Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен ҫын, ертӳҫӗ, ултавҫӑсен серепине лексе пухса пынӑ 1,4 миллион тенкине куҫарса панӑ. Ҫак кунсенче вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Ун патне мессенджерта пӗлӗшӗ ҫырнӑ. Чӑннипе вара вӑл ултавҫӑ пулнӑ, пӗлӗшӗн аккаунтне «ҫӗмӗрнӗ». Хайхискер кӗҫех ун патне йӗрке хуралҫи шӑнкӑравласса пӗлтернӗ, вӑл мӗн каланине тума ыйтнӑ. Чӑнах та, кӑштахран хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫапла ертӳҫӗре ӗҫлекен хӗрарӑм 1,4 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар районӗнчи Энтимӗркассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса мемориал вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлама электрон аукцион витӗр «Стройцентр» организацие суйласа илнӗ. Мемориала уҫма пурӗ 2 миллион та 171,4 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав суммӑран 1,3 миллионне республика хыснинчен уйӑрнӑ, вырӑнти хыснаран – 755,5 пин тенкӗ, бюджет мар ҫӑлкуҫран – 113,1 пин тенкӗ.
Шупашкарти ҫынсен мессенджерӗсене аферистсем «ҫӗмӗрнӗ» тӗслӗх нумайланнӑ. Кун пирки йӗрке хуралӗ пӗлтерет.
«Манӑн пӗлӗшшӗн сасӑла» текен каҫӑ килет те ҫын унта пусать. Кун хыҫҫӑ вӑл хӑйӗн мессенджерне кӗреймест, унпа аферист хуҫаланма тытӑнать.
67 ҫулти хӗрарӑм та ун патне пӗлӗшӗ ҫырать тесе шутланӑ. Лешӗ 50 пин тенкӗ кивҫен пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним япӑххи пирки те шутламан, пӗлӗшне пулӑшма тесе 50 пин куҫарса панӑ. Чӑннипе вара ҫав ҫын ултавҫӑ пулнӑ. Вӑл пӗлӗшӗн мессенджерӗпе хуҫаланнӑ. Пӗлӗшӗ вара кӑшт маларах ача ӳкерчӗкӗшӗн сасӑлама ыйтса янӑ каҫӑ ҫине пуснӑ-мӗн.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Тепӗр майлӑ каласан республикӑри тата муниципаитетри спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Республикӑн Спорт министерствинче билетсемпе вырӑнсене малтанах йышӑнса хума сӗнеҫҫӗ. .
Республикӑра пурӑнакансем бассейнсемпе, спорт лапамӗсемпе, тренажерсемпе тата фитнес-залсемпе, катоксемпе тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ.
Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне 250 пин тенкӗ пама тытӑнасшӑн. Анчах вӑл пурне те лекмест – сахал тупӑшлисене кӑна. Хальлӗхе ку – саккун проекчӗ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пӑхса тухмалла.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ку категорие кӗрекен 858 ҫемье ҫав пулӑшӑва илме пултарнӑ. Ҫӗр лаптӑкне илме черете тӑнӑ нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ вара /утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне/ - 20798 ҫемье. 9943 ҫемье ҫӗр лаптӑкне илӗ. Вӗсенчен 494-шӗ унта ҫурт лартма шутланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 5 банкра кредит илсе ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм патне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ, хӗрарӑма такамсем улталасшӑн тесе тыттарнӑ.
Ҫав ҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе темле арҫын кредит илесшӗн-мӗн, укҫи-тенке упраса хӑварас тесе «хӑрушсӑр» счёт ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑсем каланӑ банксене кайса кивҫен укҫа илнӗ. Кредит учрежденийӗсенче ӑна ултавҫӑсем пулма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ, анчах вӑл никама та итлемен. Кредит илсе пурӗ 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ.
Чӑваш Енре «Урӑ ял» конкурс ирттереҫҫӗ. Ку таранччен ун пекки республикӑра пулман. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 4 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫӗнтернӗ яла 2 миллион парӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн - 1200, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 800 пин тенкӗ парӗҫ. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ юпан 1-мӗшӗнче пуҫланса раштавӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Республика шайӗнчи тапхӑр ҫитес ҫул кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пуҫланса пушӑн 31-мӗшӗнче пӗтӗ.
Жюри ялсенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннине, культура, спорт, вӗренӳ тата ытти тытӑмри конкурссене хутшӑннине, эрех-сӑра сиенӗ пирки семинарсемпе практикӑсем ирттернине тата ыттине хаклӗҫ.
Чӑваш Енре тӳрех амӑшӗпе хӗрӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне хӑйӗнпе «финанс специалисчӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, хаклӑ хутсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер темӗн те пӗр шантарнӑ, ҫав шутра – хваттер те. Палламан ҫын пӗчӗккинчен пуҫлама сӗннӗ – 10 пин тенкӗ хывмалла. Анчах кайран виҫе пысӑклансах пынӑ. Ҫапла хӗрарӑм «брокер счечӗ» ҫине хӑйӗн 715 пин тенкине куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 655 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна та лешӗ каланӑ счет ҫине хывнӑ. Кайран хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ, анчах сарӑм «йӑнӑш» тесе кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм хӗрӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ «финансистпа» ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ: кредит илмелле те ӑна ятарлӑ счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрӗ тепӗр 435 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫак икӗ хӗрарӑм полицие авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна пынӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ.
Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |