«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ.
1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Ҫамрӑксен театрне ҫитес уйӑхра кайма сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Кун пирки Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ май: «Калама ҫук ҫук илемлӗ те кӗтмен пулӑмсем кӗтеҫҫӗ хаклӑ кураканӑмӑрсене!» — тесе ӗнентереҫҫӗ.
Театра ҫитес уйӑхра каймалли сӑлтавсен шутӗнче хушшинче ҫаксене асӑнса кайнӑ:
1. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш халӑх артистки Лидия Красовӑн юбилей каҫӗнче «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ, кун пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ.
2. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — ачасем валли «Ылтӑн чӗпӗ» юмах. Ашшӗсемпе аслашшӗсем тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.
3. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — премьера. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма чӗнеҫҫӗ.
Ҫитес уйӑхра, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав каҫ театрта «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ.
Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ. Вунҫиччӗре чухне ӑна Ҫамрӑксен театрӗн труппине илнӗ. Унӑн малтанхи ӗҫӗсен шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗпе лартнӑ «Салампири» Лена, П. Осиповӑн «Сӗрме купӑсӗнчи» Устя, А. Матушкинӑн «Любашинчи» Марийка, А.Тлавирӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинчи» Маюк, А. Володинӑн «Юратма пӗлекенсем телейлӗри» Катя.
Паян Лидия Красована театра ҫӳрекенсем пӗлеҫҫӗ, юратаҫҫӗ, вӑл сцена ҫине тухасса кӗтеҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ пьеси тӑрӑх «Куккук куҫҫулӗ» спектакль лартасси пирки каланӑччӗ. Ӗнер театр лартма тата тепӗр авторӑн ӗҫне йышӑннӑ. Вӑл — Александр Пӑрттан «Ир сỹннӗ ҫӑлтӑр» пьеси. Ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев редакциленӗ.
Александр Пӑртта драматург евӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗшӗн те, хӑй артист пулса ӗҫлекен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗшӗн те ҫӗнӗ ят мар. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн тӑватӑ спектакльне лартнӑ. Иккӗшӗ: «Укҫа чул кастарать» тата «Килех килчӗ Тур ҫырни» халӗ те сцена ҫинче пырать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ.
«Куккук куҫҫулӗ» спектакле Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартаҫҫӗ. Спектакль авторӗ — паллӑ тележурналист, сӑвӑҫ. Сӑмах май каласан, Марина Карягина пьеси тӑрӑх маларах чӑваш театрӗнче, анчах ун чухне Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль лартнӑччӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне кӑларма хатӗрленекен спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартать. Режиссер ассистенчӗ — Василий Иванов.
Премьерӑра РСФСР халӑх артисчӗсем Нина Григорьева, Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Вячеслав Александров, Иван Иванов, Валентина Иванова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Александра Зайцева, Сергей Иванов, Петр Садовников тата театрӑн артисчӗсем Ирина Верьялова, Оксана Драгунова, Василий Иванов, Алексей Степанов, Александр Демидов, Галина Кузнецова, Александр Кураков, Евгений Урдюков вылямалла.
Ӗнер, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Тамара Чумакова пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Хурлӑхлӑ ҫак ҫухатушӑн республикӑн Культура министерствипе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хурланнине пӗлтереҫҫӗ.
Паллӑ та пин-пин ҫын юратнӑ юрӑҫпа ыран, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Тамара Чумакова ӗҫленӗ оперӑпа балет театрӗнче 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Тамара Чумакова Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 1932 ҫулта ҫуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин дирижерпа хор уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн малтанласа ӑна Камышин хулине ярас тенӗ, анчах Мускаври комиси «Кун пек юрӑҫа Чӑваш Енрех хӑвармалла!» тесе йышӑннӑ. Ҫапла вӑл юрӑпа ташӑ ансамбльне лекнӗ, 1959 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче ӗҫленӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ.
Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ.
Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ.
Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Федорова 65 ҫул тултарнӑ.
Любовь Федорова Шупашкар районӗнчи Лапсарта ҫуралнӑ. 1972 ҫулта вӑл Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Любовь Федорова ӑсталӑхӗ пирки каланӑ май кирек епле сӑнара та вӑл туртса кӑларма пултарнине палӑртмалла. 43 ҫул тетарта ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл 100-е яхӑн роле калӑпланӑ.
Халӗ театр сцени ҫинче пыракан спектакльсенчен вӑл «Хурлӑхлӑ хурама сассинче» Шерпустана, «Хунямара» Кабатӑна, «Шанель «пике»-ре Капитолина Петровнӑна вылянине асӑнма пулать.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ спектакль лартӗҫ. К.В. Иванов ячӗллӗ ҫав театрӑн художество канашӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен Александр Вампиловӑн "Прошлым летом в Чулимске" пьесине суйласа илнӗ.
Бурят драматургӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман, вӑл 35-рех вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. "Прошлым летом в Чулимске" пьеса ҫырнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулхине "Ангара" альманахра 1972 ҫулта пичетленнӗ. Унти ӗҫ-пуҫ тайга тӑрӑхӗнчи район центрӗнче пулса иртнӗ. Пьесӑри тӗп сӑнар, Валентина, чайнӑйра ӗҫлет. Вӑл Шаманов следователе куҫ хывнӑ. Лешӗн ҫулӗ уҫӑлса пымалла пек, анчах вӑл пысӑк пуҫлӑхӑн ывӑлне айӑплама хӑять.
Спектакль премьерине кӑҫал ҫуркуннне куракан патне ҫитерӗҫ. Спектакле Наталья Сергеева режиссер лартӗ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗ ЧР Халӑх артистне, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫыннине Иван Иванович Иванова юбилейпе саламланӑ.
Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР Халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Иван Ивановичӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, тата нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ.
Театр директорӗ Вадим Ефимов Иван Иванович общество ӗҫӗнче хастар пулнине палӑртнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева та юбиляра ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл пурнӑҫри интереслӗ самантсене аса илнӗ. Паллах, ЧР Халӑх артисчӗ Геннадий Матвеев та юбиляра саламланӑ.
Фойере Иван Ивановӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ. Каҫхине вара Анатолий Хмыт пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Сутӑн илнӗ чыс» спектакль лартнӑ. Эдуард рольне юбиляр калӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |