Паян вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитрӗ. Республикӑн культура ӗҫченӗсем тата тулай чӑвашсем ҫак куна асра тытса Константин Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Халӑх умӗнче республикӑн культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Краснов тухса калаҫнӑ. Юрий Артемьев профессор, критик шучӗпе Константин Иванов ҫак ҫӗр ҫине хӑй вӑхӑтӗнче ахальтен килмен. Унӑн хӑйне евӗр тивӗҫ пулнӑ. Чечек хума хутшӑннӑ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспие» тепӗр хут лартасса шанса пурӑнать-мӗн.
Савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑнма Пушкӑртстанран Константин Ивановӑн Стерлӗри ентешӗсем те килсе ҫитнӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци радиовӗпе тӳрӗ эфира тухрӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансен тата тулай чӑвашсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӳрӗ эфир икӗ сехете яхӑн тӑсӑлчӗ. Ыйтусене маларахах йышӑнма тытӑнни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗтӗмпе 900 ытла ыйту ҫитнӗ-мӗн.
Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансене тӗрлӗ ыйту хумхантарать. Хула ҫыннисене, паллӑ ӗнтӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри лару-тӑру ытларах пӑшӑрхантарать. Ял ҫыннисен урамсенче ҫул сарасси пирки сӑмах хускатнӑ. Тӑван чӗлхене упраса хӑварас, Шупашкара пырса кӗрсен ют ҫӗре кӗнӗн туйӑнать тесе пӑшӑрханакан та тупӑнчӗ. Ӗҫ укҫи пирки сӑмах хускатакан та, ачасене шкул автобусӗ турттармасть текен те пулчӗ.
Тӳрӗ эфирта хурав илейменнисене радиоэфира каярах кӑларма шантараҫҫӗ. Вӗсен хуравӗсене «Тема дня», «Социальный вопрос», «На острие», «Тӗплӗ калаҫу», «Ялтан яла», «Ҫивӗч ыйту» кӑларӑмсенче, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ хыпарсен вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗҫ. «Пӗр ыйту та хуравсӑр юлмӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 12/15-мӗш ҫур-йӗр таврашӗнче шӑпарлансем валли выляма ӑсталанӑ ятарлӑ хӑйӑр карти ишӗлсе аннӑ. Ҫакна пула ачасем унта хӑйсен вӑййисене ирттереймеҫҫӗ иккен.
— Пирӗн кил-картишӗнче ачасем вылямалли ятарлӑ вырӑн ҫук, унсӑр пуҫне тата пӗртен пӗр хӑйӑр карти те хӑйӑр карти пек мар. Вӑл ишӗлсе аннӑ, пӑтасем тухса тӑраҫҫӗ, хӑйӑрӑн ҫурри ытла юхса тухнӑ. Ҫуртӑн тепӗр вӗҫӗнче те хӑйӑр купи пурччӗ те унпа вара вырӑнти алкашсем «хуҫаланаҫҫӗ». Ҫавсем яланах вӑл хӑйӑр купи патӗнче ҫӳренӗрен ачасем унта выляма хӑраҫҫӗ, — пӗлтерет хӑй шухӑшне пӗр амӑшӗ.
Ачасен выляв кӗтесӗсене ҫурт-йӗр тытӑмӗ пӑхса тӑмалла ӗнтӗ, хӑйӑр купине юсассишӗн те вӗсем яваплӑ. Гузовский урамӗнчине вара хӑҫан ҫӗнетесси паян куна паллӑ мар-ха.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кӑнтӑралла Шупашкарта Мускав районӗнчи Пирогов урамӗн 12-vӗi ҫуртри пӗр хваттере вут-ҫулӑм тивсе илнӗ пулнӑ. Кӳршӗсем «хӗрле автан» хӳрине асӑрхасанах тӳрех ИӖМ службине шӑнкӑравланӑ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем килсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫунакан ҫурт подъездӗнчен 9 ҫынна илсе тухнӑ. Пушара сӳнтерекенсем хӑвӑрт, тӗрӗс-тӗкел ӗҫленине пула пушар кӳршӗ хваттерӗсем ҫине куҫман.
Пӗтӗмӗшле вут-ҫулӑм айӗнче 200 пин тенкӗлӗх пурлӑх пӗтнӗ. Паянхи куна вара ИӖМ службинче пушар мӗн сӑлтавпа тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Асӑрхануллӑ пуласси нихӑҫан та пӑсмасть. Ӑнсӑртран паллашнӑ ҫынна та шансах каймалла мар. «Турра шан та, ху та сыхлан», — тесе чӑвашсем ахаль каламан ӗнтӗ.
Иртнӗ кунсенче халӑх сӑмахне пӗр хӗр хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетсе пачӗ.
Шупашкарти ШӖМ управлениӗ пӗлтернӗ тӑрӑх каҫ-кӳлӗм тӗлнелле хайхи хӗр Мир проспектӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ «юлташсем» ӗҫме сӗнне, вара кӑшт тӑхтасан ушкӑнри хӗрсенчен пӗри ӑна хӗнесе сумкине туртса илнӗ.
Вӑрӑ-хурахран шар курнӑ хӗр, эрех минретӗвне пула, ШӖМ ӗҫченӗсене пӑтӑрмах пирки йӗркеллӗ ним каласа пама та пултарайман. Ҫапах вӑл пӗр пӗлтерӗшлӗ палла аса илнӑ — ӑна кӳрентерекен хӗрӗн ҫӳҫӗ автан кикирикӗ евӗр тӑнӑ ахӑр. Ку ШӖМ ӗҫченӗсене пулӑшнах тейӗн — вӗсем «автан киккириклӗ» ҫӳҫ хуҫине шыраса тупнӑ, хӗре ҫаратаканӗ вӑл пулнине ҫирӗплетме пултарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар мэринче хула пурнӑҫӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ытларах ӗнтӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле шкул ҫурт-йӗрне йӗркене кӗртесси, юсав ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ.
Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи юсав ӗҫне яваплӑха туякансене шанса парсан лайӑх пулӗччӗ. Пӗлтерхи пек шар курасси те пулмӗ.
Хула алминистрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн калаҫӑвӗнче ҫуллахи кану кунӗсенче спортпа кӑсӑклаканакан ачасен йышӗ самай чакни ҫинчен те сӑмах хушрӗ. Ладыков шухӑшӗпе ачасене спортпа ытларах интереслентерес тесен — ҫав шутра вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна та мар — ҫӗнӗ майсем шутласа кӑлармалла.
«Парӑмсене татса парасси — ҫӗнӗ куна лӑпкӑн кӗтсе илни!» Ҫак лозунгпа тейӗн Шупашкарти суд приставӗсем ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗпе хула урамӗнче акци ирттернӗ. Акцин тӗллевӗ — хула ҫыннисене патшалӑх парӑмӗсене, штрафсене тӳллесе татасси ҫинчен аса илтересси. Суд приставӗсем халӑх хушшиче ятарлӑ машин патне пырса парӑмсене тӗреслесси ҫинчен ятарлӑ чӗнӳ хучӗсем сарнӑ.
Калинин районӗнче суд приставӗсен пайӗн пуҫлӑх ҫумӗ Игорь Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх парӑмсем пурри ҫинчен пӗлес кӑмӑл тӑвакансем ҫитерӗклех пулнӑ. Темиҫе сехет хушшинче приставсем 150 ҫына тӗресленӗ. Хӑйсенне кӑна мар, килтисемпе тӑвансен парӑмӗсене те тӗпчесе пӗлнӗ. Вӗсенчен 17 ҫынни тӳлевсене тӳрех татса панӑ.
Кун йышши акцийӗ суд приставӗсем кашни эрнерех ирттерме палӑртнӑ. Ятарлӑ акци халӑха парӑма татса парасси ҫинчен аса илтерет, мӗнпур штрафсене таҫта ҫӳремесӗрех хӑвӑрттӑн тӳлессе татма май парать.
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар хулинче Раҫҫей шайӗнче иртекен «Симӗс марафон 2013» ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна йӗркелеме пулӑшакансенчен пӗри вӑл пирӗн ҫӗршывӑн чи пысӑк банкӗ — Перекет банкӗ. Раҫҫейӗн 42 хулинче пӗр вӑхӑтра 4 километр 200 метр тӑршшӗ символла дистанцие чупса тухма темиҫе пин банк ӗҫченӗ, партнёрӗ, банк клиенчӗ старта тухнӑ.
Марофона Ҫӗрпӳ районӗнчен тата Мари Эл шкул-интерначӗн ачисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ертӳҫӗсем ятарлӑ вӑйӑсем, ӑмӑртусем ирттернӗ, Сбербанк парнисемпе тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмӗшле Шупашкар хулинчи «Симӗс» марафона 1 000 ҫын хутшӑнӑ, ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне — 700. Кун йышши ӑмӑрту ирттересси чӑннипех те халӑшӑн самаях усӑллӑ. Спортпа малашне те туслӑ пулмалли шухӑша ҫынсен ӑсӗнче ҫирӗплетет.
Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене вӗрентни, кирлӗ чухне канаш пани, хӑш-чухне хытӑрах калани те кирлӗ ӗнтӗ. Анчах та килтисем шӑпӑрлансене сӑмахпа ҫеҫ мар «тӑна кӗртесшӗн», ача ҫине аллӑ йӑтнисем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Шупашкар районӗн прокураторинче паянхи кун 33 ҫулхи Андрей Сергеев хӑйӗн 4 ҫулхи ачана хытах сусӑрлани пирки пуҫиле ӗҫе суд канашлӑвне ярса панӑ.
Прокуратура ӗҫченӗсен ӑнлантару хучӗ тӑрӑх акан 13-мӗшӗнче каҫ-кӳлем еннелле Сергеев Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳрте арҫынӑн 4 ҫулхи ывӑлӗ пылчӑклӑ пушмакӗпе кӗрсе кайса урая вараланӑ пулать. Ҫакӑ Сергеева килӗшмен. Вӑл ачана ҫенӗкелле илсе тухнӑ та виҫӗ хутчен питрен чышкӑпа ҫапнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача хытах сусӑрланнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшупа Шупашкар пульницине леҫнӗ.
Ҫитес кунсенче Сергеева суд айӑплӗ.
Ав, кӗҫех Шупашкарта самай шавлӑ иртекен кинофестиваль кӑҫаллӑха хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ те. Фестиваль конкурсне тӑратнӑ 12 кинона куракансем юратсах пӑхрӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вара фестиваль хупӑннӑ кунне жюри членӗсем чи кӑмӑлла каякан кинофильмсене палӑртрӗҫ.
Кино уявне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хӑйӗн арӑмӗпе килсе ҫитнӗ. Фестиваль пӗтӗмлетӗвне пуҫтарӑннӑ ҫынсене, республика хӑнисене Михаил Васильевич саламларӗ. Хӑйӗн калаҫӑӗнче кӑҫалхи фестиваль пӗлтӗрхи ҫулсенчен лайӑхрах, сумлӑрах иртнине палӑртса хӑварчӗ.
Кинофестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем вара ҫапларах:
«Море» (чӑв. Тинӗс) фильм — чи лайӑх оператор ӗҫӗ.
«Олимпийская деревня» (чӑв. Олимп ялӗ) фильм — чи лайӑх сценари.
«Доктор» (чӑв. «Тухтӑр») фильм — чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ.
Шупашкар кинофестиваль ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара — «Все ушли» (чӑв. «Никам та юлман») фильм — Гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |