Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.
Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова 50 ҫулхи юбилее йыхравлать. Вӑл — Чӑваш Республикин ЧР тава тивӗҫлӗ артистки. Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 50 ҫул каялла, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ.
Артистка юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗнче Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» спектакле йыхравлать. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Ирина Архипова Октябрина сӑнарне калӑплать. «Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенӗм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пӗрле ирттерессе шанатӑп», — тесе йыхравланӑ сцена ӑсти тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче.
Патшалӑх запкупкисен порталӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн умне юсама аукцион иртесси пирки пӗлтернӗ. Палӑртмалла: вӑл – республика пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн палӑкӗ.
Аукциона хутшӑнасси пирки пӗр организаци ҫес заявка панӑ. Вӑл – «Дизайн» тулли мар яваплӑ общество. Организаци юсав ӗҫне 18 миллион та 94 пин те 170 тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Реконструкцие 2021 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Театр ҫуртне 1961 ҫулта ҫӗкленӗ. Вӑл – тӑватӑ хутлӑ, путвал та пур. Пӗтӗмпе – 2772 тӑваткал метр.
Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне кӑҫал юпа уйӑхӗнче ирттерессине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ытти ҫулхине ӑна ҫуркунне йӗркеленӗ, кӑҫал кӑшӑлвируса пула май килмен.
Кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Унӑн либреттине пӗтӗм тӗнчери конкурссен дипломанчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Данил Салимбаев чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ. Музыкине хайлама Александр Галкин (ӑна «Аттила – халап ҫурални» балет тӑрӑх чылайӑшӗ пӗлет) композитора ыйтнӑ. Шӑпӑрлансенчен пуҫласа ваттисем таранах кӑсӑклантартӑр тесе хатӗрленӗ ӗҫри кӗвве «Аттила – халап ҫурални» балетран кӑшт ҫӑмӑлтарах ҫырма тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ вӑрӑмах мар икӗ пайран (пӗрремӗшӗ — 40 минут, иккӗмӗшӗ — 35 минута яхӑн) тӑрӗ. Балетра наци кӗввипе те усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫӗн балетмейстерӗ – Данил Салимбаев, художникӗ – Валентин Федоров, дирижерӗ – театрӑн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитне кӑтартӗҫ. Вӑл театрӑн пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пьеса авторӗ — Николай Сидоров, режиссёрӗ — Дмитрий Петров.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «упӑшкипе арӑмӗ, Кахвун (Агафон) тата Акаҫҫи Курочкинсем, пилӗк хӗрӗнчен чи кӗҫӗннине качча панӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ кӑна, Ирина ҫамрӑк упӑшкине пӑрахса каялла таврӑнать. Ку ҫеҫ те мар-ха: аслӑ хӗрӗ Венера та ашшӗ-амӑшне «савӑнтарма» тӑван килне таплаттарса ҫитет! Савмасӑр качча тухнӑскер, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн малтанхи юратӑвне кӗтет. Чуна ҫывӑх ҫынна шыраса тупас, юратӑва упраса хӑварас тесен мӗн чухлӗ вӑй хумалла-ха? Ҫакӑн пек ыйту кӑларса тӑратать куракан умне Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ».
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Самар хулинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Унта «Волжские театральные сезоны» (чӑв. Атӑлҫи театр тапхӑрӗсем) пӗтӗм ҫӗршыври V фестиваль уҫӑлӗ. Мероприятие театрӑн балет труппи А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» (чӑв. Аттилла. Халап ҫурални) балетпа тухса кайӗ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивалӗ иртӗ. Тӗнче хореографийӗн шедеврӗсемпе («Дон Кихот», «Баядерка», «Корсар», гала-концерт) пӗрлех «Хуркайӑк ҫулӗ» балет премьерине кӑтартӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ композитор, педагог, Раҫҫей композиторсен союзӗн пайташӗ Лолита Чекушкина 55 ҫул тултарать.
Лолита Чекушкина 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. 2012-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх парнин лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2001, 2008, 2009, 2010, 2013 ҫулсенче вӑл республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн лауреачӗ ята тивӗҫнӗ.
Пулас композитор 1984 ҫулта Шупашкарти музыка училищинче тата Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Вырӑс драма театрӗнче музыка пайӗн заведующийӗнче, Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра композици преподавателӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ. Симфони оркестрӗ, камера оркестрӗ валли хайлавсем, ача-пӑча фортепьяно пьесисем ҫырнӑ, спектакльсем валли музыка хайлать.
Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пуҫлӑхӗн тилхепине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йышӑнӗ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑра Элтеперӗн суйлавӗ иртрӗ. Унта Олег Николаев суйлавҫӑсен 75,63 процентне пухрӗ.
Элтепер должноҫне йышӑннине Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Ҫавӑн пекех «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» пабликра та трансляцилӗҫ.
Олег Николаев должноҫе йышӑннине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӗҫех ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Вӑл «Шуйттан чури» ятлӑ.
Хальхи вӑхӑтра декорацисене тата геройсен ҫипуҫӗсене хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартаҫҫӗ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева.
Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ.
«Шуйттан чури» трагедие Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр.
Спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |