Республикӑра культура отраслӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫченсен шучӗ ӳссе пырать. Ӗнер ҫак йыш тата тепӗр виҫӗ ятпа пуянланнӑ.
Пичетре нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ» ӗҫченӗ ята «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн корреспонденчӗ Лариса Никитина тивӗҫнӗ.
Культура енӗпе маттур ӗҫленӗшӗн ҫак ята Вӑрмар районӗн администрацийӗн социаллӑ аталану тата культура секторӗн заведующийӗ Светлана Павлова тата Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Вероника Тарасова тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулинче вӑйлӑ ҫиле тӳсеймесӗр темиҫе ҫӗрте тимӗр карта тӳнсе кайнӑ. Кун пирки «Руль умӗнче» портал Инстаграмра паян, пӗр сехет каярах пӗлтернӗ.
Тимӗр хӳме Модӑсен ҫурчӗ тӗлӗнчи парковкӑра тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче хӑпартакан нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче чалӑшса кайнӑ.
Ҫак хыпара вуланисенчен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе паян ҫанталӑк, чӑн та, алхасса кайнӑ. Теприсен шучӗпе строительсем айӑплӑ – вӗсем ӗҫе ҫиелтен тӑваҫҫӗ, тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем строительсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Епле тӳлеҫҫӗ – ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Республикӑра 7 ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Уншӑн тухтӑрсем кӗрешнӗ. Уйрӑмах – икӗ пульницӑри икӗ хирург.
Ачасем ӑнсӑртран пӳлӗм алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Арҫын ачан хулпуҫҫи ҫинчи артери сенленнӗ. Ку ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни минут хаклӑ пулнӑ. Арҫын ача вилме е алӑсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургне Андрей Драгунова чӗнсе илнӗ.
Икӗ хирург операцие вӑхӑтра туса ӗлкӗрнӗ. Юна чарнӑ, аллине сыхласа хӑварнӑ. Халӗ арҫын ача хӑйне чиперех туять, сывалса пырать.
Шупашкарти Калинин район сучӗ туянакан майлӑ тӑрса сӗтел-пукан ӑсталаканран 200 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Шупашкар ҫынни хӑйӗн искне ӗҫе пурнӑҫламалли вӑхӑта пӑснӑшӑн панӑ.
Шупашкарти Калинин район сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче пурӑнаканскер пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче С. усламҫа 106 500 тенкӗлӗх корпуслӑ сӗтел-пукан туса пама ыйтнӑ. Саккаслакан тӳрех 50 пин тенкӗ укҫа тӳлесе хунӑ, ытти пайне сӗтел-пукана пуҫтарса пӗтерсен памалла пулнӑ. Анчах усламҫӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра саккасланӑ сӗтел-пукана илсе килмен, ҫавна май шупашкар ҫынни ӑна суда панӑ.
Шупашкар ҫынни усламҫӑран маларах тӳлесе хунӑ укҫаран 45 пин тенкӗ, килӗшӳпе палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлайманшӑн 167 904 тенкӗ тата мораль тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 5 пин тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд иск тӑратакан мӗн ыйтнине пурне те тивӗҫтернӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн стоительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Михаил Коледана ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Михаил Александрович 1981 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи строительство факультетӗнчен, Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫичӗ ҫулта вӑл «Чӑваш Ен строительствин экспертизинче тата хаксене йӗркелессин центрӗ» акционерсен обществинче ӗҫленӗ.
Шупашкарта 34 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Тавах Турра, вӑл тупӑннӑ, чӗрех. Кун пирки «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав ушкӑнӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: ҫак хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Пилӗк кунран унӑн упашки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм полицейскисем, нимеҫӗсем шыранӑ. Темиҫе кун кӑлӑхах пулнӑ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӑна тупнӑ. «Тупӑннӑ. Чӗрӗ», - кӗскен пӗлтернӗ шыравҫӑсем.
Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче упасем пурӑнма тытӑннӑ. Паллах, вӗсем чӑн-чӑннисем мар. Вӗсем – арт-объектсем.
Мускав районӗн администрацийӗн пресс-слжуби пӗлтернӗ тӑрӑх, композици Иван Шишикинӑн паллӑ картинине, «Хырлӑхри ир» ятлӑскере, аса илтерет. Упасем Энтузиастсен 21-мӗш ҫуртӗнче, «Вертикаль» управляющи компанийӗ умӗнче, вырнаҫнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть кӳлмекри тухьяна илни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун вырӑнне унта ҫулла ҫитиччен урӑх илем кӗртӗҫ.
Шупашкара нумаях пулмасть 68 ҫӗнӗ троллейбус илсе килни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсенчен 10-шӗ ҫеҫ маршрут ҫине тухнӑ. Ыттисем хӑҫан ҫула тухӗҫ?
Шупашкарти троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбуссене ака уйӑхӗн вӗҫӗччен йышӑнса пӗтерӗҫ, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче вӗсем маршрут ҫине тухӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра троллейбуссем тӑтӑшрах ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавна май пассажирсем те нумайланнӑ. Уйрӑмах ҫакӑ 22-мӗш, 11-мӗш, 6-мӗш троллейбуссенче палӑрать.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 643 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Малтан ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ҫавскер хӗрарӑмӑн банки картти ҫинчен такамсем укҫа вӑрлама хӑтланнине ӗнентернӗ, ултавҫӑсене тытса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Кайран тата тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи этем хӗрарӑма мӗнпур укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Каланӑ — тунӑ: 29-ти хӗрарӑм 188 пин тенке куҫарса та панӑ. Ултавҫӑсем унпах ҫырлахман-ха. Хӗрарӑма 455 пин тенкӗлӗх кредит илме ыйтнӑ. Ӑна та хӗрарӑм паллӑ мар счет ҫине ӑсатнӑ.
Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине хӗрарӑм виҫӗ кунтан ҫеҫ ӑнланса илнӗ.
Шупашкар хулинче уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ҫуннӑ. Инкек кӗҫӗр пулнӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗрне халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Шар курнӑ пӳртсем Амӑшӗн палӑкӗ хыҫӗнчи тӑвайккинче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем – Герцен урамӗнче . Вут-ҫулӑм паян ирхи пӗр сехет тӗлӗсенче алхасма тытӑннӑ.
«Малтан пӗр ҫурт хыпса илчӗ. Ӑна сӳнтернӗ вӑхӑтра иккӗмӗш ҫунма тытӑнчӗ, вӑл пачах тепӗр вырӑнта лараканскерччӗ. Ҫавна май такам чӗртсе яман-ши тесе шухӑшлама май пур», – тенӗ МИХа халӑх корреспонденчӗ.
Асӑннӑ ҫуртсенче никам та пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче газ та, ҫутӑ та пулман.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |