Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗлпулусеМ

Чӑвашлӑх
Антонина Андрееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Антонина Андрееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери писательсен кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи ӑсти» поэзи каҫӗ иртнӗ.

Поэзие юратакансем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуланӑ. Музей ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти сусӑррисен интернат-шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Зинаида Кадерова «Атӑла алтӑрпа айлатаймӑн» сӑввине питӗ илемлӗ вуланӑ. Унӑн вӗрентекенӗ те Наталия Арсентьева Хусанкай сӑввинчи кашни сӑмахне витӗмлӗ каланӑ.

Лидия Саринепе Марина Карягина хӑйсем ҫырнӑ тата урӑх чӗлхерен куҫарнӑ сӑввисемпе савӑнтарнӑ.

«Телей» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Наталия Арсентьева) Юрий Сементерӗн сӑмахӗсемпе Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсене ятарласа поэзи каҫӗ валли хатӗрленӗ.

 

Экономика

Дмитрий Краснов вице-премьер тата республикӑн промышленность министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Кондратьев «Трансэнергопром» тӗп директорӗпе Елена Климашевскаяпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура электротранспорт валли республика лаптӑкӗнче заправка станцийӗсен йышне вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2030 ҫул тӗлне 160 станци таран тума палӑртнӑ. Вӗсемпе электромобильсене ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ самокатсене те авӑрлама май пулӗ.

Ҫавӑн пекех республикӑра электромобильсен каршерингне йӗркелесе ярас план пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ пуҫарусен тӗллевӗ — углерод йӗрне чакарасси.

 

Культура
Антонина Андрееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Антонина Андрееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫ Антонина Андреева республикӑри тӗрлӗ шкула ҫитсе «Тӑвӑлта ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл» ятпа лекцисем ирттерет. Вӑл, сӑмахран, Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт шкулӗнче пулнӑ. «Халӗ Пушкин картти пуррине кура Ҫeҫпӗл Мишшин асӑну ҫулталӑкӗ пирки калаҫма шкул ачисемпе тӗл пулма аван!» — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи.

«Пит аван пулчӗ пӗp шухӑшлӑ та пултаруллӑ чӑваш лекторне итлеме... Тавах сире, Антонина Васильевна, ачасене черчен те хастар чӗреллӗ Ҫeҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ чӑвашлӑха упрама, хисеплеме вӗpeнтсе чӗнсе каланӑшӑн...» — тав туса ҫырнӑ Фейсбукра Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, халӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан чӑваш чунӗллӗ хастар Марина Якимова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.facebook.com/mussespel
 

Культура

Шупашкарта «Чӑн Чӑваш» чӑвашла хутшӑну клубӗн иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ку хыпара Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Виктор Чугаров режиссёр Фейсбукра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

«Пирӗн хӑна «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑмӑн ертӳҫи Вячеслав Платонов пулчӗ. Вӑл пире 1991 ҫулта йӗркеленӗ чӑваш культурин «Пайтул» обществи ҫинчен каласа пачӗ. «Ҫӳлти Хӑват» тата «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» пӗрле ырӑ ӗҫсем малалла ирттересшӗн...», — тесе хыпарланӑ хулара ӳссе чӑваш чӗлхине хӑй ҫине тӑнипе вӗреннӗ Виктор.

 

Экономика
Олег Николаев «ГазЭнергоСтрой» корпораци представителӗсемпе тӗл пулсан. Cap.ru сӑнӳкерчӗк
Олег Николаев «ГазЭнергоСтрой» корпораци представителӗсемпе тӗл пулсан. Cap.ru сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре экотехнопарк уҫас кӑмӑллӑ. Ку ыйтӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев «ГазЭнергоСтрой» корпораци представителӗсемпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев республикӑра хупӑ циклӑ производство йӗркелессине ырласа калаҫнӑ. Ҫитменнине тата ун пек тӗллеве регионсем умне ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ESG-технологие пурнӑҫа кӗртесси пирки ҫӳллӗ шайрах сӑмах хускатаҫҫӗ. Ансат чӗлхепе каласан, ку вӑл ҫутҫанталӑка перекетлессине, пысӑк социаллӑ яваплӑха тата ертсе пырассине ҫӳллӗ шайра йӗркелессине пӗлтерет.

«ГазЭнергоСтрой» корпораци президенчӗ Сергей Чернин йӑлари хытӑ каяша, строительствӑран, промышленноҫран юлнӑ япаласене тирпейлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Анчах патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗшӗвӗ туса. Ҫапла вара картонпа, кивӗ хутпа, термопластикпа, юрӑхсӑра тухнӑ аккумуляторпа тивӗҫлипе усӑ курасшӑн.

 

Культура
Фейсбукри Ирина Оленкинан страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Фейсбукри Ирина Оленкинан страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗпе, куҫаруҫӑпа, общество ӗҫченӗпе Юрий Сементерпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулуччен маларах поэтӑн 80 ҫулхине халалласа «Тебе пою, Чувашия моя» курав хатӗрленӗ.

Поэтпа тӗлпулма Шупашкарти медицина коллеждӗн студенчӗсене йыхравланӑ. Поэт сӑвӑсене епле ҫырни ҫинчен класа кӑтартнӑ. Автор тӑван ҫӗре, амӑшне халалласа, ҫынсен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхне мухтаса, юратупа хӑпартланса ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.

Юрий Сементер сӑввисемпе тӗрлӗ композитор 300 ытла сӑвва юрра хывнӑ.

 

Республикӑра
Зоя Санджиева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Зоя Санджиева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» компание ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе тӑма тытӑннӑ. Тилхепене Зоя Санджиевӑна тыттарнӑ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян пӗлтернӗ.

Зоя Санджиева предприяти директорӗ пулса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен те вӑл ҫав компанирех тӑрӑшнӑ. Маларах хӗрарӑм компанин «Хевел Региональная генерация» хушма организацине ертсе пынӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти заводӑн хӗвел модулӗсене 2021 ҫулта Калмӑк Республикинчи, Свердловск тата Оренбург облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Казахстанри хӗвел электростанцийӗсене тума ӑсатнӑ. Хӑш-пӗр продукципе хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи уйрӑм ҫынсен килӗнче те усӑ кураҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Ева Цукер (сылтӑмри). suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ева Цукер (сылтӑмри). suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Ирина Трифонова Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче Голланди журналисткипе, «NRC» ятлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ӗҫлекен Ева Цукерпа тӗл пулнӑ. Унпа чӑвашсем ҫинчен калаҫнӑ.

Ева Цукер каланӑ тӑрӑх, Европӑри нумай ҫӗршывра пурӑнакан ахаль ҫынсем Раҫҫейре монохалӑх (вырӑссем) пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Нумай нациллӗ ҫӗршыв пӗр халӑх пек пӗрлешсе пурӑнни питӗ хаклӑ. Эсир питӗ туслӑ пурӑнатӑр», — тесе каланӑ Мускавра ҫур ҫул каялла тӗпленнӗ журналист.

Вӑл чӑвашсен йышӗпе, «наци хӑйхаклӑхӗпе» кӑсӑкланнӑ.

Хӑнана чӑвашсем ҫинчен кӗнеке парнеленӗ.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи ЧНКн Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗпе, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен профильлӗ органӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине вӑйлатмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫак ӗҫе чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас тӗллевпе пурнӑҫламалла.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫ ЧНКн ӗҫне ҫӗнӗ шайра йӗркелеме, ирттерекен мероприятисемпе проектсен шайне тата калӑпӑшне ӳстерме май парӗ.

 

ЮПА
22

Паллӑ куҫаруҫӑ, кулӑш ӑсти — 80-ра
 Валери Алексин | 22.10.2021 10:11 |

Персона

Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, пушкӑртсен Ф. Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ Виталий Енӗш ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чысларӗҫ.

Издательствӑн генеральнӑй директорӗ А.С. Иванов ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллаштарчӗ. В.Г. Григорьев (Енӗш) Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Совет Ҫарӗнчен таврӑнсан вӑл Пушкӑртстана тухса кайнӑ, Старлитамак тата Авӑркас районӗсен хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. Кӗҫех ӑна Шупашкара «Капкӑн» журнал редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ, кунта вӑл пай пуҫлӑхӗ тата радактор ҫумӗ пулса нумай ҫул вӑй хунӑ.

Виталий Енӗш ытларах кулӑшпа сатира жанрӗсенче ӗҫлесе палӑрнӑ. Вӑл ачасем валли те нумай ҫырнӑ тата куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех православи тӗнӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарса тата якатса ҫитерес ӗҫре нумай тимленӗ, «Вырӑсла-чӑвашла православи словарӗ» (1995), «Чиркӳ ҫулӗ» (2002), «Чӑн тӗн букварӗ» (2006) «Суйласа илнисем» (2011) тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ.

Тӗлпулура В. Енӗш хӑй пултарулӑхӗн малтанхи тапхӑрӗ, куҫару ӗҫӗн йывӑрлӑхӗ пирки каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 59
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть