑҫал тата Раҫҫейре халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ.
Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен республикӑри центр «И это все – наследие республики!» (чӑв. Ку вӑл пурте — республика эткерлӗхӗ) ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне ирттерет. Конкурса 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Центрӑн директорӗ Александр Ипатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика территорийӗнче культура эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан пурӗ 686 объект пур.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта культурӑпа истори эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан объектсене тасатса тирпейлеме шӑматкунлӑха тухӗҫ. Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри историпе культура палӑкӗсемшӗн тӑрӑшмалли куна халалланӑ.
Шӑматкунлӑха хутшӑнакансем Щупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ скверти К. В. Иванов бюсчӗ патӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Шӑматкунлӑха 3 объекра ирттерӗҫ: К.В. Ивановӑн бюсчӗ (ӑна 1952 ҫулта уҫнӑ. Вӑл палӑк федераци пӗлтерӗшлӗ объект), «Родна» кинотеатр (1933 ҫулта уҫнӑ) ҫурчӗ, «Михаил архангел чиркӗвӗ» (ӑна 1702 ҫулта уҫнӑ).
Етӗрне хулинче паллӑ чӑваш ӑсчахӗ Николай Ашмарин ҫуралса ӳснӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Икӗ хутлӑ ҫав ҫурт япӑхса та ишӗлсе ларни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ те унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май историлле ҫав ҫурта юсӗҫех.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра паян ирпе пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упрассине 2021 ҫулта иртнӗ форумра сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш чӗлхин музейӗ уҫассине те асӑнса хӑварнӑ.
Асӑннӑ учреждени Етӗрнери Ленин урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра (унта чӑваш чӗлхин тӗпчевҫин Николай Ашмаринӑн ачалӑхӗ иртнӗ) вырнаҫӗ. Революциччен ҫав ҫурт Николай Ашмаринӑн ашшӗн тӑванӗн, Александр Филиппович Ашмарин купсан, пулнӑ. Унта бакалей тата гастрономи лавккисем пулнӑ.
Ҫурта юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме маларах республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ, халӗ вара – юсав ирттерме. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнмалла.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Мелодии чувашских узоров. Асамлӑ тӗрӗ» курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна ӗҫе пуҫӑнакан ӑстасен тӗррисенчен йӗркеленӗ. Вӗсем — вулавӑшри «Асамлӑ тӗрӗ» кружока ҫӳрекенсем.
Пултарулӑх ушкӑнне халӑх художество промыслисен ӑсти Надежда Кузнецова ертсе пырать. Кружока вулавӑшра 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна пуҫарса яма Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева хутшӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнне вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ.
Вулавӑшра ӗнер уҫӑлнӑ курава Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхн ҫулталӑкне халалланӑ.
Чӑваш халӑхӗн культурине ҫемьере тытса пырас, йӑли-йӗркине, ӑсталӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Несӗл эткерлӗхӗ» видеороликсен конкурсне ирттерет.
«Конкурса чӑваш эткерне упракан чи пултаруллӑ ҫемьесене кӗтетпӗр», — пӗлтернӗ йӗркелӳҫӗсем.
Конкурса хутшӑнас текенсен ҫак номинацисенчен пӗринпе видеоролик хатӗрлемелле: «Эпир – туслӑ кил-йыш» (роликсенче хальхи ҫемьен пурнӑҫне, йыш тӗп вырӑна мӗне хунине, иртнӗ тапхӑра мӗнле хакланине кӑтартмалла); «Эпир тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркисене кил-йышра тытса пыратпӑр!» (роликсенче чӑваш наци традицийӗн, чӗлхин, культурин уйрӑмлӑхӗсене уҫса памалла); «Пирӗн тӑван кӗтес» (видеороликсенче тӑван ял, хула, республика, вӗсен паллӑ выранӗсем ҫинчен каламалла); «Ӗмӗр-ӗмӗр янра эс, тӑван чӗлхем!» (видеороликра сӑмах чӑваш чӗлхи ҫинчен, унӑн историйӗ, унпа хальхи вӑхӑтра уявсенче, литературӑра, ӳнерте, кашни кунхи хутшӑнура усӑ курни ҫинчен, пуплев культурине тытса пырасси ҫинчен пымалла).
Видеороликсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса тӑратнӑ материал чӑвашла пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |