Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шыравсем

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 31 ҫулти арсынна шыраҫҫӗ. Алексей Владимирович Викторов - Малтикас ялӗнчен.

Вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑҫталла кайни паллӑ мар. Ҫав кун тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, шурӑ-хӗрлӗ кроссовка, сӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗ кӑвак. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав нимеҫисем

Алексея куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112.

 

Хулара
"Лиза.Алерт" шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ
"Лиза.Алерт" шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта икӗ арҫына шыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫухалнӑ, тепри — кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче ҫухални — 61 ҫулти Анатолий Кириллов. Вӑл 170 см ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗмрех хӑмӑр, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 49 ҫулти Андрей Николаев ҫухалнӑ. Вӑл 166 см ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Капюшонлӑ кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, хура атӑ, хура калопак тӑхӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Лиза.Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза.Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулхи хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗне хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Валентина Максимова (Воронцова) кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнӑ.

Хӗрарӑм 155 сантиметр ҫӳллӗш, тулли пӳ-силлӗ, ҫӳҫне хӗрлӗрех тӗспе сӑрланӑ, куҫӗ хӑмӑртарах симӗс.

Ватӑ ҫын симӗс куртка, хӑмӑр атӑ, тӗксӗм хӗррлӗ калпак тӑхӑннӑ.

 

Республикӑра

Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче Катӑш ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл килтен кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗрлӗ тӗслӗ куртка, угги тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыранӑ.

Хӗрарӑма тупни пирки кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Анчах, шел те, унӑн виллине. «Лиза Алерт» сайтӗнче нимеҫӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93239
 

Хулара
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗнченпе пӗлмест. Вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.

Руслан Любинарский чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Хӑйӗнпе ҫумӑн докуменчӗсем те пулман унӑн.

Ҫухалнӑ кун Руслан хура куртка, сарӑ кофта, сӑрӑ джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Унӑн сулахай куҫ харши ҫийӗн суран йӗрӗ пур. Руслана куракансене полицие 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police
 

Республикӑра

Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Автанкасси ялӗнче арҫынна шыраҫҫӗ. Унран виҫҫӗмӗш кун хыпар ҫук.

71 ҫулти Юрий Васильев раштавӑн 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Юрий Иванович 170 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тата усси шуралнӑ. Вӑл ӑсӗпе арпашма, ҫухалса кайма пултарать. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм кофта, шӑлавар, резин атӑ, хӑлхаллӑ калпак тӑхӑннӑ.

Ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Леонид (Енот) 89003319602.

 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Шупашкарта 21 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Ирина Мерзлайкина раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫти халӗ те паллӑ мар.

Хӗр 155 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫне хӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ. Килтен кайнӑ кун хура кӗске куртка, хура кофта, хура джинс шӑлавар, хура-шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗре куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Леонид (Енот), 89003319602.

 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарти Александр Владимирович Матвеева шыраҫҫӗ. 50 ҫулти арҫын раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.

Ҫав кун вӑл тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, тӗттӗм спорт шӑлаварӗ, тӗттӗм карттус тӑхӑннӑ. Хӑй 170 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, куҫӗ сӑрӑ-симӗс тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ.

Ҫак арҫын пирки мӗн те пулине пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Елена (Касатка), 89520203557.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Турхан ялӗнче 52 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Лифанов Николай Дмитриевич килтен чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.

Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, тӗттӗм кӑвак свитер, хура хулӑн шӑлавар, «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак арҫынна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 29 ҫулти хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем виҫӗ кун шыранӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе пӗлмен.

Хӗрарӑма тупнӑ. Анчах, шел те, унӑн виллине. Кун пирки отряд хастарӗсем хӑйсен сайтӗнче хыпарланӑ. "Тупӑннӑ. Вилнӗ. Тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр", - тесе ҫырнӑ сайтра ӗнер 15 сехет иртсен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91319
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 08

1869
157
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
121
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
76
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
58
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
54
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын