Муркаш районӗнчи 52 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем икӗ хутчен улталанӑ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пульницӑра ӗҫлет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна кӑшӑлвируспа чирленӗшӗн компенсаци парассине кӑтартакан каҫӑ ярса панӑ. Ку ун хыҫҫӑн палламан ҫынпа ҫырӑннӑ. Лешӗ ӑна 100 пин тенке яхӑн куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак хӗрарӑм кайран каллех полицие пынӑ. Хальхинче ӑна ун ячӗпе кредит илме хатӗрленни пирки суйнӑ. Ҫапла вӑл 80 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Коммерци банкӗнче ӗҫлекен, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл брокер сайтӗнче укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ.
Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа чӳкчен брокер сайтне укҫа хывма шантарнӑ "специалиста" укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе - 150 пин тенке яхӑн. Кӗҫех лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ хӑйне улталанине тинех ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл палламан ҫынна 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай вӑл ниҫта та ӗҫлемест.
Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн Бюджет кодексӗн 78-мӗш статйине улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫапла тусан этил спирчӗ 0,5 процент таран сӑра туса илекенсене субсидипе пулӑшма май килӗ.
«Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ. Ҫӗршывра хӑмла кирлинчен 5 процентне ҫеҫ туса илеҫҫӗ. Ют ҫӗртен кӳрсе илнине саплаштарма самай вӑхӑт кирлӗ», — палӑртнӑ парламентарисем.
Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫав шутра техника тата хунав туянма та.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енри чи маттур вӗрентекенсем 50-шар пин тенкӗ илме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
Вӗренӳ тытӑмӗнче инноваци енӗпе чи лайӑх ӗҫлекен 30 вӗрентекене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Вӗсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Лайӑх методист», «Сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх вӗрентекен», «Лайӑх тьютер», «Педагогика дебючӗ», «Учитель-дефектолог», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ».
ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков муниципалитетсен финанс органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл муниципалитет ӗҫченӗсен шалӑвӗн фончӗ ҫитес ҫул 30 процент ыларах пулассине пӗлтернӗ.
2023 ҫултан вырӑнти администрацисен ӗҫченӗсен окладне ӳстерме палӑртнӑ.
Аса илтерер: республикӑра 19 район муниципалитет округӗ пулса тӑнӑ. Кун пек чухне унта аппарат структури те улшӑнать.
Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене преступнике тытма пулӑшатӑп тесе шутланӑ. Анчах вӑл хӑй преступниксен аллине лекнӗ.
Ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралӗнче ӗҫлет-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм ячӗпе доверенноҫ пур, унпа хӑть кам та кредит илме пултарать.
Унтан Шупашкар хӗрарӑмӗпе "банк ӗҫченӗ" ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна банкран укҫине илсе урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку преступник йӗрӗ ҫине ӳкме кирлӗ-мӗн. Ҫапла пирӗн ентеш 1 миллион та 197 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ.
Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ.
Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.
22 ҫулти Чӑваш Ен хӗрӗ, Мускавра пурӑнаканскер, лотерейӑра 56 миллион тенкӗ илнӗ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.
Екатерина Чучелина Мускаври пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Нумаях пулмасть вӑл занятире ларнӑ чухне онлайн мелпе темиҫе лотерея билечӗ туяннӑ. Унта задани ҫапларах: пӗтӗм хисепе пӗлмелле е пӗрне те пӗлмелле мар. Екатерина нихӑшне те тӗрӗс тупайман. Ҫапла вӑл 56 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Екатерина ку укҫапа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасшӑн. Унтан автошкулта вӗренесшӗн.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекен ҫула май каякан машинӑра вырӑн йышӑнса хурас тенӗ. Анчах вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Хӑйӗнпе водитель тесе паллаштарнӑ ҫын ссылка ярса панӑ, хӗрарӑма ун ҫине пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗрентекен ӑна итлесе хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене те ҫырнӑ. Ҫапла унӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ, халӗ Питӗр ҫывӑхӗнчи хулара пурӑнакан 25 ҫулти арҫын. Вӑл урӑх ҫынсем ҫине регистрациленӗ электронлӑ енчӗксемпе усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти "Атӑл" кинотеатра юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Кинотеатра юсама пӗтӗмпе 40 млн тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета документацийӗ экспертиза витӗр тухнӑ. Тепӗр 20 млн тенкине Финанс министерстви уйӑрӗ.
Аса илтерер: кинотеатра 4 ҫул каялла хупнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫнӑ, кайран - каялла. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хула харпӑрлӑхӗнче чухне ҫынсем кинотеатр шӑпине хӑйсем татса пама пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |