Нумаях пулмасть Шупашкарти Татьяна Тихонова пенсионера ОТР каналпа кӑтартрӗҫ. «Активная среда» телепередачӑна ӑна нимеҫӗ (волонтер) пулнӑран чӗннӗ.
Утмӑла ҫывхаракан хӗрарӑм Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта 2016 ҫулта йӗркеленӗ «Экспресс бабушки» (чӑв. Экспресс асаннесем) проекта хутшӑнать, нимеҫӗ пулса ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать.
Шупашкар хӗрарӑмӗпе телесюжетра «бабушка со стажем» (чӑв. стажлӑ асанне) тесе паллаштарчӗҫ. Тата унӑн пилӗк мӑнук тесе каларӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ — хӑйӗн. Ыттисем — ют ҫынсен ачисем. Хастар пенсионер вӗсене пӑхать. Кашни кунах мар. Эрнере — пӗр-икӗ хут. Темиҫешер сехет.
Хальхи вӑхӑтра хӗрарӑм Шупашкарти виҫӗ ачаллӑ Андреевсене пулӑшнине пӗлтерчӗҫ. Кӗҫӗннисене, улттӑри йӗкӗрешсене, амӑшӗ тепӗр чух кинемейпе шанса хӑварать.
Пӗрремӗш телеканалпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Авланар-и?) телепередачӑн ӗнерхи кӑларӑмне чӑваш каччисем, 26 ҫулти йӗкӗрешсем, хутшӑнчӗҫ. Ял ятне калани уҫӑмлӑн илтӗнмерӗ те, ӑҫтанне ҫирӗплетсе калама йывӑртарах.
Кадр хыҫӗнчи сасӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫа ӗҫлесе илес тесе ачасем мӗн пӗчӗкрен ялта ӗҫленӗ. Вырӑсла пӗлменскерсем (каччӑсем пирки ҫапла каларӗҫ, хӑйсем те ҫавнах палӑртрӗҫ) виҫӗ ҫул каялла пӗчӗк мулпа ҫӗршывӑн тӗп хулине тухса кайнӑ. Халӗ вӗсем электроника сутакан интернет-лавккасен сетьне йӗркеленӗ, Люблино хулинче хваттер тара илсе пурӑнаҫҫӗ.
Каччӑсем хӑйсем пекех ялтан Мускава кайса пурнӑҫри вырӑнне унта тупма ӑнтӑлакан йӗкӗреш пикесене (вӗсем 21 ҫулта, Мускаври ют ҫӗршыв компанийӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫлеҫҫӗ) суйларӗҫ: Дмитрий — Лизӑна, Денис — Вероникӑна.
«Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) телеканалпа хальхи вӑхӑтра «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк) телепроект пырать. Ӗнер эфира тухнӑ кӑларӑмра Шупашкарти арҫын ачана кӑтартрӗҫ.
Хулари 31-мӗш шкулта вӗренекен
Александр Долинский Мускаври Бажена Павленкӑпа сцена ҫине тухрӗ. Хӗрачапа вӑл телепроектра паллашнӑ иккен. Иккӗшӗ те «Актерское мастерство» (чӑв. Актер ӑсталӑхӗ) номинацире тупӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле сӑвӑ вуларӗҫ.
Александр Чӑваш Енрен пулнине кура телеертӳҫӗ ӑна чӑвашла сӑвӑ вулама ыйтрӗ. Ача чӑвашла начар пӗлнине пытармарӗ, ҫапах та вӑл шкул программинчи тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвва аса илчӗ, «Вӗрентекен» ятлӑскер учителе сума сунине уҫӑмлатрӗ.
Шупашкар ачи реаниматолог-врач пулма ӗмӗтленет.
Телепроектра Александр ҫӗнтертӗр тесен http://ptica.tv/votes сайта кӗрсе уншӑн сасӑламалла.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнакан Анна Николаева «Поле чудес» (чӑв. «Тӗлӗнтермӗш уй») телекӑларӑмра пулнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эфира тухнӑ.
Анна Николаева кӑларӑма чӑваш наци тумӗпе килнӗ. Вӑл Леонид Якубович патне пӗччен мар ҫитнӗ. Унпа пӗрле телекӑларӑма фольклор ушкӑнӗ те пынӑ. Ансамбль куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗпе чӑвашла юрланӑ. Пирӗн ентешсем сцена ҫине ҫӑпата сырса тухнӑ. Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри ҫакна сивлесе калаҫнӑ. Чӑвашсем ҫӑпатапа тухса чӑваш ятне янӑ имӗш. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку ята яни мар, тӗнчене чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗрки пирки пӗлтерни. Маттур, ҫичӗпӳртсем!
Чӑваш хӗрарӑмӗ пушӑ алӑпа килмен. Вӑл телеертӳҫе картина, кӗнеке, наци тумне тӑхӑнтартнӑ пукане, кучченеҫ илсе парнеленӗ. Леонид Якубович канихвета тӳрех ачасене валеҫнӗ.
Шел те, Анна Николаева финала тухайман. Параппан ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл тӗрӗс мар саспалли каланӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Lavproductions» компанин ӳкерӳ ушкӑнӗ килсе кайнӑ. Пултарулӑх ушкӑнне Андрей Леонтьев журналист ертсе пынӑ. Тӳрех палӑртар, асӑннӑ компани Discovery Сhannel телеканал валли «Раҫҫей ҫулӗсем» ятпа кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрлет.
Хальхинче ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ тата унта кивӗ тракторсене епле майпа ҫӗнӗ сӑн кӗртни пирки кӑсӑклӑ телекӑларӑм хатӗрленӗ, ҫак музейӑн директорӗнчен Альберт Сергеевран интервью илнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, телепередача ӳкернӗ ҫӗре Шупашкарти 5-мӗш гимнази вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне каласа хӑвармалла, хайхи журналистсем шурӑ Шупашкар тата Трактор тӑвакансен савучӗ пирки темиҫе сюжет ӳкернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ТВ-3 телеканалпа «Дневник экстрасенсов» кӑларӑмӑн Канаш хулинче ӳкернӗ серийӗ экран ҫине тухӗ. Нумаях пулмасть паллӑ экстрасенс Татьяна Ларина унта килсе кайнӑ.
Экстрасенс 16 ҫулти ача вилӗмне уҫӑмлатма ҫитнӗ. Ҫамрӑк нумаях пулмасть вилнӗ. Татьяна Ларина малтан ҫынсемпе вышка патӗнче тӗл пулнӑ, кайран масар ҫине кайнӑ.
Экстрасенса ачан тӑванӗсем чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫамрӑкскер мӗншӗн вилнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Анчах тӑванӗсем ҫакна ӗненмеҫҫӗ.
Ытларахӑшӗ Татьяна Ларина экстрасенса «Битва экстрасенсов» финалисчӗ пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ачан тӑванӗсене мӗнпе пулӑшайнӑ-ха? Ҫакна телевизор курсан пӗлеетӗр.
«Кунта ҫур Чӑваш Ен пуҫтарӑнать», — ҫапла ҫавӑрттарса хучӗ Мускавра ӳт сутса пурӑнакан хӗрарӑмсенчен пӗри оперативниксене. Кӑларӑма ТВЦ телеканалпа кӑтартнӑ.
Телеертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, хайсен ӳтне сутакансем хушшинче тӗрлӗ хаклисем тата темли те пулнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗсем йӑлӑхтарса ҫитернисем те хӑйсем валли чун киленӗҫне унта тупма пултарнӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ автономи округӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Кузьминка, Люблино, Рязань проспектӗнчи ҫӗр хута ҫул хӗррине тухса тӑнӑ кӗске аркӑллӑ хӗрарӑмсене тытса чарнӑ. Право хуралҫисен аллине 18-ӑн ҫакланнӑ. Вӗсен ҫулӗ — 24-ран пуҫласа 41-ччен.
Телесюжетран хӗрарӑмсенчен пӗри унччен те йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни палӑрать. Анчах вӑл ҫакна йышӑнасшӑн мар, ун ячӗпе урӑххисем усӑ курма пултарнӑ тенине ӗнентересшӗн. «Кунта ҫур Чӑваш Ен пуҫтарӑнать», — тесе каланӑ май ыттисем ун ячӗпе витӗнме пултарнӑ тесшӗн пулчӗ.
Наци телекуравӗн эфирӗнче паян «Учим чувашский» (чӑв. Чӑвашла вӗрентепӗр) телекӑларӑмӑн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлмалла. Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ ярӑмра куракансем Мускавран Шупашкара килнӗ Андрейпе паллашӗҫ. Андрей вара иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне хӑнана чӑваш чӗлхи вӗренме килнӗ. Иккӗмӗш сезон 6 кӑларӑмран тӑрӗ. Вӑл вӑхӑт хушшинче Андрей интереслӗ ҫынсемпе паллашӗ, ҫӗнӗ чӑваш сӑмахӗсене вӗренӗ, чӑваш чӗлхин ҫыру йӗркине ӑса хывӗ.
Ҫӗнӗ ярӑмри пӗрремӗш кӑларӑм эфира паян тухӗ, ӑна 20:30 вӑхӑтра курма май пулӗ.
Асилтеретпӗр, «Учим чувашский» кӑларӑма «Хавал» хастарсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш наци телекуравӗ пӗрле хатӗрлеҫҫӗ, вӑл вӗсен пӗрлехи проекчӗ шутланать.
Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври чылай массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутрах Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Вӑл тӗслӗхре аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх.
Ҫак экспертизӑна ирттерекенни, тата тӗрӗсрех каласан, анализа илекенни Михаил Клейменов пулнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Шупашкарта чылай ҫул ӗҫленӗ.
Тӗлӗнтермӗш тӗслӗхе Пӗрремӗш каналпа пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаччӑрах) кӑларӑмра ҫак самантра сӳтсе яваҫҫӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачан ашшӗ ывӑлӗн юнне никама пӑхӑнман экспертсене тӗрӗслеттерме Германие ярса парассине пӗлтерчӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Дроздова, «Чӗрӗ планета» общество организацийӗн правленийӗн председательне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Юлашки вӑхӑтра Николай Дроздов Чӑваш Енре икӗ хутчен пулнӑ: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тата пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче. Ку наградӑна ӑслӑлӑх, экономика, социаллӑ культура, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемшӗн параҫҫӗ.
Николай Дроздова ытларах «В мире животных» каларӑм ертӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ӑна 1975 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |