Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шоу

Хулара
Шупашкарти юханшыв порчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти юханшыв порчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта шыври шоу кӑтартӗҫ. Программӑна хатӗрлекенни — Шупашкарти юханшыв порчӗ. Ӑна организаци шыв тӑрӑх тиев турттармалли ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине халалласа ирттерме шухӑшланӑ.

Сӑмах май каласан, пӗлтӗр те ун пеккине йӗркеленӗ. Ун чухне вӑл юнкун, 17 сехет ҫурӑра пуҫланнӑ. Эрне варри, ӗҫрен тухсан вӑл вӑхӑта ҫитсе ӗлкӗрме йывӑртан куракансем сахал пулнӑ. Кӑҫал навигацие шӑматкун, 11 сехетре, уҫӗҫ. Шыври шоу вара 12 сехетре пуҫланӗ. Унта тӑватӑ буксир хутшӑнӗ.

Пӗлтӗр кӗвӗ ҫеммипе «Волгарь-7» тата К-884 вальс ҫаврӑннӑ, кӑҫал «Волгарь-17» тата «Волгарь-30» хутшӑнӗҫ.

Шоу-программӑпа пӗрлех культура программи те хатӗрлеҫҫӗ.

Шыври шоуна Юханшыв порчӗн «Контактри» пабликӗнче тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем