Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 22-мӗш ҫуртра пушар пулнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 10 сехет те 15 минутра 8-мӗш хутри хваттерте тӗтӗм тухни пирки пушарнӑйсене пӗлтернӗ. 10 сехет те 58 минутра пушара алхасма чарнӑ.

Пушарнӑйсем ҫитиччен коридорта тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫынсене ятарлӑ пусмапа эвакуциленӗ. Пӗтӗмпе – 10 ҫынна, вӗсен йышӗнче 2-шӗ – ачасем.

Ҫуннӑ хваттерте 1949 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Специалистсем хальлӗхе шутланӑ тӑрӑх, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ.

 

Республикӑра
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре вытрезвитель уҫасси пирки тахҫанах калаҫма пуҫланӑччӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл?

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна кӑҫалах уҫасси пирки каланӑ. Вӑл куншӑн яваплӑ ведомствӑсене нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вытрезвитель ӑҫта пулассине палӑртма хушнӑ. «Пуш уйӑхӗн пусламӑшӗччен пирӗн вӑл мӗнле пулассин планне татӑклӑн пӗлмелле», - тенӗ Олег Алексеевич.

Сӑмах май, хӑш-пӗр регионта вытрезвительсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ӳсӗр тата шӑнса кӳтнӗ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84855
 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкарта общежитире пушар тухнӑ. Хальхинче - Эгер бульварӗнчи 22-мӗш ҫуртра.

Пушар пирки 10 сехет иртсен пӗлтернӗ. 10 сехет 58 минутра пушарнӑйсем ҫулӑма алхасма чарнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 8-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Пушарнӑйсем унта алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ҫынсене пусмапа эвакуациленӗ: аслӑ ӳсӗмри 8 ҫынна тата 2 ачана ҫапла урама илсе тухнӑ. Шел те, 1 ҫын вилнӗ.

Аса илтерер: ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Илбеков урамӗнчи ҫурт ҫуннӑччӗ. Унта 17-ри хӗр сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

 

Хулара
ryazannews.ru сайтри сӑн
ryazannews.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 39-ти арҫын ывӑлӗшӗн алимент тӳлеменшӗн 2021 ҫулта административлӑ майпа явап тытнӑ. Вӑл 40 сехет ӗҫлесе татнӑ.

Анчах кун хыҫҫӑн та арҫын алимента туллин тӳлемен, кӑштахшар кӑна укҫа куҫарса тӑнӑ. Унӑн яланхи ӗҫ вырӑнӗ пулман, ҫӗнӗ ӗҫе вырнаҫсан та яланах кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, тупӑшне пытарса укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Ҫапла унӑн 505 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ.

Пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах арҫыннӑн алимента туллин парса татма май тупӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84828
 

Республикӑра

Шупашкарти "Ковчег" зоокӗтесри Сеньӑпа Сима ятлӑ сӑвӑрсем кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑраннӑ. Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, вӗсем ирех хӗл ыйхинчен вӑрансан ҫуркунне хӑвӑрт килӗ.

Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сӑвӑрсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем пӗлтӗр ҫак уявран ҫывӑрса юлнӑ, нарӑс уйӑхӗн варринче кӑна вӑраннӑ.

Тепӗр халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче сӑвӑр хӑйӗн мӗлкине курман тӑк ҫуркунне часах килӗ. Кӑҫал вара нарӑсӑн 2-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулман. Эппин, ҫуркунне инҫех мар.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта полицейскисем ҫӳллӗ хутри балкон перили ҫинче ларакан арҫынна ӳкме паман. Ҫакна ӳкернӗ видеона "Про Город" хаҫат хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 74-мӗш ҫуртра паян 15 сехетре пулнӑ. Арҫын 15-мӗш хутри балкон ҫине тухнӑ, перила ҫине ларнӑ. Юрать-ха, полицейскисем ӑна вӑхӑтра унтан илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84813
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри чупу иртӗ.

Йӗлтӗр спортне юратакансем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Шупашкарта тӗп лапам Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗ пулӗ. Вӑл Пристанционнӑй урамӗнчи 10-мӗш "а" ҫуртра вырнаҫнӑ.

Чупӑва хутшӑнас тесен сывлӑх йӗркеллех пулнине ҫирӗплетекен справка илмелле. Ӑмӑрту 9 сехет ҫурӑра пуҫланса 11 сехетре вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84803
 

Персона
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Виктор Аввакумов кашни ҫул нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне, Канаш районӗнчи Шӑхасана, утать. Ҫул ҫинче 13-15 сехет иртет. Ҫапла вӑл 80 ҫухрӑма парӑнтарать.

Виктор 80 ҫухрӑм ахальтен утмасть. Вӑл ҫакна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сталинграда ирӗке кӑларнине халалласа тӑвать. Унта унӑн аслашшӗ /е кукашшӗ/ вилнӗ.

Виктор Аввакумов ирхи 4-ра тухать те пӗчченех утать. Ҫӗрпӳре апат ҫиме чарӑнать. Ялта кӳршисем, тӑванӗсем патне каять.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84781
 

Культура

Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Хула музейне уҫма палӑртни пирки унччен тӳре-шара пӗлтернӗччӗ. Ҫав вырӑнта халӗ урӑх музей уҫасшӑн. Вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ТАССа пӗлтернӗ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку музей регионпа паллаштарӗ кӑна мар, туристсем килекен вырӑн та пулӗ.

 

Хулара

Паян Куҫ микрохирургийӗнче ӗҫлекен тухтӑрсене, унти пациентсене эвакуацилеме тивнӗ. Сӑлтавӗ - электронлӑ почтӑна пульницӑна мина хунӑ тесе пӗлернӗ хыпар килни.

Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫийӗнчех килнӗ. Вӗсем пульницӑна тӗрӗсленӗ те нимӗнле мина та тупман.

11 сехет те 40 минутра тухтӑрсемпе пациентсене шала кӗме ирӗк панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, [157], 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй