Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный» уйлӑхра ачапа инкек пулнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене, тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, ӗненсен, ача эмел нумайрах ӗҫнӗ. Ҫавна пула ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ача сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Арҫын ачана эмеле тухтӑр ҫырса панӑ иккен. Ача ҫумӗнче ҫав препаратсем пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗнсе ҫырнӑ. Тухтӑр ҫырса панӑ рецептпа ачан эмел ӗҫмелле пулсан, ҫавӑн пирки воспитательсемпе вожатӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. Асӑннӑ министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, эмел ӗҫнине ача-пӑча уйлӑхӗнчи тухтӑрӑн сӑнаса тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, ача мӗн чухлӗ эмел тата хӑҫан ӗҫнине аслисен йӗркелесе тӑмалла.
«Хавал» чӑваш чӗлхи 10-мӗш уйлӑхне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӗхӗн 7-мӗшӗччен «Сурские Зори» кану базинче (Етӗрне районӗ) иртӗ. «Хавал» уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗренме Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата юр ҫӗр-шывран та хӑнасем килеҫҫӗ.
Уйлӑха «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» (выр. «Язык для успеха») ют чӗлхесен шкулӗ тата "Хыпар" Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакци йӗркелеҫҫӗ.
«Хавал» уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗренме май пур. Ача-пӑча тата ҫамрӑксем валли уйрӑм вӗренӳ йӗркелӗҫ. 3-10 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ.
Кӑҫалхи уйлӑхӑн тӗп хӑни – Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ, тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан хрантсус юрӑҫи, эсперантист, окситан чӗлхине аталантаракан Жан-Марк Леклер (Йомо). Вӑл Францири тӗрлӗ регион чӗлхисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа парӗ. Ҫавӑн пекех уйлӑхра Эктор Алос-и-Фонт (Барселона – Шупашкар) социолингвист, Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан федераци университетӗнчи истори факультечӗн доценчӗ, Тутар республикин Истори институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), Федоринчик Арцем Сергеевич (Тимукка) (Кийӳ - Шупашкар) пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть ача уйлӑхӗсене тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем уйлӑхсенчи кӑлтӑксем пирки асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Прокурорсем Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный», Канаш районӗнчи «Космонавт» тата Ҫӗмӗрле хулинчи «Соснячок» уйлӑхсене ҫитнӗ.
«Звездный» уйлӑхри хӑш-пӗр пӳлӗмре ачасем пӗр пӳлӗмре 5-6-ӑн хӗсӗнсе ҫывӑрнине палӑртнӑ. Пӳлӗмсем пысӑк мартан пӗр пӳлӗмре ун чухлӗ ача пурӑнни йӗркеллӗ мар. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑк шутӗнче столовӑйӑн яри уҫӑ тӑракан алӑкне шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑпа карманнине асӑннӑ. «Космонавт» уйлӑхра кил хушшинчи ал ҫумаллисене ҫутӑпа ӗҫлекен е хут алшӑллипе тивӗҫтерменнине асӑннӑ. Унти поварӑн, кухня ӗҫченӗн, вожатӑйсен тата ишме вӗрентекен инструкторӑн професси пӗлӗвне илнӗ тата аттестациленнӗ вӑхӑчӗ тухнӑ.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра ачана пусмӑрланине мускавсем тӗпчеccине паян ирпе эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ, ачан ашшӗ-амӑшӗпе ҫес мар, тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа та тӗл пулнӑ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи ача уйлӑхӗнче пӗр хӗрачана темиҫен пусмӑрланӑ сӑмах тухнӑччӗ. Анчах ҫав пӑтӑрмах чылайччен вӑрттӑнлӑхра упраннӑ. РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ-пуҫарнах.
Мускавран килнӗ Игорь Комиссаров шар курнипе тата унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе, вӗсен пурнӑҫ условийӗпе паллашнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Комиссаров Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаилом Игнатьевпа, республика прокурорӗпе Василий Пословскийпе, этем правине хӳтелекен Чӑваш Енри уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа та курса калаҫнӑ.
Ашшӗ хӗрне сывлӑха ҫ ирӗплетмелли ҫуллахи ача-пӑча уйлӑхӗнче мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ку пӗлтӗр Етӗрне районӗнче пулма пултарнӑ. Следовательсем ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта хӗрача сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхра каннӑ. Унта ӑна мӑшкӑллани пирки ашшӗ пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн следовтальсем процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарлать.
Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти 7-мӗш «а» класра вӗренекен ачасем «Заповедные острова России» (чӑв. Раҫҫейӗн заповедниклӑ утравӗсем) конкурсра ҫӗнтернӗ.
«Заповедники» (чӑв. Заповедниксем) центр тата «Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен организацийӗ кӑҫалхи ака-ҫу уйӑхӗсенче пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ирттернӗ.
«Маттур ачасем. «Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки» проектпа ӗҫлени сая каймарӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Яковлев орнитолог тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.
Шупашкарти ачасен ӗҫӗ «Творчество во благо заповедных островов» (чӑв. Заповедник утравӗсемшӗн тӑрӑшни) номинацире ҫӗнтернӗ. Проект ертӳҫисем — эпир маларах асӑннӑ А.А. Яковлев тата З.В. Максимовӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен «Океан» уйлӑхра канӗҫ.
«Хавал» ҫуллахи уйлӑх ҫулсеренех пуҫтарӑнать. Кӑҫал ӑна тӑххӑрмӗш хут йӗркелӗҫ.
Уйлӑха кӑҫал та Жан-Марк Леклер (Йомо) музыкант тата юрӑҫ, эсперантист тата полиглот, окситан чӗлхине аталантарасишӗн ҫунакан хастар килӗ. Кун пирки «Хавал» уйлӑх «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Ӑна хӑшӗсем эсперанто чӗлхипе «Ĉeboksaro» (чӑв. Шупашкар) юрӑ хайлани тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Чӑвашсен «Илемлӗ» юррине вара вӑл эсперанто чӗлхине куҫарнӑ — «Belas ĝi».
Жан-Марк Леклер (Йомо) ячӗ Гиннесӑн рекордсен кӗнекине кӗнӗ иккен.
«Хавал» уйлӑхра Жан-Марк тӑван, окситан, чӗлхипе паллаштарӗ, диско-концерт лартӗ. Пӗлтӗр те хӑна уйлӑхра хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Чӑваш чӗлхи вӗренмелли уйлӑха пӗлтӗр Японири Масая Сещимо та килнӗччӗ. Компьютер администраторӗнче ӗҫлекен 31 ҫулти ҫамрӑк вырӑсла пӗлменрен ыттисемпе эсперантӑлла е акӑлчанла калаҫнӑччӗ.
«Звездочка» ача-пӑча уйлӑхӗнче пӗр ачана тантӑшӗсем шар кӑтартнӑ-мӗн. Кун пирки ашшӗ-амӑшӗ «Про Город» редакцине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемье каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уйлӑхра вӗсен ывӑлне чулпа пенӗ.
Тантӑшӗсем ачана сӑлтавсӑрах кӳрентернӗ-мӗн. Пӗри хыҫӑлтан пырса тапӑннӑ, тапма пуҫланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ патне килнӗ те пуҫӗ ҫинче кӑвак вырӑнсем курнӑ. Мӑйӗ, пичӗ ҫинче кӑвак пулнине вожатӑйсем асӑрхаман та, ашшӗ-амӑшне шӑнкӑравласа пӗлтермен. Ача хӑй ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравланӑ, киле илсе кайма ыйтнӑ.
Уйлӑх директорӗ темех пулманнине пӗлтернӗ. Ку ачасем алхасни кӑна иккен. Вӗренӳ управленийӗ ҫемьене путевкӑшӑн укҫа тавӑрса панӑ.
Роспотребнадзор Чӑваш Енри «Бригантина» ача-пӑча уйлӑхне тӗрӗсленӗ. Специалистсем йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май уйлӑхри ӗҫ-пуҫа вӑхӑтлӑха чарса хунӑ, ачасене киле янӑ.
Роспотребнадзор специалисчӗсен уйлӑхри шыв пахалӑхӗ килӗшмен. Апатлану блокӗнче те, пурӑнмалли курпусра та шыв иккӗленӳ ҫуратнӑ. Унра сиенлӗ бактерисем пуррине тупса палӑртнӑ. Материалсене Шупашкрати Калинин районӗн судне ярса панӑ. Ертӳлӗхе шыв мӗншӗн таса маррине палӑртма предписани панӑ. Уйлӑхра дезинфекци тумалла, шыв пӑрӑхӗсене тасатмалла тата шыв пахалӑхне тепӗр хутчен тӗрӗслемелле.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче «Бригантинӑра» «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |