Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫитес ҫул эпӗ татах та килӗп…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Эрбина Портова 29.07.2019 23:06 | 1681 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
«Хавал» уйлӑхра тунӑ сӑн
«Хавал» уйлӑхра тунӑ сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. «Ӑнӑҫу чӗлхи») шкулӗн уйлӑхӗ «Сурские зори» (чӑв. «Сӑр шуҫӑмӗ») кану базинче иртрӗ. Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсене пӗрле пухасси, вӗсене тӑван халӑх культурипе, кун-ҫулӗпе паллаштарасси.

Уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗрентеҫҫӗ: шкул ҫулне ҫитмен ачасем, шкул ҫулне ҫитнисем тата аслӑ ӳсӗмрисем. Кашни ушкӑнӑн хӑйӗн уйрӑм программа.

Уйлӑхра чӑваш чӗлхи вӗренӗвӗсемсӗр пуҫне тавракурӑма аталантарма тӗрлӗ-тӗрлӗ лекци иртрӗ. Сӑмахран, Айрат Тухватуллин, Хусан университечӗн доценчӗ, Тутар Республикин ӑслӑлӑх академийӗн истори институчӗн аслӑ ӗҫченӗ «Хусан ханлӑхӗн кун-ҫулӗ» ятлӑ темӑпа калаҫрӗ, Алпарух Пӗлӗм (Александр Блинов) чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ «Кала-ха 4» вӗренӳ пособийӗпе, Мария Савельева, журналист, литература критикӗ, Дина Гавриловӑн пултарулӑхӗнчи хӗрарӑм прозипе паллаштарчӗҫ. Ют ҫӗршыв хӑни Жан-Марк Леклер (ЙоМо) юрӑҫӑ, эсперантист, окситан чӗлхин хастарҫи окситан чӗлхи ҫинчен, Никита Кузнецов, хинди институчӗн дипломанчӗ акӑлчан тата китай чӗлхисен вӗрентекенӗ, тӗлӗнмелле хинди тата адыгея чӗлхисем, вӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тӗплӗн те кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ. Тимукка (Артем Федоринчик) «Чӗлхе хастарлӑхӗ темӑпа паллаштарчӗ, Юрий Сергеев, кинорежиссер, продюсер, клипмейкер, композитор «Наследие» фильм мӗнле ҫурални ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтан юрра-ташша ӑста пулнӑ. Пултарулӑх лаҫҫинче эпир окситан ташшине те, чӑваш ташшине те ташлама, чӑваш юррисене вӗренсе юрлама кӑмӑл турӑмӑр. Францирен килнӗ Жан-Марк Леклер концерт парнелерӗ, унта 22 чӗлхепе юрларӗ. Унӑн репертуарӗнче пирӗн тӑван чӗлхепе «Илемлӗ чӑваш юрри» юрӑ та шӑранчӗ. Ӑс-тӑна пуянлатма вара пире вулавӑшпа тӗрлӗ вӑйӑсем пулӑшрӗҫ. Пушӑ вӑхӑтра чӑваш сӑмахӗсене вӗренме, халӑх культурине тӗпчеме май пулчӗ. Сывлӑха ҫирӗплетме спорт вӑййисемпе те туслашрӑмӑр.

«Хавал» уйлӑхӑн ертӳҫисемпе хастарҫисем тӗрлӗ проектсене кун-ҫути кӑтартрӗҫ: «Кала-ха 4» вырӑс шкулӗнче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ вӗренӳ кӗнеки, «Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ», «Ют чӗлхе фестивалӗ», «Хавал» уйлӑх», «Контактра» соцсете чӑвашлатни», «Вӗрентекенсен ассоциацийӗ», «Ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацийӗ» тата ытти те.

Ҫак уйлӑха кирек камӑн та хутшӑнма юрать: пӗчӗк ачаллисен те, студентсен те, ваттисен те, ҫемьепе е пӗччен пулсан та кӑсӑклӑ.

Хаклӑ туссем, енчен те сирӗн ҫитес ҫул уйлӑха хутшӑнма кӑмӑл ҫуралчӗ пулсассӑн, чун-чӗре Чӑваш ене туртсассӑн ҫак йӗркелӳҫӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр:

«Алпарух (Александр Блинов)» al.blinov@gmail.com , +79023285051

«Елӳк (Елена Кудрявцева)» elena.kudryavceva.18@mail.ru, +79871225651

#Хавал, #уйлӑхсем, #Етӗрне районӗ, #Сӑр шуҫӑмӗ, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем