Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур.
Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова.
Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ.
Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 13 сехет те 44 минутра Шупашкарта 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хӗрарӑмпа 10 ҫулти арҫын ача ҫапӑҫса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм малтан салон тӑрӑх водителе ятлаҫса утнӑ. Кайран сухари ҫисе ларакан ачана видео ӳкерме пуҫланӑ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратнӑ.
Арҫын ача видеона хуратма ыйтнӑ. Ҫапла вӗсем ҫапӑҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ачана пӗрремӗш ҫапнӑ-мӗн. Кун хыҫҫӑн ача хӗрарӑма ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ.
«Дорисс-парк» чарӑнӑва ҫитсен пӗр арҫын хӗрарӑма хӳтӗлесе ачана антарса хӑварнӑ.
Приставсем Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен хваттерсене ҫите килеҫҫӗ. Ҫалталӑк пуҫланнӑранпа 234 хваттере ҫитнӗ. Вӗсен хуҫисен пӗтӗмӗшле парӑмӗ 7 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Вӗсем хутса ӑшӑтнӑшӑн тата вӗри шывшӑн тӳлеменнисем патне ҫитнӗ. Парӑма татма тесе приставсем йӑлара усӑ курмалли 20 ытла техникӑна арестленӗ. Вӗсем парӑмҫӑсен пурлӑхне хакласа актсем хатӗрленӗ.
Хальлӗхе республикӑра юр хулӑнӑшӗ – 33 сантиметр. Нормӑпа килӗшӳллӗн вара 40 сантиметр пулмалла. Ку – темех мар. Мӗншӗн тесен ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра юр ҫума пуҫлӗ.
Циклон пӗрин хыҫҫӑн тепри килӗ. Шӑматкун хушӑран юр ҫукалӗ. Ҫитес талӑкра ҫил вӑйланӗ, термометр 0-5 градус кӑтартсан та сивӗрех пек туйӑнӗ.
Вырсарникун 2-3 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, ытларикун каллех юр ӳкӗ. Икӗ кунра Шупашкарта 5 сантиметр таран юр ҫума пултарӗ. Ҫил лӑпланӗ.
Ҫитес эрне вӗҫнелле сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки декада сивӗ пулӗ, юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ.
Пуш уйӑхӗнчи илемлӗ кунсенче – 03.03.2023 тата 23.03.2023 – Чӑваш Енре 80 ытла мӑшӑр пӗрлешме палӑртнӑ.
Пушӑн 3-мӗшӗнче 51 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсенчен 15-шӗ – Шупашкарта. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара 35 мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хут уйӑрттарӗ.
Сӑмах май, кӑҫал пуш уйӑхӗнче республикӑра 241 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ.
Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савут паллӑ тренер Ирина Винер ыйтнипе мечӗксем кӑларма тытӑнӗ. Хальлӗхе пӗрремӗш партие кӑларма хатӗрленеҫҫӗ.
Мечӗксем ӳнер гимнастики валли кирлӗ. Кун валли савут санитари требованийӗсемпе килӗшсе тӑракан полиуретанлӑ мечӗксем кӑларӗ. Резинӑран тунисемпе танлаштарсан, вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен тасарах.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Чапаев ячӗллӗ савут тӗнчере профессионал мечӗксем кӑларакан сахал предприятисенчен пӗри пулма пултарӗ.
2020 ҫултанпа Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑнӑва Ҫамрӑксен театрӗн ятне панӑ. Чӑвашла унта «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырнӑччӗ. Анчах хӑш-пӗр хастара ку килӗшмен.
«Ҫеҫпӗл ячӗллӗ» тени ҫеҫпӗл чечек тенӗ пек пулса тухать тесе каланӑ вӗсем. Ҫавӑнпа тӗрлӗ инстанцие, депутатсем патне ҫырупа тухма пуҫланӑ. Усси пулнӑ: халӗ чарӑну ҫине «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырнӑ.
«Наконец-то! Тинех! Хотя и спустя почти 2 года, название остановки общественного транспорта в северо-западном районе столицы Чувашии - г. Чебоксары написали правильно <...> Наконец-то остановка будет называться правильно - Театр юного зрителя имени поэта Михаила Сеспеля, а не Театр имени подснежника, цветка...» - халӑх тетелӗнче ҫапла ҫырнӑ журналист тата ҫыравҫӑ Лидия Филиппова.
Паян Шупашкарта ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: Мир проспектӗнче арҫын подъездри картлашкасем ҫинче пуҫне перил ӑшне чикнӗ те каялла кӑларайман. Пулӑшу чӗнмех тивнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем перилӑн ячейкине каснӑ та арҫынна тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсен аллине панӑ.
Паян Шупашкарта патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Богдан Хмельницкий урамӗнче патрульте пулнӑ. Вӗсем ҫул хӗрринче грузовик ларнине, вӑл ытти машинӑна ҫӳреме чӑрмантарнине асӑрханӑ. Ун патне пынӑ та - водитель тӑнне ҫухатма пуҫланӑ, аран калаҫнӑ.
Инспектрсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен арҫынна медпулӑшу панӑ, машинине ҫул ҫинчен куҫарнӑ. Кайран арҫыннӑн тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ.
Халӗ водителӗн сывлӑхӗ йӗркеллех.
Паян Шупашкарта "Солнечный" микрорайонта подъезд умӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ӑна 16 сехет ҫурӑра асӑрханӑ.
Халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 12-мӗн хутран ӳксе вилнӗ. Вырӑна полицейскисемпе васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.
Инкек Хӗвеллӗ урамри 14-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |