Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе (ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче арестленӗ хыҫҫӑн килте тытса усрамалла тунӑччӗ) алӑ пусманшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Георгий Егоров хӑй килӗштермен строительство фирмин пуҫлӑхне ҫурта хута яма ура хунӑ. Кивӗ ҫуртран куҫарма тесе ҫав стройорганизаци муниципалитет саккасӗпе нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартнӑ. Анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ актсене пусмасӑр тӑнӑ. Хута тытса чарнине пула застройщикӑн хыснаран илмелли 5 миллион тенкӗ ытла укҫана тархаслама тивнӗ.
Тарӑхнипе подряд организацийӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта тӗп парӑмсӑр пуҫне вӑхӑтра тӳлеменнишӗн район администрацийӗнчен ҫур миллиона яхӑн укҫа шыраса илмелле тунӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн, живопись тата прикладной ӳнер ӑстин Раиса Терюкалова ӗҫне туяннӑ.
Художник ӗҫӗпе паллашма министрпа пӗрлех культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Владимир Васильев профессор тата Чӑваш Е Художниксен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Андрей Анохин хутшӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ, 8-мӗш теҫеткене ҫывхаракан ал ӑстин мастерскойӗнче пулнӑ май министр художникӑн ӗҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Ку вӑл ытахальтен мар: ӳнерҫӗн сывлӑхӗ чаплах мар.
Культура министрӗ художника паллӑ кунпа (вӑл 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ) саламланӑ. Константин Яковлевӑн картинӑсен пуххийӗ пуян-мӗн, ҫавӑнпа та вӑл Раиса Терюкалова ӗҫне хаваспах туяннӑ.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти кӳлмекре пулӑ нумай вилнине ҫынсем асӑрханӑ. Ку вӗсене пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ку хыпара ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ.
Ведомство ҫынсен ыйтӑвне асӑрхамасӑр хӑварман. Специалистсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, анчах пулӑ виллисене асӑрхаман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем шартлама сивве пула вилме пултарнӑ. Сивӗре шывра кислород сахалланма пултарнӑ.
Ҫынсем пулӑ виллисене шыв юхса тухакан вырӑнта асӑрханӑ. Кайран вӑл пӑрпа витӗннӗ, тен, ҫавӑнпа ведомство нимӗн те курман та? Ҫапах ку ыйту пирки манса кайман, ӑна тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.
Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ. Филармонине лексен те, зала кӗрсе вырнаҫса ларсан та. Пур вырӑнта та — йӑлт вырӑс чӗлхи. Салам баннерӗсенче те, филармонийӗнчи фойере те. Сӑмах май, фойери колоннӑсене илемлетнӗ чухне хаҫатсен сӑнӗсемпе усӑ курнӑ. Анчах, ӑна мӗнле хатӗрлени те питӗ курӑмлӑ — вырӑсла тухакан хаҫатсене («Советская Чувашия», «Грани») — ҫӳле, курӑмлӑ вырӑна вырнаҫтарнӑ пулсан, чӑвашлисене — чи аяла. Тӗпсакайне. Ҫак япалана хатӗрлекенӗ хаҫатсен паянхи саманари вырӑнне тӗп-тӗрӗс сӑнласа панӑ темелле: вырӑслисене тимлӗх пысӑкрах уйӑрнине кӑтартнӑ, вӗсем тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗрех пулнине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Михаил Жирнов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Хула администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе кун пирки нимӗнле хыпар та ҫук. Анчах администраци ӗҫченӗсен списокӗнче унӑн сӑнӳкерчӗкне тата ят-шывне хуратнӑ.
Михаил Жирнов ку должноҫра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Алексей Ладыковӑн ҫумӗнче виҫӗ уйӑх ытла ҫеҫ вӑй хунӑ.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине е Иван Рожкова, е Андрей Васильева шанассине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑччӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Комисси райадминистраци пуҫлӑхӗн тилхепине ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильева шанма пулать тесе йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Каярах Депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, унта Андрей Васильев кандидатури ҫӗнтернӗ. Андрей Васильевӑн кӗске биографине сайтра хальлӗхе пӗлтермен.
Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб иртнӗ ҫулхи юпа йухӑхӗн юлашки кунӗнче должноҫрен кайнӑччӗ.
Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ.
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Канаш районӗнчи Уҫырмара пурӑнакан 17 ҫемье нумаях пулмасть ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫнӑ. Унччен вӗсем пурте кивӗ те ишӗлекен ҫуртра хӗсӗнсе пурӑннӑ. Халӗ ҫавсене Ҫурҫӗр урамри 24 хваттерлӗ ҫуртра хваттер уҫҫи панӑ.
Ҫурта иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Канашская» ПМК хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна тума 21,2 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Хваттерсене Уҫырмари кивӗ ҫичӗ ҫуртра пурӑнакан ҫичӗ ҫемье валли тунӑ. Унсӑр пуҫне виҫӗ тӑлӑха та ҫавӑнта хваттер панӑ.
Хваттер уҫҫисене вӗсен хуҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева ӑшӑ сӑмах каласа тыттарнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Канаш районӗнчи 138 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫи панӑ. Вӗсем пурте — унччен кивӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |