ЧР Элтеперӗн автобази 10 иномарка туянасшӑн. Ку тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Ҫавна май тӳрех 4 аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ултӑ машина – «Киа К5», тӑватӑ машина «Киа Рио» пулмалла. Пурин те комплектацийӗ – комфорт.
Ултӑ «Киа К5» туянма 19,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Тӑватӑ «Киа Рио» машина валли 7,2 миллион тенкӗ сӗнӗҫ.
Аукционсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ тусан машинӑсемпе 7 кунра тивӗҫтермелле.
ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче ведомствӑсен хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелӗҫ, вӑл пассажирсене илсе ҫӳрекен транспортсене тӗрӗслӗ. Ку ушкӑна йӗркелеме ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.
Олег Алексеевич транспорт министрӗпе Владимир Осиповпа Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ тӗслӗхе сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: ку пӑтӑрмах ҫурлан 17-мӗшӗнче 13 сехетре Мир проспектӗнче пулнӑ. Автобус пынӑ чухне мотор отсекӗнче ҫулӑм тухнӑ. Салонра 15 пассажир пулнӑ, пурте урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерстви, прокуратура, ШӖМ, Транспорт министерстви, Шупашкар хула администрацийӗн элчисем пулӗҫ.
Шупашкарти Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑша 1970 ҫулсенчех уҫнӑ. 2019 ҫулта тӳре-шара вулавӑшсене оптимизаци тума шутласан вӑл черетри пӗрремӗш пулнӑ. Телее, ӑна хупман. Халӗ ав ҫӗнелнӗ вулавӑш алӑкӗсене уҫнӑ.
Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑш Раҫҫей конкурсне хутшӑнса 15,4 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫа ҫурта юсамалли пулнӑ. Вулавӑша чӑваш наци стилӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ.
Вулавӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хутшӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Юлия Стройкова валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Вӑл халӗ – пресс-служба тата протокол администрацийӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ. Ҫак должноҫ юлашки вӑхӑтра пушӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Юлия Стройкова малтан Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Кайран цифра министрӗн ҫумӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗнчи танлаштарӑмра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакна тӗнче тетелӗнчи запроссен йышӗпе палӑртнӑ. Олег Николаев PravdaSerm хатӗрленӗ танлаштарӑмра пӗрремӗш хут ҫакнашкал вырӑн йышӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта – Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Вӑл 94 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тамбов облаҫӗн ертӳҫи (93 балл). Ун хыҫҫӑн Калуга облаҫӗн, Чӑваш Енӗн тата Мари Элӗн ертӳҫисем йӗркесене йышӑннӑ. Олег Алексеевич танлаштарӑмра 91 балл пухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ фурӑсене хула урамӗсемпе ҫӳреме чарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, тӗп урамсене ҫак пысӑк машинӑсене кӗртесшӗн мар.
Калинин урамӗ, Мускав проспекчӗ, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, Трактор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Эгер бульварӗ, Мир проспекчӗ, Гагарин тата Б.Хмельницкий урамӗсем - фурӑсене ҫак урамсемпе ҫӳреме чарасшӑн е пӗр-пӗр вӑхӑтра кӗртесшӗн мар. Е чарӑнса тӑма ирӗк парасшӑн мар. Хальлӗхе тӳре-шара татӑклӑн палӑртман. Кун тӗлӗшпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртет.
Сӑмах май, пӗлтӗр кӗркунне Элтепер пысӑк суту-илӳ сечӗсене логистика центрӗ тума сӗннӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересшӗн пулнӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ку пурнӑҫа кӗмен.
Хальхи вӑхӑтра тӳре-шара, иккӗмӗш референдума ирттересси пирки шутламаҫҫӗ пулин те, икӗ хулана пӗрлештересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Олег Кортунов «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, икӗ хула Шупашкар агломерацийӗпе килӗшӳллӗн аталанӗ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва татса парасси халӑхран килнине каланӑччӗ.
Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак инвестици проекчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Савут валли База тӑкӑрлӑкӗнче 1527 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ.
Инвесторсен шухӑшӗпе, Шупашкарта туса кӑларнӑ чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем импорт продукцийӗн чылай пайне улӑштарма пултарӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакансене каллех маска тӑхӑнса ҫӳреттересшӗн. Ун пек хушӑва вӑл маларах пӑрахӑҫланӑ пулин те чирлекенсем пирӗн тӑрӑхра пурпӗрех пур иккен. Унччен кунне 20-25 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ пулсан, халӗ ҫак цифра 65-66 ҫынпа танлашать.
Олег Николаев ҫынсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта тата суту-илӳ центрӗсенче маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки вӑл паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче – Тутарстанри Сиктӗрмере – паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, чӑвашсен Уявӗ иртнӗ.
Чӑвашлӑх уявне пирӗн республикӑри тӳре-шарапа артистсем хутшӑннӑ.
«Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Русскихпа, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗпе Геннадий Зюгановпа, «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн председателӗпе Иван Казанковпа чӑваш йӑли-йӗркине халалланӑ наци картишӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр», – пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Телеграмра».
Уява ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӗрлӗ наци ҫыннисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |