Ржев хули патӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн пилӗк салтакӑн шӑммисене тупнӑ. Вӗсемпе пӗрле чӑвашла ҫырнӑ ҫыру пулнӑ. Ҫыру ҫинче адресӗ те, адресачӗ те ҫук. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх салтак виллисем 139-мӗш дивизи шутне кӗнӗ. Вӗсем 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчи ҫапӑҫусенче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫак ял патӗнче 609-мӗш тата 718-мӗш стрелок полкӗсем ҫапӑҫнӑ.
Obd-memorial.ru сайтри информаци тӑрӑх ҫак вырӑнта 20 яхӑн чӑваш вилнине тата 20 яхӑн чӑваш салтакӗ хыпарсӑр ҫухалнине пӗлме пулать.
Ҫырӑва ачи ашшӗ патне янӑ пулмалла. 70 ҫул ытла ҫӗр айӗнче выртнипе хучӗн хӗррисем ҫӗтӗлнӗ. Таса хут пулманнипе ҫырӑва тырӑ валеҫнӗ списокӑн тепӗр енне ҫырнӑ. Унти хаш-пӗр хушаматсене вулама пулать.
Тӗплӗнрех солдат.ру канашлура ҫырнӑ. Тӑванӗсене тупса пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, 139-мӗш стрелок дивизийӗ Шупашкарта йӗркеленсе вӑрҫа кайнӑ. Унта 70% таран чӑвашсем пулнӑ. Халӗ республикӑн тӗп хулинче пӗр урамӗ ҫак дивизи ячӗпе хисепленет.
Чӑваш Енри паллӑ сурдобадминитонистсен, Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗсен Михаил Ефремовӑн тата Анастасия Седован ҫемйинче хӗр ҫуралнӑ.
Анастасия Седова та, Михаил Ефремов та Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Ҫавӑнта вӗреннӗ чух пӗр-пӗринпе паллашнӑ та. Малтан тренировкӑсене пӗрле ҫӳренӗ, унтан вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртӑва пӗрле кайма пуҫланӑ.
Паянхи куна Михаил Ефремов Сурдлимп вӑййисене виҫӗ хутчен хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче вӑл пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутран иккӗшӗ — ылтӑн.
2009-мӗш тата 2013-мӗш ҫулхи Сурдлимп вӑййине Анастасия Седова та хутшӑннӑ. Сурдлимпиадӑна пуҫласа хутшӑннӑ чух Анастасия Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пуринчен кӗсӗнни пулнине пӑхмасӑрах пӗччен тупӑшура чи вӑйлӑ вунӑ спортсменка йышне лекнӗ. 2013 ҫулта вара пулас мӑшӑрӗпе пӗрлехи разрядра вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре Татьянӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ тӳремре 19 сехетре студентсем пӑр ҫинче ярӑнӗҫ, конкурссене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ. Унта хулари паллӑ диджейсем пулӗҫ. Конкурса мала тухнисене снегоходпа ярӑнтарӗҫ. Унта ҫӗнтерес тесен Хӗрлӗ тӳремри каток ҫинче сӑн ӳкерӗнмелле те Instagram халӑх тетелне #АктивныйГород21 тата #КультурныеЧебоксары хэштегпа кӑларса лартмалла.
Сӑмах май, хулари тӗп катока кунсерен ҫын нумай ҫӳрет. Кунта паллӑ диджейсем час-часах ташӑ ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Салтака ҫыру ҫыр» акци старт илет. Ӑна хулари вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ ирттерет.
Унта хутшӑнакансене Раҫҫей салтакне ҫыру шӑрҫалама сӗнеҫҫӗ. Салтаксене ырӑ сӑмах, тав туни пулмалла унта. Авторсем хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗксене, ӳкерчӗксене уйрӑмах палӑртӗҫ.
Ҫырӑва алӑпа ҫырма е компьютерпа наборлама юрать. Унта автор пирки калани, плансем, ӗмӗтсем пулмалла. Сӑвӑсемпе сочинени те вырӑнлӑ пулӗ. Унта ят-шыва, ӑҫта тата миҫемӗш класра вӗреннине, телефон номерне палӑртмалла.
Конкурса Шупашкарта пурӑнакан 10-16 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Шупашкарти 5-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен ачасем хаҫат каларнӑ. Вӑл «Юный путинец» (чӑв. «Ҫамрӑк путинҫӑ») ятлӑ.
2-мӗш «б» класра ӑс пухакансем шкута тата ун тулашӗнче пулса иртнисене ҫырса кӑтартмашкӑн шутланӑ. Заметкӑсене хӑйсемех шӑрҫалаҫҫӗ. Ҫапла хаҫат кӑларас шухӑш ҫуралнӑ.
Кӑларӑма 5-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Кузовихина ертсе пырать. Хаҫатра класри, шкулти тата хулари пулӑмсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Ачасем репортажсем, статьясем, хыпарсем ҫыраҫҫӗ. Хаҫат шӑпӑрлансене пурнӑҫ пирки интереслӗ каласа кӑтартма хӑнӑхтарӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче автобус чутах аялалла чӑмман. Шалта пассажирсем пулнӑ.
Автобус юпана пырса тӑрӑннӑран ҫеҫ вӑл ҫырманалла чӑмман ахӑртнех. Пӑтӑрмаха куракансем ҫапла пӗлтернӗ. Пассажирсем каланӑ тӑрӑх, водитель хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ.
Пӑтӑрмах пулсан васкавлӑ медпулӑшу часах килнӗ. Анчах, телее, пассажирсене пулӑшу кирлех пулман — аманман вӗсем.
Мускав кӗперӗ патӗнче пралуксем сиенленнӗрен троллейбуссем ҫӳреймен. Анчах вӑраха тӑсӑлман вӑл, 20 минутран электричество панӑ та транспорт вырӑнтан хускалнӑ.
Эдуард Дидиченко журналиста вӗлерни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Пустуй сӑмах мар-ши тесе шикленнӗрен малтанласа ку хыпара электрон МИХсем, ҫав шутра эпир те, асӑрханса хыпарларӗҫ. Инкекӗ, аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче каҫхи ҫакӑр сехет ӗлӗнче пулнӑччӗ. 49 ҫулти журналиста унран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех мӑшӑрӗ (харкашу самантӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ) мӑй тӗлӗнчен темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ, сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилнӗ тесе каланӑччӗ.
Шупашкарти Мускав район сучӗ Дидиченко арӑмӗ тӗлӗшпе айӑплав кӑларни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Унта каланӑ тӑрӑх, мӑшӑр пӗрле эрех ӗҫнӗ. Харкашса кайнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна аллипе ҫапкаласа илнӗ, унтан какай вакламалли вилкӑпа мӑйӗнчен пӗр хутчен тирнӗ.
Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма ҫичӗ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗмен-ха.
Ҫутӑ укҫи пуҫтаракансем хӑйсем тӗрекленсе пыни пирки мар-ха. Сӑмахӗ — вӗсем хушма офиссем уҫса пыни ҫинчен.
«Русгидро» компани йышне кӗрекен «Чӑваш энергосбыт компанийӗ» ҫынсене йышӑнмалли пунктсен йышне сарса пырать. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 33-мӗш «б» ҫуртра, «Шупашкар» чарӑну ҫывӑхӗнче, офис уҫнӑ. Хушма пунктра виҫӗ специалист йышӑнать. Ведомство хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелени клиентсене кирлӗ пулӑшӑва тӗп хуламӑрти Мускав проспектӗнчи 41/1-мӗш ҫурта каймасӑрах илме май парать.
Чи лайӑххи — меллӗ ӗҫ графикӗ: хушма офис ытларикунтан пуҫласа эрнекунччен 9 сехетрен тытӑнса 18 сехетчен (апат вӑхӑчӗ — 13:00-13:45 сехетсенче) ӗҫлет; шӑматкун — 9 сехетрен 17 сехетчен (апат вӑхӑчӗ — 13:00-14:00 сехетсенче). Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ.
Вырсарникун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, «Россия 1» телеканал «Вести недели» (чӑв. «Эрне хыпарӗсем») программӑра пирӗн республикӑмӑр пирки ятарлӑ репортаж кӑтартнӑ.
Александр Балицкий Чӑваш Ен пирки хатӗрленӗ сюжета ӳкерме Мускавран килнӗ журанлистсем республикӑра тӑватӑ кун ӗҫленӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви.
Тӑватӑ кунта журналистсем республикӑри 10 ытла предприятие ҫитсе курнӑ. Вӗсен шутӗнче тахҫантанпах уҫӑлнисем те, тинтерех ӗҫлесе кайнисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел батарейи кӑларакан «Хевел», «Экоклинкер» ҫамрӑк производство, Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ пирки асатте-асаннесем те пӗлеҫҫӗ. Е тата кондитер хапрӑкӗ, Ҫӗмӗрлери автомобиль фургонӗсен комбиначӗ. Шупашкарта микрорайонсене те ҫитсе курнӑ, Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗн пульницинче, В.И. Чапаев музейӗнче пулнӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пенси ыйтӑвӗсемпе право сехечӗ иртет.
«Пенси законодательствинчи 2016 ҫулхи актуаллӑ улшӑнусем» ят панӑскере РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн специалисчӗсем хутшӑнӗҫ. Право сехечӗ 137-мӗш пӳлӗмри конференц-залра 14 сехетре пуҫланса 15 сехетчен тӑсӑлӗ.
Пенсипе ҫыхӑннӑ ыйтусене капла пухса ӑнлантарас тени ҫӗршывӑн пенси тытӑмӗнче кӑҫал пулса иртекен ҫӗнӗлӗхсене халӑх патне ҫитерес тенипе ҫыхӑннӑ.
Ӗҫлекен пенсионерсене пенси индексацилеме пӑрахасси пирки те каласа кӑтартӗҫ.
Пенси законодательствине ӑнлантармалли право сехечӗсене вулавӑшра ҫитес уйӑхсенче те йӗркелемелле. Кунӗсене халех палӑртнӑ: нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче. Вӑхӑчӗ яланах — 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ — 23-02-17 (128).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |