Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фонд (президенчӗ Олег Мустаев) премийӗпе орденне тӑван халӑх умӗнче наука, литература, искусство, журналистика, архитектура тата спорт енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ. Кӑҫал лауреатӑн хисеплӗ ятне тата премине Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев (чӑваш халӑх ӑс-хакӑлне ӳнер витӗр ҫине тӑрса ӗҫлесе тӗнче шайне ҫитернӗшӗн), Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа автономи председателӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Константин Яковлев (чӑваш чӗрӗлӗхӗпе пӗрлӗхӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн), Чӗмпӗрти усламҫӑ, Чӗмпӗр, Сарӑ Ту, Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен энциклопедийӗн редакторӗ тата пӗртен-пӗр спонсорӗ (чӑвашсен еткерлӗхне аталантарса упрама тӑрӑшнӑшӑн) илме тивӗҫнӗ.
Пӗлсе тӑма: Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фондне ҫак ятлах телекӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Олег Николаевич Мустаев йӗркеленӗ. 1992 ҫулта пултаруллӑ чӑвашсене татах хавхалантарас шутпа фондӑн ятарлӑ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен премине туса хунӑ. 2002 ҫулта унӑн ятарлӑ паллине ҫирӗплетнӗ, ӑна И.Я.Яковлев орденӗ ятпа преми ҫумне пама тытӑннӑ.
Юпан 27-мӗшӗнче Тутарстанра чӑваш наципе культура автономийӗн VII отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Унта культура автономийӗн представителӗсемсӗр пуҫне вырӑнти влаҫ органӗсенчи ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Енрен те элчӗсем пулчӗҫ — культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, «Янра юрӑ» ансамбль. Татьяна Казакова Чӑваш Ен президенчӗн, Николай Федоровӑн, салам сӑмахӗсене вуласа пачӗ.
Конференцире Тутарстан чӑвашӗсен умӗнче тухса тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ҫитӗнӳсем пирки те манса каймарӗҫ — «Учӳк», «Уяв» ирттересси, ҫамрӑксемпе ӗҫлесси кунта йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Суйлавра культура автономине малашне ертсе пыма унчченхи пекех Константин Яковлева шанса пачӗҫ.
Чӑваш Енрен ҫитнӗ «Янра юрӑ» (сӑмах май, ӑна Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслава Христофоров ертсе пырать) конференцине пухӑннӑ ҫынсене юрӑпа савӑнтарчӗ.
Ҫак кунсенче Лениногорск хулинчен ырӑ хыпар ҫитрӗ: пирӗн кулленхи автор Валери Туктар ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. 80 страницӑллӑ кӑларӑм «Пӳлер кӗввисем» ятлӑ. Ҫӗнӗ кӗнекере автор тӗпрен илсен чӑвашлӑх ыйтӑвӗсене хускатать. Чӑн чӑваш чунӗ сисӗнет сӑвӑсенче. Тӑван ҫӗршыв, тавралӑх, Тутарстанри ял-хуласем сӑвӑҫшӑн темрен хаклӑ пулни сӑвӑсен ятӗнченех курӑнать: «Пӳлер, Пӳлерӗм», «Саврӑш, Саврӑш», «Эх, Сӗнчелӗм, асамлӑ та селӗм», «Лениногорск», «Пӑлхар» тата ытти те.
Кӗнекене Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире пичетленӗ. «Пӳлер кӗввисем» — Аксу районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халь Лениногорск хулинче пурӑнакан авторӑмӑрӑн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ. Валерий Александровича ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ тата Раҫҫей Писательсен союзне кӗнӗ ятпа чӗререн саламлатпӑр. Малашне те кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма вӑй-хӑват сунатпӑр.
Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.
Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.
Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.
Нумай пулмасть «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн ертӳҫи Алексей Наумов Тутарстанра гитарӑпа каласа чӑвашла юрлакан ҫамрӑксен тӗлпулӑвне йӗркелеме шут тытнине пӗлтерчӗ. Бардсен тӗлпулӑвне утӑн 11-12 мӗшӗсенче Пӳлерти Валем хуҫа ҫӑлкуҫӗ патӗнче ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта палаткӑра ҫӗр каҫма, кӑвайт ҫинче хӑйшӗн апат ӑшӑтма тата гитарӑпа каласа юрлама вӗренес текен пур ҫамрӑка та йыхравлаҫҫӗ. Тӗлпулура пӗрлехи концерт, вырӑнти историпе палашни, гитаристсен мастер-класӗсем, чӑвашла ятсем илес ритуал кӗреҫҫӗ. Гитаристсем авалхи Сӑвар хули пулнӑ вырӑна та ҫитсе курма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗлпулӑва Шупашкар, Ӗпхӳ ҫамрӑкӗсем хутшӑнма кӑмӑл туни паллӑ.
Ҫак мероприяти ТР ЧНКА ҫумӗнчи Ҫамрӑксен канашӗ, «Пума» ҫулҫӳрев агенстви, «Асамат» студи пулӑшнипе иртет. Информаци тӗлӗшӗнчен «Чуваш.Орг» интернет-пӗрлешӳ тата «Сувар» хаҫат пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 89274038854, 89179076881.
ПУШ | 25 |
2009 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче «Суварӑн» штатра тӑман корреспонденчӗ, Тутарстанри чӑвашсен «Ҫичӗ ҫӑл», каярах «Салам» радиокӑларӑмсене пуҫарса ертсе пынӑ Петр Михайлович Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.
П.М.Миров Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Якаелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Самар облаҫӗнчи ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Самар облаҫӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗн тивӗҫӗсене туса пынӑ. Салтака кайсан Львоври аслӑ политучилищӗре вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен 25 ҫул ҫар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫленӗ. Хӗвел Анӑҫ Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Ҫӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атӑл тӑрӑхӗ – таҫта та ҫитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗ панӑ тӑван чӗлхене темӗнле аякри ют ҫӗршыва ҫитсен те манман.
Отставкӑна тухсан Петр Михайлович чӑваш культурине «вӑратса» аталантарас ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 ҫулта чӑвашла «Ҫичӗ ҫӑл» передача эфира тухма пуҫлать, каярах вӑл «Салам» ятпа тухма тытӑнчӗ.
Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки — чӑвашсемшӗн хаклӑ ял.
Кунта 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсен Аслӑ Вӗрентекенӗ, чӑваш ҫырулӑхне, литература чӗлхине пуҫарса яраканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралса ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш ҫыннин тертпе-хӗнпе иртекен кун-ҫулне телейлӗрех тӑвасчӗ тени мӗн ачаранах канӑҫ паман ӑна. 1868-мӗш ҫулта Чӗмпӗрте Чӑваш шкулӗ уҫма мехел ҫитернӗскер, хӑйӗн пӗтӗм кун-ҫулне вӗрентӳ ӗҫне халалланӑ. Чӗмпӗр шкулӗ 1000 ытла вӗрентекене, ҫав шутранах тӑван литература анинче уйрӑмах тарӑн йӗр хӑварнӑ К.В. Иванов, Тайӑр Тимкки, Н. Шупуҫынни, Федор Павлов, Марфа Трубина тата ытти ҫыравҫӑсене те вӗрентсе ӑс панӑ.
Манмастпӑр эпир те, паянхи ӑру, И.Я. Яковлевӑн вышкайсӑр пысӑк ӗҫне. Унӑн «Халалне» яланах асра тытса пурӑнатпӑр.
Акӑ, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлқ паракан вӑтам шкулти саккӑрмӑш тата тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем, вӗсен вӗрентекенӗсем — Н.
Пушӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ЧНК хӑйӗн VII пухӑвне ирттерӗ. Раҫҫей тӑрӑхӗнчи чӑвашсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пухӑнӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.
Пухӑва 500 ҫын патнелле пуҫтарӑнӗ. Вӗсенчен 102 делагат — Раҫҫейри 29 регионтан, тата 6 ют патшалӑхран килӗ. Чи пысӑк ушкӑн Чӑваш ҫӗрӗнчен пулӗ — 230 ҫын. Ҫавӑн пекех пысӑк ушкӑнсем Тутарстанран, Пушкӑртран, Ӑремпурк, Самар, Свердловск, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен пулӗҫ. Мускавпа Питӗрти ушкӑнсен йышӗ те пысӑк пулӗ.
Пухура пӑхса тухма палӑртнӑ ҫивӗҫ ыйтусем: 2010 ҫулта Раҫҫей ҫыравне ирттерессипе ҫыхӑннисем, ЧНК уставне улшӑнусем кӗртесси.
Хӑнасем ҫавӑн пекех пушӑн 19-мӗшӗнче Я.Г. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерме палӑртнӑ чӑваш костюмӗн уявне хутшӑнӗҫ.
Пушӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче пухӑва килнӗ делегатсем республикӑри вӗренӳ заведенийӗсен представителӗсемпе тӗл пулӗҫ — чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсем валли культурӑпа вӗрентӳ учрежденийӗсем валли вӗрентекенсене хатӗрлес ӗҫе пӑхса тухӗҫ.
Тутарстанра тухса тӑракан «Тӑван ен» хаҫат 75 ҫулхи юбилейне уявларӗ.
Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1933 ҫулта пичетрен тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1000 тиражпа, «Коммунар» ятпа пичетленнӗ. Хаҫатӑн Ҫӗпрелте хӑйӗн типографийӗ пулнӑ. Вӑхӑт шунӑ ҫеммӗн хаҫат та улшӑнса пынӑ. 1967 ҫулта ячӗ «Ҫӗнӗ ҫул» (выр. «Новый путь») пулса тӑнӑ. Хальхи ятпа 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа тухать. Редактор вырӑнне тӗрлӗ вӑхӑтра А. Гатауллин, М. Ильмурзина, Е. Жирнова, Р. Замалтдинова, тата ыттисем йышӑннӑ.
Паян хаҫат 5 пинлӗ тиражпа тухать. Тӗп редактор — Т.П. Игнатьева. Хаҫат учредителӗ — ТР «Татмедиа» массӑллӑ ҫыхӑну агентстви.
Хаҫат малашне те вулакансен кӑмӑлне каясса шанатпӑр! Малашне те интереслӗ, пурнӑҫри пулӑмсене туллин ҫутатма сунатпӑр!
2008 ҫулхи раштавӑн 1-3-мӗшӗсенче Хусанта «Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ вӗренӳ саккунӗсен условийӗсенчи вӗрентӳ тытӑмӗн патшалӑх тата тӑван чӗлхисем» темӑпа регионсен наукӑпа практика семинарӗ иртрӗ. Унта чӑваш, якут, пушкӑрт, палкар, хакас, алтай, тува, тутар тата ытти хӑш-пӗр тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхе тата вӗрентӳ специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗп ыйту — вӗренӳ стандарчӗсенчи наци компоненчӗн пуласлӑхӗ. Тӳрӗрех каласан, наци компоненчӗ текен ӑнлану ҫук ҫӗнӗ саккунта. Ҫакӑ тӑван чӗлхене, тӑван халӑх историне вӗрентес йӗркене урӑх ҫулпа чуптарать. Вырӑс мар чӗлхесен патшалӑх чӗлхин статусне, вӗрентӳ саккуне кӗртнӗ улшӑнусемпе пӗтерсе, наци республикисенче тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтӑва шкулсемпе общественнӑҫ аллине парас шухӑш тӗп вырӑнта тӑрать. Ку мӗн патне илсе ҫитерме пултарни каламасӑрах паллӑ. Малашне ку саккунпа килӗшӳллӗн Республикӑн патшалӑх чӗлхине вӗрентес ӗҫ - патшалӑх ыйтӑвӗ тата ӗҫӗ мар иккен, уйрӑм ҫынсен, тӗрлӗ пӗрлешӗвсен тата шкулсен ӗҫӗ.
Чӑваш е ытти наци чӗлхисене вӗрентес ыйтӑва патшалӑх мар, ашшӗ-амӑш пухӑвӗсенче татса пама пуҫласан, паллах, ним ыррине те ан кӗт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |