Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Два народа — две судьбы» тӗлпулу иртнӗ. Литература каҫне тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис тата чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хутшӑннӑ.
Литературӑпа пултарулӑх каҫӗнче икӗ авторӑн тусӗсем, поэзие юратакансем, Тутарстанри халӑхсен ассамблейисен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем пулнӑ. Пухӑннисене чӑваш парламенчӗн депутачӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн директорӗ Петр Краснов, Тутарстанри культура министрӗн ҫумӗ Дамир Натфуллин саламланӑ.
Чӑваш Ен Шри-Ланкӑпа килӗштерсе ӗҫлеме пуҫласшӑн. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев Шри-Ланкӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Джанита Лиянагепе тӗлпулнӑ.
Енсем суту-илӳ енӗпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Пирӗн тӑрӑхран утрав ҫине оборудовани, техника, «симӗс» энергетика валли продукци ӑсатасшӑн. Пирӗн тӑрӑхра Шри-Ланкӑри медицина ӳсӗмӗпе усӑ курма хирӗҫ мар.
«Шри-Ланкӑра куҫ, куҫн хытӑ витӗмӗн донорӗн институчӗ ӗҫлет. Эпир нумай ҫӗршывпа ӗҫлетпӗр. Килӗштерсе ӗҫленин тепӗр енӗ — Раҫҫейӗн регионӗсенче сывлӑх центрӗсем уҫасси», — тенӗ Джанита Лиянаге.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра Лариса Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайран пӗрремӗшӗ) сӑвӑҫпа тӗлпулу иртнӗ.
Методика зарядки евӗр йӗркелекен мероприяти ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма, ҫыравҫӑсене лайӑхрах пӗлме май парать. Лариса Петровӑн нумаях пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» сӑвӑ пуххийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки ыйтса пӗлнӗ, сӑвӑсем итленӗ.
Библиотекарьсем Лариса Петрова камӑн сӗнӳ-канашне итленине, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе ӑҫта тӗлпулнине те пӗлесшӗн пулнӑ. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас ыйту та ҫӗкленнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн.
Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа калаҫу) тӗлпулусем иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ меропрятие ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ. Вӗсемпе студентсем, шкул ачисем тата шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва Альбина Юрату, Ордем Гали, Раиса Воробьева, Лидия Филиппова, Зоя Сывлӑмпи, Улькка Эльмен, Людмила Сачкова пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушнипе ҫак эрнекун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамне юсаса ҫӗнетекен организаци элчисемпе хула ҫыннисен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Тӗлпулу «Салют» КК-ра иртӗ. Пуҫламӑшӗ 10:00 сехетре.
Хула ҫыннисемпе тӗлпулӑва «Дорисс» ПАО организацийӗн, саккаса тӑратнӑ Шупашкар хулин «ЖКХпа тирпейпе илем кӗртессин управленийӗ» МБУ элчисем, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх чиновникӗсем тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ҫыннисем килӗҫ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахлӑ урама малалла юсаса ҫӗнетес ӗҫсем кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Паллах, хӑшпӗр кунсенче водительсен транспорт юхӑмне чарнипе тӗл пулма тивӗ. Ҫавӑн пекех Граждан тата Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ункӑна реконструкцилеме пуҫлани те хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене кӑларса тӑратать. Троллейбуссемпе автобуссем валли ку тапхӑрта ҫӗнӗ схемӑсем хатӗрленӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов республикӑри паллӑ художниксем: Раиса Терюкалова тата Виталий Петров (Праски Витти) — патӗнче пулнӑ.
Курнӑҫура ӳнер ӑстисен пултарулӑхри планӗсене, вӗсен уйрӑм куравӗсене республикӑри музейсенче уҫассине сӳтсе явнӑ. Министр художниксен сывлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ.
Художниксене министр чӑваш культурине ҫӗршыв тата тӗнче шайне кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери писательсен кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи ӑсти» поэзи каҫӗ иртнӗ.
Поэзие юратакансем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуланӑ. Музей ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти сусӑррисен интернат-шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Зинаида Кадерова «Атӑла алтӑрпа айлатаймӑн» сӑввине питӗ илемлӗ вуланӑ. Унӑн вӗрентекенӗ те Наталия Арсентьева Хусанкай сӑввинчи кашни сӑмахне витӗмлӗ каланӑ.
Лидия Саринепе Марина Карягина хӑйсем ҫырнӑ тата урӑх чӗлхерен куҫарнӑ сӑввисемпе савӑнтарнӑ.
«Телей» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Наталия Арсентьева) Юрий Сементерӗн сӑмахӗсемпе Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсене ятарласа поэзи каҫӗ валли хатӗрленӗ.
Дмитрий Краснов вице-премьер тата республикӑн промышленность министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Кондратьев «Трансэнергопром» тӗп директорӗпе Елена Климашевскаяпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура электротранспорт валли республика лаптӑкӗнче заправка станцийӗсен йышне вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2030 ҫул тӗлне 160 станци таран тума палӑртнӑ. Вӗсемпе электромобильсене ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ самокатсене те авӑрлама май пулӗ.
Ҫавӑн пекех республикӑра электромобильсен каршерингне йӗркелесе ярас план пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ пуҫарусен тӗллевӗ — углерод йӗрне чакарасси.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫ Антонина Андреева республикӑри тӗрлӗ шкула ҫитсе «Тӑвӑлта ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл» ятпа лекцисем ирттерет. Вӑл, сӑмахран, Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт шкулӗнче пулнӑ. «Халӗ Пушкин картти пуррине кура Ҫeҫпӗл Мишшин асӑну ҫулталӑкӗ пирки калаҫма шкул ачисемпе тӗл пулма аван!» — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи.
«Пит аван пулчӗ пӗp шухӑшлӑ та пултаруллӑ чӑваш лекторне итлеме... Тавах сире, Антонина Васильевна, ачасене черчен те хастар чӗреллӗ Ҫeҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ чӑвашлӑха упрама, хисеплеме вӗpeнтсе чӗнсе каланӑшӑн...» — тав туса ҫырнӑ Фейсбукра Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, халӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан чӑваш чунӗллӗ хастар Марина Якимова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |