Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта арҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех асӑрханӑ. Анчах, ЧР ШӖМӗ ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын камне пӗлмеҫҫӗ. Пакунлисем ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Арҫын виллине Шупашкарти Станци ҫумӗ урамӗнчи йывӑҫсем хушшинче асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын сӑнӗпе 45-50 ҫулсенче курӑнать, тӑршшӗ — 170 сантиметра яхӑн, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар арҫын капюшонлӑ хура курткӑпа, сӑрӑ толстовкӑпа, хура шӑлаварпа, хура сӑран атӑпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем паллӑ мар арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 39-40-94 е 102 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Маларах Сӑр юханшывӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Маргарита Замчинскаяна Шупашкарти пӗр фирмӑран укҫа илнӗ самантра йӗрке хуралҫисем тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Куншӑн вӑл ытлашши сӑмах калаҫмасса шантарнӑ.
Кайран Замчинскаяна тытса чарса следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Паян Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Маргарита Замчинскаяна 7,5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Унӑн 2 ҫул аудитор ӗҫӗпе тӑрӑшма юрамасть.
Прокурор судра Замчинскаяна 8,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние яма ыйтнӑ. Палӑртса хӑвармалла: вӑл - ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ.
Ку уйӑх вӗҫлениччен Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухӗҫ. Транспорта илсе ҫитернӗ ӗнтӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра шӑпах кун пирки калаҫнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортсене ҫӗннипе улӑштарӗҫ, пӗтӗмпе Lotos 206 маркӑллӑ 15 автобус ҫынсене илсе ҫӳрӗ.
Хальлӗхе ҫӗнӗ автобуссем маршрута тухма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене ҪҪХПИре регистрациленӗ ӗнтӗ, ГЛОНАСС сыпӑнтармалли тата электрон табло лартмалли ҫеҫ юлнӑ.
Каласа хӑварар: ҫулталӑк вӗҫӗччен республикӑна тепӗр 15 ҫӗнӗ автобус килмелле.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлекенсен йышне тишкернӗ. Ҫав амакпа Шупашкар хулинче (100 пин ҫын пуҫне 647,14 ҫын), Ҫӗмӗрлере (347,4), Шупашкар районӗнче (326,5) уйрӑмах йышлӑ аптӑраҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлисене 4464 тӗслӗхе шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак йыш 6,5 процент нумайланнӑ.
0-2 ҫулсенчисем хушшинче ҫак цифра 4,5%, 15-17 ҫулсенчисем хушшинче 2,9%, аслисем хушшинче 21,6% йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 3-6 лет ҫулхисем чирлесси 2,1% чакнӑ, 7-14 ҫулхисем – 4,8%.
Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 110 ҫынна иртнӗ эрнере пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 97-шӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем.
Супермаркетсенче япала вӑрланӑ арҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
31 ҫулти арҫын Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ, лавккасене кӗрсе апат-ҫимӗҫ вӑрланӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти лавккасенчен япала вӑрлани пирки полицие хыпар ҫитнӗ. Хайхи арҫын 9 лавккаран йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Тытса чарнӑ чухне унӑн машининче 300 банка кофе, 100 флакон шампунь тупнӑ.
Арҫын хӑйӗн тӑван хулинче кунашкал хура ӗҫпе аппаланнӑ, куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хальхинче вара ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Ҫак эрнере Шупашкарта тепӗр ача пахчи уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
«Планета детства» (чӑв. Ачалӑх планети) ят панӑ 207-мӗш номерлӗ ача пахчине. Вӑл Шупашкарти Сад микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти Чаломей академик урамӗнче. Ҫӗнӗ микрорайонта пурӑнакансем ку учреждение тахҫанах кӗтнӗ. Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн республикӑра тӑватӑ ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. 2013 ҫултанпа вара 44 ача пахчи хута янӑ.
«Ачалӑх планетине» тума 148 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Ку учреждение пурӗ 240 ача ҫӳрӗ. Унта пӗтӗмпе 12 ушкӑн пулӗ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти стройкӑра рабочи сарӑмсӑр вилнӗ.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ӗнер, Миначев урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн строительстви лапамӗнче пулнӑ. Керамика плиткин упаковкине 12-мӗш хута хӑпартнӑ чухне пӗри аялалла ӳкнӗ. Вӑл шӑпах субподряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочи пуҫӗ ҫине персе аннӑ.
1964 ҫулта ҫуралнӑ арҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Шупашкарти Мир проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӳршисем тӗлӗшпе ҫӑхавласа ывӑнса ҫитнӗ. Лешсем хваттерне питӗ тирпейсӗр тытнӑ, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ.
Муниципалитет хваттерӗнче виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье пурӑннӑ. Вӗсем унта 1989 ҫултанпа тӗпленнӗ, анчах юлашки ҫулсенче хваттер свалкӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавна май унтан ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ, хурт-кӑпшанкӑ ӗрченӗ.
Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн парӑм пулман. Ҫапах суд социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ, пурӑнакансене урӑх хваттер памасӑр кӑларса янӑ.
Каласа хӑварар: ҫак хваттерпе «Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ» икӗ ҫул ӗҫленӗ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суда панӑ, кун хыҫҫӑн та лешсем хӑнк та туман. Суд иккӗмӗш хут пулнӑ, унта ҫемьене хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ҫемьен Хевеш урамӗнче те хваттер пур-мӗн.
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорӗ пулнӑ Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнчӗ. Ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑннӑччӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку тивӗҫе 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен пурнӑҫлӗ.
Олимпиада Епифанова валли хаьӗ Шупашкар хула администрацийӗнче ҫемҫе пукан тупӑннӑ. Ӑна капиталлӑ строительство управленийӗн ертӳҫи пулма шаннӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Ладыков ҫак эрнере Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура паллаштарнӑ, Олимпиада Епифанова мӗншӗн яваплине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |