Нумаях пулмасть Шупашкара Кӑнтӑр Корейӑран Полина Федорова таврӑннӑ. Чӑваш спортсменки тӑван тӑрӑхне пушӑ алӑпа килмен.
Шупашкарта ӑна чукун ҫул вокзалӗнче сумлӑ хӑнасем, тӑванӗсемпе юлташӗсем кӗтсе илнӗ. Полина Универсиадӑра виҫӗ медаль ҫӗнсе илнине ҫав тери кӑмӑллӑ палӑртма. Вӑл икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Утӑн 5-мӗшӗнче Полина Федорова команда тупӑшӑвӗнче ылтӑн медаль илнӗ. Утӑн 7-мӗшӗнче вара пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Ҫав кунах гимнастка ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче мала тухнӑ.
Полина каланӑ тӑрӑх, халӗ вӑл кӑштах канӗ. Унтан тренировкӑсене малалла тӑсӗ.
Аса илтерер: Кванджу хулинче иртекен Универсидӑна 146 ҫӗршыври 13 пин яхӑн спортсмен хутшӑнать. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен иртӗ.
Шупашкарти ача пахчисенче ӗҫлекенсем ҫармӑссенчен ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулинчи ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекенсем Йошкар-Олана кайнӑ, унти ача пахчисенче пулса курнӑ. Пирӗннисем кӳршӗллӗ республикӑн тӗп хулинчи 18-мӗш, 13-мӗш, 20-мӗш, 42-мӗш учрежденийӗсенче пулнӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекенсене Ҫармӑсри ӗҫтешӗсем ача пахчисем тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. Вӗсенчен кашнинчех мӗн те пулин хӑйне евӗрлине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче кун пек ҫулҫӳревсем питӗ усӑллине палӑртаҫҫӗ. Унти тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ҫӗннине тупма, пур опытма паллашма пулӑшать. Кунсӑр пуҫне – килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелеме те.
Йошкар-Олари ҫулҫӳрев унти илемлӗ вырӑнсемпе паллашнипе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (12)
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.
Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур.
Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене ишес ӗҫ малалла пырать. Анчах хӑшӗ-пӗри, ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ пулсан та, хӑйсем патӗнчен куҫма хирӗҫ-мӗн.
Ҫавӑнпа Шупашкарта авариллӗ ҫуртра пурӑнакан, урӑх ҫӗре куҫма хирӗҫлекен ҫемьесен тӗлӗшпе иск заявленийӗ хатӗрлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Хальлӗхе тӗп хулара 6 ҫуртри ҫынсене куҫарнӑ тепӗр 38-шне ишсе антарма хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенче кӗҫех ҫутта, газа, шыва сӳнтерӗҫ.
Авариллӗ ҫуртрисене ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ. Хальлӗхе 594 ҫынна панӑ ӗнтӗ. Анчах 40 яхӑн ҫемье ҫӗнӗ ҫурта куҫма хирӗҫ. Мӗншӗн? Унта балкон ҫук-мӗн, хутра ытлашши нумай хваттер имӗш. Иск заявленине ҫавӑнпа хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапла майпа ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре вӑйпах куҫарасшӑн.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене автостоп мелӗпе ҫӳрекен сусӑр ҫитнӗ. Игорь Скикевич ятарласа экспедицие тухнӑ, вӑл хуласене ҫитсе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен умӗнче пуҫ таять.
Сусӑр Шупашкара утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килнӗ. 50 ҫулти арҫын Чулхуларан ҫитнӗ. Ӑна кунта чылаййӑн кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Игорь Скикевич йывӑр чирленӗ, унӑн ҫурӑм шӑмми арканма тытӑннӑ. Комӑра выртнӑ вӑл. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл вилме е ӗмӗрӗпех вырӑн ҫинче выртма пултарнӑ. Анчах арҫын нумай тӑрӑшнӑ, кӳме ҫине ларма пултарнӑ.
Авточаруҫӑ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Крымран ҫула тухнӑ. Вӑл хуларан хулана тӗрлӗ транспорта ларса ҫӳрет. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем патӗнче ҫӗр каҫать.
Игорь Скикевич ҫемье пирки ӗмӗтленет. Унччен вӑл авланнӑ, анчах арӑмӗнчен уйрӑлнӑ. Ҫулҫӳрев хыҫҫӑн вӑл Лариса Гузеевӑн «Давай поженимся!» кӑларӑмне лекме ӗмӗтленет.
Юлашкинчен Игорь Скикевич Сахалина ҫитесшӗн. Чӑваш Енрен вӑл Хусана ҫул тытнӑ. Унтан Самарӑна кайӗ.
Шупашкарта пурӑнакан тӑлӑх икӗ ҫул хваттер илеймест-мӗн. Тӳре-шара Надежда Скудеевӑна хваттер уйӑрма пӗрре мар шантарнӑ. Анчах тӑлӑх хӗр халӗ те хваттер тара тытса пурӑнать. Хула администрацийӗ ӑна ҫитес вӑхӑтра уҫӑ пама шантарнӑ-ха та…
Надежда Скудеевӑн ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Вӑл хваттер илме 2012 ҫултах черете тӑнӑ. Ун чухне вӑл списокра 235-мӗш пулнӑ. Хӗр мэрие ҫыру пӗрре мар ҫырнӑ. 2013 ҫулта ӑна списокри черет унтанпа улшӑнманнипе ҫырса хуравланӑ. Ун валли хваттер уйӑракан ҫурта 2014 ҫулта туса пӗтерессине пӗлтернӗ. Ҫырура Надежда 23 ҫул тултарсан та ӑна черетрен илмессине ҫырнӑ-ха ӗнтӗ.
Надежда каланӑ тӑрӑх, хваттер уҫҫине ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче пама шантарнӑ. Халӗ те кӗтет вӑл ӑна.
Мускав районӗнчи ачалӑха сыхлакан пай пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑлӑхсем валли хута янӑ ҫурта туса пӗтернӗ. Ака уйӑхӗнчен пуҫласа хваттерсене пайлассине кӗтеҫҫӗ-мӗн. Халӗ ҫурт умӗнчи картише хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ иккен. Ӗҫсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫапла Надежда Скудеевӑна хваттер уҫҫине тепӗр эрнере пама шантарнӑ-ха та…
Чӑваш Ене кӗҫех Мускав тата петӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл килмелле. Вӑл Шупашкарта пӗрремӗш хут пулса курӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кирилл Патриарх Чӑваш Ене ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫитӗ. Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. Вӑл ҫветтуй Владимир кнеҫ ячӗллӗ чиркӳ тӑррине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗ. Хальлӗхе мероприятисен программине ҫирӗплетмен-ха.
Шупашкар тата Чӑваш Епархийӗнче Кирилл Патриарх килес хыпара ҫирӗплетнӗ. Ку ыйту тӗлӗшпе пуху та иртмелле-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗнче Акатуя паллӑ тунӑ. Уява ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Борцов уҫнӑ. Вӑл пурне те ӑнӑҫу сунса малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Унтан кӗлкешсене Вӑрмар район администацийӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Тихонов саламланӑ.
Кайран Г.Н.Ямуков фермер ӗҫ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл кӑҫал фермерсем ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине палӑртнӑ.
Унтан концерт пуҫланнӑ. Кӗлкешсем патне Шупашкартан чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Кӗлкешре пурӑнакан Светлана Ямукова пурне те хашламапа сӑйланӑ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем хӗрӳ иртнӗ. Маттуррисем волейболла вылянӑ, чупнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Каярахпа пуҫланнӑ ташӑ каҫӗ ирчченех пынӑ. Кӗлкешсем Акатуйра пӗрле пухӑнса чунран савӑннӑ.
Сӑнсем (13)
2013 ҫултанпа Красноармейски районӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трак енсем уява пухӑннӑ. Хальхинче вӑл Мӑн Шетмӗ ялӗнче иртнӗ.
Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте Анаткас ялне ҫул тытнӑ, унта шит юпине тата этнокартише уҫнӑ. Кайран Мӑн Шетмӗре театрализациленӗ постановка лартнӑ, «Мӑш Шетмӗ ярмӑркки» ятлӑскере истори сӑнарӗсем хутшӑннӑ.
Уява Красноармейски район администрацийӗн пуслӑхӗ Андрей Шестаков, район пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев ытти тӳре-шара килнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин ЧР Правительстин ятӗнчен пурне те уявпа саламланӑ, чи маттуррисене чысланӑ.
Уяв кунӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене, унтан таврӑннисене аса илмесӗр иртмен. Вӑрҫӑра вилнисен тата Совет Союзӗн Геройӗн В.В.Васильевӑн ячӗпе хисепленекен палӑк патне чӗрӗ чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шупашкарти аэроклуб парашютисчӗсем тӳперен сикнине халӑх ҫӑвар карсах пӑхнӑ.
Сӑнсем (149)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |