Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Хулара

Шӑматкунпа вырсарникун Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫав ятпа Элкер урамӗнче, унччен тахҫан ача пахчи пулнӑ ҫуртра, Ачасен ӳнер академине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ, Йӑлӑмра хӑйӑр ҫинче машинӑсем тупӑшнӑ, Парус регати тата ытти нумай мероприяти иртрӗ.

Шупашкарти кӳлмек патӗнче 46 метр ҫӳллӗш урапа-чуччу уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене ирхи 9-тан пуҫласа 23 сехетчен йыхравлӗ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Урапа-чуччу ҫине 24 хупӑ кабина вырнаҫтарнӑ.

Ку аттракциона уҫнине хирӗҫ тӗрлӗ надзор органӗ пулнӑ. Апла пулин те хула кунӗ умӗн ӑна ӗҫлеттерсе янӑ-янах.

Чуччу-урапа вырнаҫтарма Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Вӗренӳ

Паян Шупашкарти Элкер урамӗнче ачасен ӳнер академийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн балансӗ ҫинче пулӗ. Академи ҫуртӗнче малтан Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ вырнаҫнӑ. Тата маларах вара ача пахчи пулнӑ.

Ача-пӑча академине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Ӑна-кӑна питех чухламан ачасем унран вӑл хӑш студине вырнаҫасшӑнни пирки чупса пырса ыйтнӑ. Республика ертӳҫи пӗчӗкскерсене кӳрентермен. Питех ыйтсан ҫырӑнма хирӗҫ мар тесе хуравланӑ.

Паян уҫӑлнӑ академире тӗрлӗ студи ӗҫлӗ. Тӗслӗхрен, хореографи ӑсталӑхне, бал ташшине хӑнӑхма май килӗ. Инженери, конструктор енӗпе те пултарулӑха аталантарма пулӑшӗҫ. Унтах — ал ӗҫ шкулӗсем.

Ӳнер академине уҫма 52 млн тенке хӑн уйӑрнӑ, вӗренӳ класӗсемпе залӗсене уҫма — тепӗр 13 миллион тенкӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн 18 тата 19-мӗшӗсенче паллӑ тӑвӗ. Уяв программи пуян, унпа паллашас килет тӗк ҫак каҫӑпа усӑ курӑр: https://afisha.cheb.ru/topics.php?type=2&shownews=230426.

Уяв кунӗсенче Шупашкарта халӑх лӑк туллиех. Хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче мероприятисем, ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗрлечченех пырать. Ҫавна май ҫынсене киле ҫитме меллӗ пултӑр тесе троллейбуссене ҫур ҫӗрччен ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Филиппов транспортпа тивӗҫтерессипе ӗҫлекен пай ертӳҫине Андрей Васильева пассажир транспорчӗн ӗҫне йӗркелеме хушнӑ.

Аса илтерер: уява Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Игорь Николаев килӗ. Концерт ҫурлан 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра 21 сехетре пуҫланӗ.

 

Чӑвашлӑх

Томскри «Палан» чӑваш ансамблӗ шӑматкун Кузбасри VII чӑвашсен фестивалӗнче диплома тивӗҫнӗ.

Чӑваш культурин Пӗтӗм Кузбасри фестивальне Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнчи чӑвашсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ял йӗркеленнӗренпе 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Томск облаҫӗнчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Яков Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале «Чӑваш наци конгресӗ, шел те, ҫитеймен».

Михайловка ялне чӑвашсем пуҫарнӑ. Вырӑнтисемпе савӑнма Томскри «Палан» ансамбль те кайнӑ. Ушкӑн йышӗнче, сӑмах май, — Яков Мульдияров та. Вӑл Тутарстанри ялта ҫуралнӑ, Томскра пурӑнать.

«Палан» ансамбле Кузбасра «чӑваш культурин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн, халӑхра сарнӑшӑн тата аталантарнӑшӑн», фестивале хастар хутшӑннӑшӑн дипломпа чысланӑ.

 

Спорт

Шупашкар 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ май хулара ҫӗрлехи велочупу йӗркелеме палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт управленийӗ пӗлтерет.

Велочупу ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехетре Хӗрлӗ лапамра старт илӗ. Маршрут ҫапларах: К.Маркс урамӗ – Ленин проспекчӗ – Хула ҫум вокзал урамӗ – Ленин проспекчӗ – К.Маркс урамӗ. Пӗтӗмпе – 9 ҫухрӑм. Финиш - Хӗрлӗ лапамра. «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ умӗнче тата Чапаев скверӗнче пип-стоп пулӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнас килет-и? Чи кирли – велосипед тата хунар пулччӑр. Ҫук тӑк велосипеда финиш патӗнче те проката илме май пур.

Сӑмах май, кунашкал велочупу 2015, 2016 ҫулсенче иртнӗ, ун чухне унта 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/51768
 

Хулара

Нумаях пулмасть Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ ушкӑн «Иванушки» килессине пӗлтернӗччӗ. Темиҫе кунтан вӑл килмесси паллӑ пулчӗ. Ку таранччен шупашкарсене саламлама кам ҫитесси паллӑ марччӗ.

Аса илтерер: уяв ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Концерт Хӗрлӗ лапамра 21 сехетре иртӗ.

Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Игорь Николаев килессине пӗлтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Софья Николаева сӑн ӳкерчӗкӗ
Софья Николаева сӑн ӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче хӑйне евӗр йӗрке йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫапла, кӑҫал унта пуҫласа ял кунне йӗркеленӗ. Анчах тепӗр ялсенчи пек ӗҫсе-ҫисе, юрӑ-ташӑ ӑстисен концертне пӑхнипех ҫырлахас темен: асӑнмалӑх мӗн те пулин хӑварас тенӗ.

Ялтан республикӑн тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапалланнисенчен укҫа пухма йышӑннӑ. Ӑна вырӑнти хастарсенчен пӗри, Владислав Николаев журналист, шӳтлесерех «таркӑн налукӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫав нухратпа, аса илтерер, яла кӗнӗ ҫӗрте хастарсем стела вырнаҫтарнӑ. Тепӗр паллӑ арт-объект — «Ман Шӑмалак» тесе ҫырса хуни. Пӗр енчен вӑл чӑвашла вуланать, тепӗр енчен — вырӑсла: «Шемалаково – любовь моя». Унӑн варрине чӑваш орнаменчӗллӗ чӗре вырнаҫтарнӑ.

 

Культура

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тутарстанри «Казан» ҫемье центрӗ умӗнче «Я выбираю небо!» (чӑв. Эпӗ тӳпене суйлатӑп) авиаци уявӗ пулӗ. «Ӑна хальхинче Раҫҫей Сывлӑш-ҫар флочӗн кунне, А.Н. Туполев авиаконструктор, ученӑй ҫуралнӑранпа – 130, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт, чӑваш кинӗ В.В. Терешкова космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» чӑвашсен хаҫатӗнче Ирина Кузьмина пӗлтернӗ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, авиашоу программинче — «Русь» плиотаж ушкӑнӗн, ТУ –95, ТУ –160, ТУ– 22М3 ҫар авиацийӗн, Honda Jet, Л-410 ӗҫ авиацийӗн, Stinson 108, Цесна-172, «Фермер» самолетсен тата «АНСАТ», «Ми-8» и «Ка-32» вертолетсен вӗҫевӗ. Раҫҫей парашютисчӗсем парашюта мӗнле тӗрӗс пуҫтармаллине те кӑтартӗҫ. Уява байк-шоупа концерт вӗҫлӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пирӗн республикӑра ял уявӗсене пухӑнасси юлашки ҫулсенче хытах йӑлана кӗчӗ. Ҫак мероприятине тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ шайра йӗркелеҫҫӗ. Пӗрисем хӑйсен ял ҫыннисене сума сунине, ятлӑ-сумлисене хисеп тунине палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ. Теприсенче килсерен пухнӑ укҫа-тенкӗпе така туянса ӑна пусса шӳрпе пӗҫернипе, вӑрӑм сӗтел хушшине ларса ӗҫсе ҫинипе, концерт пекки лартнипех ҫырлахаҫҫӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ялсенче те ял кунӗсем ирттернӗ. Нумаях пулмасть унти темиҫе ял тӑрӑхӗнче: Атнар ял тӑрӑхӗнчи Атнарта, Йӳҫпан ял тӑрӑхӗнчи Турханта, Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнчи Чурпайӗнче, Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗнчи Уйпуҫра, Ҫӗн Ирчемесра, Малиновкӑра уявсене пухӑннӑ. Вӗсене сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксенчен пӗринче (ӑна район администрацийӗн сайтӗнче куртӑмӑр) ҫынсем ҫутӑ юпине спорт инвентарӗ вырӑнне усӑ курнине асӑрхарӑмӑр. Ку вӑл ялсенче спорт хатӗрӗсем хӗсӗккине палӑртакан пулӑм-тӑр...

 

Хулара

Шупашкар хули 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ кун «Иванушки» ушкӑн килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

Тунтикун иртнӗ канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева паллӑ ушкӑн уява килессине ҫирӗплтесех каланӑ. Анчах ытларикун каҫхине «Иванушки» ушкӑн уяв программинчен тухса ӳкнӗ.

Хальлӗхе фейерверк умӗн, 21 сехетре, Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн концерчӗ тесе кӑна ҫырнӑ. Ушкӑн мӗншӗн килмессине хула администрацийӗ ӑнлантарман.

 

Страницӑсем: 1 ... 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, [73], 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, ... 171
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем