Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.03.2021 19:37 | 1060 хут пӑхнӑ
Культура

Театр ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхи 21-мӗш хут иртрӗ. Артистсене уявпа саламлама тата ҫӗнтерӳҫӗсемне палӑртма пухӑннӑ уява республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова уҫнӑ.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» ята Вырӑс драма театрӗн режиссерӗ Игорь Лебедев Александр Куприн хайлавӗпе лартнӑ «Поединок» ӗҫ тивӗҫнӗ. Ачасем валли лартнӑ кӑҫалхи чи лайӑх спектакль — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Юлий Кимӑн «Кто Принцессу поцелует?» юмахӗ (режиссерӗ — Алексей Герасимов). Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Павел Бажовӑн юмахӗпе лартнӑ «Серебряное копытце» спектакле (Андрей Галкин ӗҫӗ) музыка тӗлӗшӗнчен лайӑх илемлетнине, Оперӑпа балет театрӗнчи «Капулеттипе Монтекки» оперӑна (Валентин Федоров) сценографи енчен палӑртнӑ.

«Хӗрарӑм чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Прытченкова Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ «Капулетти и Монтекки» оперӑра Джульетта Капулетти сӑнарне калӑпланӑшӑн тивӗҫнӗ, «Арҫын чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире — Вырӑс драма театрӗнче «Поединок» спектакльти Георгий Ромашов сӑнарне вылянӑ Андрей Аверин. «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар» номинацире Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Сергеев (Чӑваш патшалӑх академи театрӗ) тата Иван Снигирев (Оперӑпа балет театрӗ) палӑрнӑ.

#артистсем, #конкурссем, #театрсем, #уявсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем