Чӑваш Енри тӗпчевҫӗ-криминалист 80 ҫулти ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫӗ-криминалисчӗ Анатолий Киселев тата Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем Горьки чукун ҫул хӗрринчи вырӑна, Вӑрнар поселокӗ тӗлӗнче, тӗпченӗ. Унта вӗсем 1951 ҫулхи хӗрарӑм хыпарсӑр ҫухалнӑ тенӗрен йӗр ҫине ӳкес тӗллевпе кайнӑ.
Анатолий Киселев — опытлӑ тӗпчевҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче. Вӑл курӑк ҫинчи карас телефонне асӑрханӑ. Ҫав вырӑнтан темиҫе метрта вӑл ватӑ арҫын выртнине курнӑ. Арҫын аран сывланӑ. Тӗпчевҫӗ хӑвӑртрах васкавлӑ пулӑш машинине чӗнсе илнӗ.
Инкеке лекнӗ арҫын кӳршӗ ялтан пулнӑн. Вӑл киле таврӑнма тӑнӑ. Ҫул ҫинче унӑн вӑйӗ пӗтнӗ, тӑн ҫухатнипе ӳкнӗ.
Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ку пӑтӑрмах виҫӗмкун, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. 30 ҫулти вӑйпитти миравай судьясен Калинин районӗнчи 7-мӗш номерлӗ участокӗн чӳречине кӗленчепе пенӗ. Ҫакна асӑрхасан суд приставӗ арҫынна асӑрхаттарма тӑнӑ, вӑл ӑна пуҫтахланма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.
Ҫамрӑк арҫын хӑй айӑпне йышӑнас вырӑнне тавлашма тытӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ҫумӗнче ҫӗҫӗ пуррипе курнӑҫланнӑ, суд приставне унпа хӑратма хӑтланнӑ. Апла пулин те пакунли шикленсе ӳкмен, пуҫтаха тытса чарнӑ.
Суд приставӗпе чӗрре кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ, тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усалскер ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑплама пултараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче усӗр арҫын 10 ҫулти ывӑлне темиҫе те хӗненӗ. Ачана амӑшне хӳтӗленӗ, ҫавӑншӑн ӑна ашшӗ хӗненӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӳсӗр арҫын хӑйӗн арӑмне (унпа вӗсем уйрӑлнӑ, анчах пӗрле пурӑннӑ) вӗлерессипе хӑратнӑ. Ӑна ҫӳҫӗнчен ярса илсе пуҫӗпе стенана ҫапнӑ. Унсӑр пуҫне тапса ҫапса пӗтернӗ. Урайне ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл ӑна пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Улатӑр хулинчи 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна хыпар вӑрттӑн илмелли техника хатӗрне саккуна пӑсса сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Вӑрнар поселокӗнче Муркаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна пӗчӗк видеокамера тыттарнӑ. Вӑхӑтлӑха. Уншӑн вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Пӗчӗк видеокамерӑна тӳме айне пытарса ҫав арҫын теори экзаменне кайнӑ. Вӑл водитель правине илме вӗреннӗ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑна асӑрханӑ та туртса илнӗ. Вӑрттӑн хатӗрпе усӑ курнӑшӑн Муркаш район арҫыннине суд пуҫиле ӗҫпе явап тыттарса 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи коммерци организацийӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, арҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шалӑва вӑл хӑйӗн тӗп бухгалтерне тӳлесе татман. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, директорӑн шалу тӳлеме майӗ пулнӑ. Апла пулин те вӑл тӗп бухгалтера пӗлтӗрзи утӑ уйӑхӗнче пуҫласа раштав уйӑхӗччен 104 пин тӳлесе ҫитермен. Халӗ те вӑл парӑмпа татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район адлминистрацийӗн бюджетне шар кӑтартнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ (халӗ вӑл вӑл пукана йышӑнмасть ӗнтӗ) ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани ҫинчен калакан суя документсем хатӗрленӗ. Пурӗ ултӑ хутчен. Вӗсене вӑл хӑйӗн паллаканнисене тыттарнӑ. Ҫав документсене тӗпе хурса лешсем ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Ҫапла вара район хыснине 184 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Тӑкака саплаштарма кирлӗ пулӗ тесе асӑннӑ лаптӑксене халӗ арестленӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тата суд ӑна ҫын вӗлернӗ тесе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗш каҫхине сиксе тухнӑ. 24-ри ҫамрӑк хӑйӗн 29-ти пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗр каччӑ тусӗпе тем пайлайман — хирӗҫсе кайнӑ. Тусне вӑл 23 хутран кая мар тапса ҫапса пӗтернӗ, кайран алла ҫӗҫӗ ярса илсе ӑна 6 хутран кая мар чикнӗ. Ҫакӑн пек хӗненӗ, ҫитменнине суранланнӑ хыҫҫӑн 29-ти арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Ҫын вӗлернӗ ҫамрӑка ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Чӑваш Енре теракт хатӗрленӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин республикӑри ӗҫченӗсем преступлени тума хутшӑннисене шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприяти ҫывӑхӗнче хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ сирпӗтмелли хатӗрсем хунӑ вырӑна тупнӑ. Саперсем ҫав хатӗрсене сиеӗсӗрлетнӗ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 205-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче право тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет.
Арҫын сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗтеве преподаватель 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн ҫуррисенче медфакультетра вӗренекен пӗр студенткӑран ҫын урлӑ илнӗ. 40 пин укҫалла вӑл хайхи хӗре «Фармакологи» дисциплинӑшӑн отметка лартса панӑ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вара парӑмсене каҫарма тепӗр студенткӑран 30 пин ыйтнӑ теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |