РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗ. Унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулура граждан обществинче МИХсен рольне пысӑклатас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Калаҫу сехет ҫурӑна тӑсӑлнӑ. Леонид Волков чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл телекуравра Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркипе паллаштаракан тепӗр ярӑм тума сӗннӗ. Унтах Владимир Васильевпа Зоя Яковлева хӑйсен фильмне, Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗскере, кӑтартнӑ.
Тӗлпулу вӗҫленсен Леонид Волков общество телекуравне Чӑваш Ен хӑтлавне чӗннӗ. Лешсем хирӗҫлемен.
ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухнӑ. Унта Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑ сӑввисен авторӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату пулнӑ.
Телекӑларӑм ярӑмне пӗтӗмлетсе тата Константин Иванов ҫулталӑкӗпе Литература ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа Анатолийпе Надежда Никитинсем раштавӑн 23-мӗшӗнче ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ. Унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем те пулӗҫ. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем тата «Янташ» ушкӑн паллаштарӗ. Шоу-концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче 18:30-ра пуҫланӗ.
Унсӑр пуҫне, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр концерт — Ҫӗнӗ ҫула халалланине — хатӗрлӗҫ. Вӑл «Салют» культура керменӗнче иртӗ, 18:30-ра пуҫланӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Леонид Якубовичӑн «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Петрова Мускава аслӑ ывӑлӗпе Кириллпа кайнӑ.
Вӗсем эфира утӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Леонид Якубович шупашкарсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Ара, вӑл хӑй кунта час-часах килсе ҫӳрет вӗт. Кирилл Леонид Якубович пирки ҫырнӑ сӑвва вуланӑ. Унта вӑл икӗ пӗчӗк арчана уҫма ӗмӗтленни пирки каланӑ. Телеертӳҫӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлантарнӑ. Кирилл укҫаллӑ арчана уҫнӑ.
Шел те, Наталья Петрова финала тухайман. Анчах вӗсем Мускавран савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Ку вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканал эфирӗнче Дмитрий Киселевӑн «Вести недели» автор программинче Чӑваш Республикине халалланӑ ятарлӑ репортаж тухӗ.
Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулса курнӑ. Вӗсем унта хресчен фермер хуҫалӑхне, акушер пунктне кӗрсе тухнӑ.
Кунсӑр пуҫне федераци телеканалӗн телекамера объективне Шупашкарти федераци травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ, Трактор савучӗ, «Олимпийский» стадион, Чӑваш драма театрӗ тата ыттисем лекнӗ.
«Вести недели» вырсарникун эфира каҫхи 8 сехетре тухӗ.
Чӗмпӗрти «Губернаторский» Культура керменӗнче «Еткер» телекӑларӑмӑн 25-ҫулхи уяв каҫӗ иртрӗ.
1989 ҫулта Чӗмпӗр КПСС Обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Ю.Ф. Горячевӑн наци политкипе облаҫра тӑватӑ наци телевиденийӗ тата наци хаҫачӗсем тухма тытӑннӑ: чӑвашла, тутарла, нимӗҫле тата мӑкшӑлла. Хальхи вӑхӑтра чӑвашла «Еткер» тата тутарла «Чишме» кӑларӑмсем тухаҫҫӗ.
«Еткерӗн» малтанхи тӑватӑ кӑларӑмне Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Атӑл» телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Римма Шепелькова вырӑсла ертсе пынӑ. Чӑвашла пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫав вӑхӑтран тытӑнса паянхи кунччен ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Олег Николаевич Мустаев аслӑ редактор йӗркелесе ертсе пырать. Уяв каҫне пуҫтарӑннӑ тулли зал умӗнче пӗрремӗш сӑмах на пулчӗ.
— Эпӗ Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче уҫӑлнӑ чӑваш кӑларӑмне ертсе пыма килнӗ улттӑмӗш журналист. Мана Чӗмпӗре Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ вӑхӑтра ячӗҫ. Унччен килнӗ чӑваш журналисчӗсене кунти ӗҫ условийӗсем тивӗҫтермен. Малти пулма, ҫӗнӗрен ӗҫе йӗркелесе яма никама та ҫӑмӑл мар.
Тӗрлӗ ток-шоу пӑхма юратакансем Раҫҫейӗн паллӑ актерӗ, «Жесткий романс» фильмра выляса ят ҫӗнсе илнӗ Лариса Гузеева ертсе пыракан «Давай поженимся» кӑларӑма сиктермеҫҫех-тӗр. Ӑна 1-мӗш каналпа эрне варринче каҫсерен кӑтартаҫҫӗ. Кӑларӑма такам та пырать. Пуянни те, пуянах марри те, палли те, паллах марри те.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ток-шоуна Кубӑра пурӑнакан Вилкин текен каччӑ авланас йӳтӗмпе пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вырӑс хӗрне арӑм тӑвасшӑн. Хӗрсемпе паллаштарма тытӑниччен каччӑн амӑшӗ Вилкин хӑйӗн ывӑлӗ мар пулин те ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ывӑл евӗр пӑхса ӳстернине пӗлтерчӗ. Унтан ҫав хӗрарӑм Вилкин амӑшӗ Лариса Гузеева тесе хучӗ. Гузеева тунса тӑмарӗ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Кубӑра пулнине, унти пӗр арҫынпа «роман» пулнине, унпа ача ҫуратнине йышӑнчӗ. Вилкина ыталаса илчӗ, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑма тав турӗ, мӗншӗн малтанах хӑйне шыраманнипе кӑсӑкланчӗ. Хумханнӑҫи пулса кӑларӑма ӳкернӗ ҫӗртен айккинелле пӑрӑнса та илчӗ. Унтан хӑйне алла илнӗҫи туса, «Кӑларӑма манӑн ертсе пымаллах», — тесе тепӗр хут пырса ларчӗ.
Анчах ку вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи шӳт пулнине кӑларӑма ертсе пыракансем шарламасӑрах ирттерчӗҫ.
Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, эфира тухнӑ «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра Шупашкар хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ. Ольга Александровна Тимофеева-Оболенская поэтесса та ыттисем пекех тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн тӑрӑшнӑ.
Шел те, Ольга Александровна финала тухайман пулин те Леонид Якубовича вӑл хӑйӗн хушамачӗпе тӗлӗнтернӗ. Пирӗн ентеш пӗрремӗш тапхӑра Сарӑтури тата Тверьти ҫынсемпе лекнӗ.
Ольга Александровнӑн паспорт ҫинче хушамачӗ Тимофеева-мӗн. Оболенская — псевдоним иккен. Хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырнине пӗлтернӗ.
Ольга Александровнӑн асламӑшӗн амӑшӗ Оболенская хушаматлӑ пулнӑ. Ентеш телеертӳҫӗне парнесемпе савӑнтарнӑ. Леонид Якубович Шупашкар чи таса хула пулнине пӗлтернӗ. Ун пекки вӑл хальлӗхе ниҫта та курман-мӗн.
Тапхӑрта Тверь хӗрарӑмӗ ҫӗнтернӗ. Ольга Александровна ҫапла финала ҫитеймен.
Раҫҫей телеканалӗнче чӑвашсем пирки калаҫнӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче «Мужское\Женское» телекӑларӑмра Ҫӗнӗ Шупашкарти Наталья Шименкова историйӗ пирки сӑмах пынӑ.
Наталья темиҫе уйӑх каялла суд сакки ҫине лекнӗ. Вӑл упӑшкине «саккаспа» вӗлерттересшӗн пулнӑ-мӗн.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вара Наталья Шименковӑна ЧР Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗплӗ пралук леш енчен кӑларнӑ.
Телекӑларӑмра Наталья экс-упӑшкипе тӗл пулнӑ. Константин Денисов, упӑшки, арӑмне тата ывӑлне кӳрентерни пирки тунман. Наталья упӑшки хӑйне ҫапла тытнӑшӑн хӑйне айӑпламасть-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, киллер мӑшӑрне вӗлерни пирки пӗлтерсен — ӗненмен.
Кӑларӑм ертӳҫи Александр Гордон лару-тӑрӑва уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. «Икӗ ен те ухмаха тухман-и?» — тесе ыйтнӑ вӑл. Ыйту уҫӑмланмӗччӗ-и тен, анчах кӑларӑма Константинӑн юлташӗ килнӗ те упӑшки те арӑмӗ валли киллерсем тупни пирки пӗлтернӗ. Вӗсем гастарбайтерсем, молдавансем, иккен…
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Леонид Якобовичӑн «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» черетлӗ телекӑларӑмӗ эфира тухрӗ. Унта Чӑваш Енри ҫынсем те хӑш чухне хутшӑнаҫҫӗ.
Хальхинче телекӑларӑма Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Маргарита Богатырёва ҫитнӗ. Вӑл финала тухайман, анчах… Ентешӗмӗре хаклӑ парнепе кӗтмен ҫӗртен савӑнтарнӑ.
Ку — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне. Кӑларӑмра конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Конкурс ҫӗнтерӳҫи Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ поселокӗнчи Маргарита Евгеньевна Богатырёва пулӗ!» — пӗлтернӗ кӑларӑм вӗҫӗнче.
Ентешӗмӗр савӑннипе куҫҫульленнӗ те. Ара, ӑна Мускавра хваттер туянмалли 5 миллионлӑх сертификат тыттарнӑ-ҫке-ха.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ.
Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |