Паян ЧР цифра аталанӑвӗн министрне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ – Михаил Степанов. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Унччен вӑл Цифра министерствин «Информаци технологийӗсен центрне» ертсе пынӑ. Унта 2021 ҫулхи ҫӗртме-юпа уйӑхӗсенче ӗҫленӗ.
Аса илтерер: унччен министр Кристина Майнина пулнӑ. Вӑл пирӗн пата Коми Республикинчен килнӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене Екатерина Грабко пурнӑҫланӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пассажирсене турттаракансемпе канашлу ирттернӗ. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫӑхавсем килнӗрен пухса калаҫнӑ.
Канашлӑва «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» маршрутпа турттаракан 125 тата 173-мӗш тата «Шупашкар-Вӑрманкасси» маршрутпа турттаракан 123-мӗш маршрут хуҫисене йыхравланӑ.
173-мӗш маршрутпа кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ перевозчик ӗҫе кӳлӗнмелле пулнӑ, анчах вӑл транспорта тепӗр кунне ҫеҫ рейса кӑларнӑ.
123-мӗш тата 125-мӗш маршрутпа пӗр рейспа тепӗр рейс хушши вӑрӑм, автобуссем ҫитмеҫҫӗ иккен. Перевозчиксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк шартлама сивӗ тӑнӑ кунсенче автобуссем чӗрӗлмен, хӑшӗсем ванса кайнӑ имӗш.
Владимир Осипов министр тивӗҫе йӗркеллӗ пурнӑҫламалли ҫинчен хытарсах каланӑ.
Шартлама сивве пула пӗр кун республикӑри 7 ял электроэнергисӗр юлнӑччӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакансем вара кун пек ҫанталӑкра шывсӑр нушаланаҫҫӗ.
Ҫак ялти хӑш-пӗр урамри ҫынсем темиҫе кун шывсӑр лараҫҫӗ. Шыв башни юрӑхсӑра тухнӑ-мӗн. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗрисем 30 градус сивӗре ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳреҫҫӗ. Теприсем юр ирӗлтереҫҫӗ. Яла машинӑпа таса шыв кӳрсе килеҫҫӗ.
Ялта шыв ҫукки пирки Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ пӗлет. Шыв башнине кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче юсама шантарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Чӑваш Енре 5 ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Ку статистикӑпа ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ.
Ҫак тапхӑрта 14 ҫын шӑнса кӳтнипе аптӑранӑ. 9-шӗн ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ. Тепӗр 5-шӗ вӑйлӑрах аптӑранӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать.
Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ.
Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку должноҫе Алексей Иванов йышӑннӑ.
"Провинциль" Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Сӑмах май, унччен Ҫӗрпӳ район администрацине Сергей Беккер ертсе пынӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн директорне Юрий Иванова ӗҫрен кӑларнӑ.
Асӑннӑ организаци республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать.
Юрий Иванова мӗн сӑлтавпа ӗҫрен кӑларнине республика ертӳҫин хушӑвӗнче каламан.
Ӗҫлӗ хута республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра республикӑра ҫамрӑксен политикине вӑйлатасси пирки каланӑ. Ҫавна май Вӗренӳ министерствинче ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫум пулӗ.
Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетра Элтепер администрацийӗн канашҫи шайӗнчи специалист пулӗ. Элтепер ҫамрӑксен патшалӑх программине вӑйлатма тӗллев лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫумпрограмма пек ӗҫлет.
Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн директорне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.
2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин фончӗн хавхалантару пайне валеҫекен комисси ӗҫ кӑтартӑвӗпе тухӑҫлӑхӗшӗн виҫӗ воспитателе пӗчӗк балл лартса пама йышӑннӑ. Воспитательсенчен пӗри шкул директорӗн тӑван хӗрӗ пулнӑ.
Шкул директорӗ хаклава палӑртакан приказа хӑй тӗллӗн улшӑну кӗртсе балсене ӳстерсе панӑ.
Ҫапла вара 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен виҫӗ воспитателе хавхалантару укҫине 392 пин тенкӗ ытла йӗркене пӑсса куҫарса панӑ.
Суд шкул директорне 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерессипе ирттермессине, ирттерсен вӗсем епле шайра пулмаллине маларах ҫӗршыв шайӗнчи экспертсем те сӳтсе яврӗҫ. Ҫынсен яланах савӑнас килет. Сӑлтав пултӑр.
Республикӑри тата муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче Ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ 1142 мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Ку цифрӑна республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, мероприятисене 85 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев вара халӑх йышлӑ пухӑнакан уявсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗп пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |