Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти арҫын тухтӑр сывлӑхне сиен кӳнӗ. Уншӑн суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхи вунӑ сехет тӗлӗнче вӑл васкавлӑ пулӑшу кӳрекен службӑн дежурствӑри врачне чышкӑпа ҫапнӑ. Чукмар пекех йывӑр пулнӑ курӑнать ҫамрӑк та вӑйпитти арҫын алли: тухтӑрӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, икӗ шӑлӗ хускалнӑ. Ҫакӑ сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳни шутланние экспертиза ҫирӗплетнӗ. Ҫамрӑк арҫын амӑшӗпе тухтӑр патне пынӑ. Ҫавӑнта унпа шурӑ халатли хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тухтӑр консультацийӗпе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Тухтӑра хӗненӗ ҫын ӗҫне суд пӑхса тухса йышӑну тунӑ. Анчах хальлӗхе вӑл саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта пулса иртнӗччӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Шлепнев Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура ҫирӗплетсе Шупашкарӑн Мускав район судне ярса панӑ. Юрий Шлепнев ҫынна ятарласа ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Депутат хай айӑпне йышӑнман, сывлӑха сиен кӳнипе те килӗшмен. Анчах ҫав каҫ «Товарищ» (чӑв. Юлташ) кафере пулнисем пӑтӑрмаха хайсен куҫӗпе курнӑ та, «халӑх тарҫи» темле тунсан та тӗпчевҫӗсем ӗненмен.
Правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем хӑйсемпе кӑсӑкланма пуҫласан такам та шикленсе ӳкӗ. Ахаль ҫынсем кӑна мар, влаҫ тытӑмӗнчисен те сехри хӑпать. Ҫавӑнпа усӑ кураҫҫӗ те ултавҫӑсем. Юлашки вӑхӑтра вӗсем РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисен ячӗпе пӗркенсе тепӗр ҫынсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, вӗсем патне йышӑнӑва чӗнеҫҫӗ, пӗрле укҫа е парне чиксе пыма сӗнеҫҫӗ иккен.
Ҫынсен сехрине хӑртаканӗсем ытларах чухне - айӑплава тӗрмере ирттерекенсем е унтан тухнисем иккен.
Ӗненмелле мар ҫавӑн йышши шӑнкӑравлакан тупӑнсан маларах каланӑ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ 02 номерпе шӑнкӑравласа систерме сӗнет. Управление пӗлтерме пулать: (8352) 62-02-98 номерпе ирхи 9-тан пуҫласа каҫхи 18 сехетчен, (8352) 62-46-58 номерпе талӑкӗпех ҫыхӑнма юрать.
Инкек иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Куславкка районӗнче пулса иртнӗ. Унти Куснар ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере 44 ҫулти арҫын аптӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Анчах Куславкка район пульницин васкавлӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗ ҫула тухма килӗшмен. Вӑхӑт ун чух кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 30 минут пулнӑ. Арҫыннӑн сывлӑхӗ хавшасах пынине кура хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче шурӑ халатлисем патне тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ. Ку хутӗнче тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ, арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах унта вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра вилсе кайнӑ.
Ҫын пульницӑра вилни пирки тӗпчевҫӗсем професси тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламаннине пула ҫын вилнӗ тесе шухӑшланипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать. Вилнӗ арҫыннӑн арӑмӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ кантӑк тасатмалли хатӗр ӗҫнипе вилме пултарнӑ.
Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ И.П.Павлов (1928 — 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл хӑй хыҫҫӑн 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ хӑварнӑ. 1965 ҫулта пичетрен тухнӑ «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» монографи тӑван чӗлхемӗр пирки ҫырнӑ чи тӗплӗ тӗпчев шутланать. Унтанпа 40 ҫул иртрӗ пулин те, ҫак классикӑлла хайлава ҫитекенни пулмарӗ. Пирӗн шкулсенче чӑваш чӗлхине 40 ҫула яхӑн Иван Павловӑн учебникӗсемпе вӗреннӗ, вӗсем пурӗ 30 кӑларӑмпа тухнӑ. 50-мӗш тата 80-мӗш ҫулсенче Иван Павлович хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пайне ертсе пынӑ.
Чӑвашсен мухтавлӑ ывӑлне, сумлӑ тӗпчевҫе халалласа унӑн тӑван ҫӗршывӗнче — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнче — ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин элчи Инесса Ядранская, районти вӗренӳ пуҫлӑхӗсем, гуманитари институчӗпе Чӑваш университечӗн ӑсчахӗсем, Элӗк вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Иванов, Николай Егоров, Виталий Родионов профессорсем уява хӑт кӗртрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |