
Шупашкарти кивӗ пӗр ҫуртра Николай Ашмарин ӑсчахӑн ал ҫырӑвӗсене тупнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтерет.
Николай Ашмарин — паллӑ лингвист, этнограф, 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарӗн авторӗ.
Хулари пасар урамӗнчи ҫурт унчченхиллех упранса юлнӑ. Унта ученӑй Шупашкара килсен чарӑнса тӑнӑ.
Ивановсем 2019 ҫулта ҫав ҫурта туяннӑ, кайран ӑна йӗркене кӗртме тытӑнсан мачча тӑрринче хутсемпе сӑнӳкерчӗксем, алырусем асӑрханӑ.
Хутсене ӗненсен, ҫуртӑн пӗрремӗш хуҫи сӑра вӗретекен завод директорӗ пулнӑ. Кайран ҫав ҫурта Емельян Захаров туяннӑ, вӑл Николай Ашмаринпа пӗр шухӑшлӑ ҫын пулнӑ.
100 ҫул ларакан йывӑҫ пӳртре Ашмарин Шупашкара килсен ларса ӗҫленӗ сӗтел те пур-мӗн.

Шупашкарти Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Правительство ҫуртне (унччен ӑна Советсен ҫурчӗ тенӗ) халӗ те юсаса пӗтереймен. Ку хыпара эпир «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ объект федераци пӗлтерӗшле культура эткерлӗхлӗ шутланать. Ӑна юсама «Консорциум строительных компаний» организаци ҫӗнтернӗ. Юсав ӗҫӗн хакӗ — 616 миллион тенкӗ. Подрядчикӑн ӗҫе 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах вӑл ҫав вӑхӑта та ӗҫе пӗтереймен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне вӑл 266,8 млн тенкӗлӗх ҫеҫ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унтан подрядчикпа контракта пӑрахӑҫланӑ.
Ӗҫе тӑсса пынине подрядчик проектпа смета хучӗсене ҫӗнетнипе тата кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвӗпе салтавланӑ.

Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳлӗх музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа «Янра, чӑваш чӗлхи!» мероприяти ирттернӗ.
Мероприятие Элӗкри ИЯ. Яковлев ячӗлӗ вӑтам шкулта вӗренекенсем, Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗн баянисчӗ Владимир Терентьев тата вырӑнти тӗрӗҫӗсем хутшӑннӑ.
Пухӑннисене музей директорӗ Ольга Алексеева саламланӑ, Иван Яковлевӑн пуян эткерлӗхне тата чӗлхине пысӑка хурса хакламаллине палӑртса хӑварнӑ. Музей специалисчӗ Светлана Железнова чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ. Ачасем музейра ӗслекен «Чӑваш тӗрри – чи илемли» куравпа паллашма пултарнӑ.
Унтан ачасем чӑвашсен тӗрлӗ вӑййине вылянӑ тата «Линька- линька» ташланӑ.
Кораккассинчи Людмила Андреева ӑста хӑйӗн сӑввине вуласа панӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) музей уҫасшӑн.
Иртнӗ эрнере учрежденире коллективӑн пухӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн чухне Андрей Попов илемлӗх ертӳҫи, директор тивӗҫне пурнӑҫлакан Андрей Попов иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ, кӑҫалхи плансемпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал театрта музей уҫасшӑн. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта Раҫҫейӗн Культура министерствипе татаА.А. Бахрушин ячӗллӗ Патшалах тӗп театр музейӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртесшӗн. Музей кашни кунах ӗҫлӗ.

Шупашкарта археологи шыравӗ вӑхӑтӗнче 1800 ытла артефакт тупнӑ.
Шырав ӗҫне хулан историлле вырӑнӗнче йӗркеленӗ. Ҫав ӗҫпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем Илем галерейин картишӗнче тата Константин Иванов урамӗнчи 17-мӗш ҫурт ҫумӗнчи тротуар ҫинче шырав ирттернӗ.
Тупнӑ япаласен шутӗнче – XVI–XVIII ӗмӗрсенчи керамика фрагменчӗсем, XVI–XVII ӗмӗрсенчи щит ҫинчи акӑш ӳкерчӗклӗ пӑхӑр ҫӗрӗ, тигель, тӑхлан лум, пуля тата ытти кӑсӑклӑ япала.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев-Трера асра тытать. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 13 сехетре театрта «Иосиф Трер. Учитель – друг, наставник, вдохновитель» (чӑв. Иосиф Трер. Учитель — юлташ, вӗрентекен, хавхалантаркан) проектпа килӗшӳллӗн «Наследие. История чувашского театрального искусства и кинематографа» (чӑв. Эткерлӗх. Чӑваш театр ӳнерӗпе кинематографин историйӗ) лекци иртӗ.
Паллӑ актёр, режиссёр, театр педагогӗ, поэт, фольклор куҫаруҫи, этнотеатровед Иосиф Дмитриев пурӑннӑ пулсан паян 77 ҫул тултаратчӗ. Унӑн пурнӑҫ усал чире пула татӑлчӗ.
Лекцие кирек кам та кайса итлесе ларма пултарать. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Ачасене чӑваш халӑхен культурипе тарӑнрах паллаштарас, ламран лама пыракан йӑла-йӗркемӗре ӑша хывма пулӑшас тӗллевпе, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе «Ача садӗнче Акатуй» конкурс ирттереҫҫӗ.
Республикӑри ӑмӑрту ҫак номинацисемпе иртӗ: «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Акатуй» уявӗн чи лайӑх конспект-сценарийӗ»; «Ача пахчинчи чи лайӑх «Акатуй» (видеоролик)».
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пӗр номинаципе ҫеҫ конкурса хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен электрон мелпе https://forms.gle/jnssemhwMnx5pTu39 каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ.
Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси.
Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет.
Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ.

Чӑваш Енре пысӑк этнографи экспедициӗ иртнӗ. Ӑна «Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура пуянлӑхӗн объекчӗсене палӑртмалли фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Пирӗн патра Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн Урал тӑрӑхӗнчи Гуманитари тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Александр Черных ертсе пыракан ушкӑн республикӑри ултӑ округра: Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Куславкка, Комсомольски, Канаш — тӑрӑхӗсенче пулнӑ.

2019 ҫулта йӗркеленнӗ DIVA чӑваш ушкӑнӗ авалхи чӑваш юррисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелет. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйне евӗр илемлӗ янӑравне упраса хӑвараҫҫӗ.
DIVA – аббревиатурӑна чӑваш руна элемӗсенчен йӗркеленӗ. «Чӑнлӑх, юрату, пӗрлӗх тата шанчӑклӑх патне ҫул тытни, аталану тата пӗрне-пӗри пулӑшни». Ҫапларах куҫарма пулать ӑна.
DIVA репертуарӗнче – XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчи – ХX пуҫламӑшӗнчи юрӑсем.
Ушкӑн Russian World Music Awards премие тивӗҫнӗ, 2019 ҫулта Ӗпхӳре иртнӗ «Musafir» фестивале, ҫав ҫулах Питӗте пулнӑ «Добровидение», 2021 ҫулта Улан-Удэре йӗркеленӗ «Золотой голос Байкала», 2022 ҫулта Екатеринбургра пулса иртнӗ «Ural Music Night» фестивальсене хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ушкӑн Мускаври Хӗрлӗ лапамри Пӗчӗк сцена ҫине тухӗ. Унта Раҫҫейри халӑхсен наци литературин фестивальне хутшӑнса ирттерекен концерт 12 сехетре пуҫланӗ.
