Йӗпреҫ районӗнчи культура учрежденийӗсенчен пӗрне ертсе пыракан ҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.
2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче вӑл хӑй ӗҫлекен учреждение район администрацийӗнче самай пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шаран иккӗмӗш сыпӑкри тӑванне илнӗ. «Хӗрарӑм культура учрежденийӗнче тӑрӑшмассине пӗлсе тӑрсах», — уҫӑмлатрӗҫ Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче. Тӳре-шара тӑванне муниципалитет предприятийӗн пуҫлӑхӗ хӑйне тӗкӗ паракан пултӑр тесе ӗҫе илнӗҫи тунӑ-мӗн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗчченех тӳре-шара тӑванӗ хыснаран укҫа илсе пурӑннӑ. Ҫулталӑк ҫурӑра унӑн кӗсйине 83 пин тенкӗ ытларах кӗнӗ.
Ӗҫлемен ҫыннах укҫа тӳлесе пурӑннӑшӑн пуҫлӑха 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Фотоаппарат туянасшӑн пулнӑ вӑл. Анчах ун вырӑнне вӑл ҫурӑк валашка умӗнче ларса юлнӑ.
Кун пирки арҫын полицие нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче 50 пин тенкӗ ытла фотоаппарат сутнине курнӑ вӑл. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравлсан сутуҫӑпа калаҫса татӑлнӑ та 56 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
Фотоаппарата почтӑпа ярса пама шантарнӑ. Посылка килнӗ-ха. Анчах курупкара чаплӑ фотоаппарат вырӑнне кивӗ кӗнекесем выртнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Иркутскри 20 ҫулхи хӗртен ултавҫӑсем 3 пин тенкӗ вӑрланӑ. Кун пирки IrkutskMedia пӗлтерет.
Халӑх тетелӗнче хӗрӗн пӗлӗшӗ амӑшне сыватма укҫа ыйтнӑ. Ырӑ чӗреллӗ хӗр пулӑшас тенӗ, 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах каярах леш пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрни паллӑ пулнӑ. Ангараҫум МВД пресс-службинче ҫапла пӗлтернӗ: «Ку ӗҫ тӗлӗшӗпе «мошшеничество» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халь тӗпчев пырать». Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх укҫа куҫарнӑ карас номерне пирӗн республикӑра регистрациленӗ.
Вӑрӑсене тытсан вӗсене 5 ҫул таран хупса лартма пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр: тӗнче тетелӗнче уйрӑмах сыхӑ пулмалла. Сирӗн пата палланӑ ҫын ҫырать пулин те ку чӑн та вӑл иккенне малтан пӗлӗр — сӑмахран, ун патне телефонпа шӑнкӑравлӑр.
Илемлӗ пулас тесе хӑшӗ-пӗри укҫасӑр тӑрса юлать. Тӳлевсӗр косметика процедурине килеҫҫӗ те кредит илсе тухса каяҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем 80 пин тенкӗлӗх косметика туянаҫҫӗ. Ку — серепе. Процедура тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсене уйрӑм пӳлӗме илсе каяҫҫӗ. Лешсем гипноз тунӑ евӗр хыҫран утаҫҫӗ. Калаҫсан хӗрарӑмсем хӑйсем те сисмеҫҫӗ — кредит килӗшӗвне алӑ пусаҫҫӗ.
Клиентсене телефонпа шӑнкӑравласа тупаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне конкурсра выляса илнӗ, ҫавна май тӳлевсӗр процедура тума май пур тесе суяҫҫӗ. Кредичӗсене кайран темиҫе ҫул тӳлеҫҫӗ.
Кун пирки тӗнче тетелӗнчи канашлусенче те ҫыраҫҫӗ. Анчах, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, косметикӑна каялла тавӑрса пама юрамасть. Кунашкаллисенчен шар курнисем Раҫҫейре — ҫӗр-ҫӗр. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ку ултав пулнине ӗнентерме йывӑр.
Вӗрентекенсем те ҫынах та ӗнтӗ, вӗсем те шӑнман пӑрпа ним лартса яма пултараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче тулли мар вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ пӗр учителе вырӑнти мировой суд укҫа тӳлевӗ илнӗ чухне улталанӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттармалла тунӑ.
Шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫав арҫын 2006 ҫулта вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлевшӗн укҫа илме хутсем тӑратнӑ. Ялти специалистсен ун пек ҫӑмӑллӑх пур-ҫке.
2009 ҫулта ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Анчах ку факт пирки арҫын социаллӑ хӳтлӗх пайне пӗлтермен. Шучӗпе виҫӗ кунтах хыпарламалла пулнӑ тесе асӑрхаттарать республика прокуратури.
Ӗҫрен пӑрахнине пӑхмасӑрах арҫын пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех уйӑхсерен укҫа илсе тӑнӑ. Пӗтӗмпе унӑн кӗсйине ҫапла майпа 57 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улталанӑ тесе суд ун тӗлӗшпе 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ.
Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть.
Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын ҫулталӑк ҫурӑ принтер урлӑ пичетленӗ водитель правипе ярӑнса ҫӳренӗ. Вӑл ӑна тӗспе пичетленӗ те ним пулман пек урапа рулӗ умне ларнӑ.
Арҫын ку правапа 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи ака уйӑхӗччен ҫӳренӗ. Чӑн-чӑн права вӑл нихӑҫан та илмен иккен.
Суд ун тӗлӗшпе приговор пӗлтернӗ. Арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ та ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унччен вӑл судпа виҫӗ хутчен айӑпланнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл 2014 ҫулхи ҫулла тата 2015 ҫулхи ҫуркунне Етӗрне районӗнчи сысна ферминчи пурлӑха вӑрланӑ.
Арҫынпа сӑтӑр ӗҫ тунӑ 18-ти каччӑна вара 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. 17-ри йӗкӗте вара 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта «финанс пирамидин» ертӳҫин тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 384 ҫынна 93 миллион тенкӗлӗх лартса хӑварнӑ. Ертӳҫӗ потребитель кредичӗсен коопертивӗн пайщикӗсен укҫи-тенкине вӑрлас тесе займсем пама пӑрахасси пирки хушу кӑларнӑ. Ҫапла пӗтӗм укҫа тӳрех ертӳҫӗ патне пынӑ.
Стабильлӗхе кӑтартас тӗллевпе вӑл малтан алӑ пуснӑ договорсемпе килӗшӳллӗн вкладчиксене суммӑна тавӑрса панӑ тата процентсене тӳленӗ. «Финанс пирамиди» ҫак схемӑпа 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Унтан ертӳҫӗ таҫта тарса ҫухалнӑ.
2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, авӑн уйӑхӗнче вара ертӳҫӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнса килнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Чӑваш Енре черетлӗ ҫын вӑрӑ-хурах аллине ҫакланнӑ. Ҫак ҫын хӑйӗн урапине сутма хатӗрленнӗ. Анчах ун вырӑнне вӑл хӑй укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 27-ри арҫын тӗнче тетелӗнче урапине сутни пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа кӑштах тӳлесе хума шантарнӑ. Унӑн банк карттин номерӗсене ыйтнӑ. Лешӗ иккӗленсе тӑман — каланӑ.
Ун хыҫҫӑнах сутуҫӑ телефонӗ ҫине СМС-ҫыру килнӗ: картта ҫинчен 3000 пин тенке илнӗ-мӗн. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Кунашкал ултав пӗрре мар пулнӑ. Апла пулин те республика ҫыннисем ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ, банк карттин номерӗсене палламан ҫынсене пӗлтермелле мар.
Ҫак ҫын тӗнче тетелӗнче диван сутма кӑна шутланӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Анчах тупӑш курас вырӑнне укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
ЧР ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне пӗлтерӳ панӑ хыҫҫӑн Шупашкар ҫыннине туянакан шӑнкӑравланӑ. Вӑл диван туянма, кӑштах аванс пама хатӗррине пӗлтернӗ.
Кун хыҫҫӑн диван сутакан арҫын хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кӑштахран унтан 380 пин тенкӗ ним мар ҫухалнӑ.
Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |