
Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи Ашкатар ялӗнче Семеновсен ҫемйине хисеп туса мероприяти иртнӗ. Хӑнасене культура ҫурчӗ умӗнче чӑваш апачӗпе кӗтсе илнӗ. Уяв йӗркелӳҫисем «Сӑн ӳкерчӗксенче истори» тата «Семеновсен ҫитӗнӗвӗсем» ятлӑ куравсем хатӗрленӗ. Семеновсен несӗлӗнче учительсемпе тухтӑрсем, спортсменсемпе педагогсем‚ юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем тата купӑсҫӑсем пулнӑ.
«Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ йӑх-несӗл йывӑҫҫин икӗ туратне питӗ интереслӗ хатӗрленӗ. Вӑлах пухӑннисене ҫак ӑрӑвӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ.
Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑвашсен канашӗн ӗҫтӑвком председателӗ Анна Ремпель асӑннӑ ялта йӑла-йӗркесене тытса пынине‚ вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентнине палӑртса хӑварчӗ. Ӑру уявӗ вӑхӑтӗнче «Пикесем» ушкӑн (ертӳҫи – Елена Газизова)‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» халӑх ансамблӗн вокал йышӗ‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи – Марс Хайбуллин) халӑха савӑнтарнӑ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Станислав Отрыванов инженер-строитель, краевед, Чӑваш халӑх академийӗн чӑн пайташӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ.
Станислав Гурьевич 1948 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 38 ҫул Ҫурҫӗрти строительство организацийӗсенче ӗҫленӗ, Архангельск хула администрацийӗн мэрийӗнче те тӑрӑшнӑ. Таврапӗлӳҫӗ, очерксем тата прозӑлла хайлавсем ҫырнӑ.
Станислав Отрывановпа Шупашкарти П. Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ыран, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 11 сехетре сывпуллашӗҫ.

Чӑваш Республикин пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа тӑракан О.А. Николаева
Хисеплӗ Олег Алексеевич!
Виҫӗ уйӑх каярах эпир, Пушкӑрт енчи таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш халӑхӗн чи паллӑ историкӗн, пӗрремӗш философӗн, этнографӗн, общество деятелӗн, писателӗн, педагогӗн Гурий Иванович Комиссаров-Вантерӑн (1883-1969) вилтӑприне Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче шыраса тупрӑмӑр. Ку пархатарлӑ ӗҫре пире унӑн тӑванӗсем пулӑшрӗҫ.
Комиссаров-Вантера чысласа ӗмӗр мӑнаҫланмалӑх историллӗ ӗҫ туса ирттерес тӗлӗшпе эпир, Урал енчи чӑвашсем, сиртен, наци республикин пуҫлӑхӗнчен, пулӑшу ыйтма шутларӑмӑр.
Гурий Иванович Комиссаров-Вантер — чӑваш халӑх нацийӗн хастар патриочӗ, ӑслӑлӑх тӗслӗхӗ. Революциченех Гурий Иванович хӑйӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ «Чуваши Казанского Заволжья», «Смысл мировой истории», «Чувашский саламальник» тата ытти наука ӗҫӗсене ҫутта кӑларнӑ. 1918 ҫулта Ӗпхӳре паян та чуна пырса тивекен «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» кӗнекине ҫырса кӑларнӑ. 1921 ҫулта Хусанта «Чӑваш халӑх историне» кӑларнӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ пулассине Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫулталӑка пӗтӗмлетӗвӗ Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртмеллеччӗ. Унта районсемпе хуласенчи шкулсенче, пултарулӑх ҫурчӗсенче, музейсенче, клубсенче, вулавӑшсенче, архивсенче, таврапӗлӳ ӗҫӗпе тимлекен ытти учрежденипе организацире тӑрӑшакансене йыхравланӑччӗ. Анчах вӑл пуху пулмӗ. Ҫакӑн пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева паян Фейсбукра асӑрхаттарнӑ.
«Шупашкарта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ (COVID-19) сарӑлас хӑрушлӑх пуртан Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ каярах иртӗ», — ҫапларах ҫырса хунӑ вӑл хыпарта.
Пухӑва хӑҫан пухӑнассине каярах хыпарлама шантарнӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсем ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнӗҫ. Пуху Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртӗ.
Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен союзӗн пайташӗсем районти хӑйсен уйрӑмӗсен 2019 ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетӗҫ. Таврапӗлӳҫӗсен союзӗн юбилейӗ тӗлне кӗнеке кӑларас ыйтӑва тишкерӗҫ. Чи лайӑх таврапӗлӳ кӗнекисен авторӗсене чыслӗҫ.
Пухӑва районсемпе хуласенчи шкулсенче, пултарулӑх ҫурчӗсенче, музейсенче, клубсенче, вулавӑшсенче, архивсенче, таврапӗлӳ ӗҫӗпе тимлекен ытти учрежденипе организацире тӑрӑшакансене йыхравлаҫҫӗ.
«Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ», «Этнокультурӑн тава ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене, Тав хучӗсене тивӗҫ тесе шухӑшлакан кандидатсене чыслама сӗнме кая юлман-ха.

Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑшра «Вспомним всех поименно...» (чӑв. Пурне те ятран асӑнар)" кӗнекене хӑталнӑ.
Ӗҫӗн авторӗсем — Кивӗ Ахпӳртри А. Салминпа А. Павлова иккен. Вӗсем — ашшӗпе хӗрӗ. Пӗрле пулса ҫавсем тӑваттӑмӗш кӗнеке пичетленӗ.
Кӗнекене пахалама районти таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсем, библиотекарьсемпе музей, архив ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, авторсен ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем, вулакансем пухӑннӑ.
600 ытла страницӑллӑ кӗнекере ҫыравҫӑсем Туҫа ял тӑрӑхне кӗрекен ҫичӗ ялтан граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хастарсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Истори чӑнлӑхне ҫирӗплетес тесе авторсем Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчӗсемпе, ученӑй-историксен материалӗсемпе тата ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вӑрҫисене хутшӑннисене те манса хӑварман. Кӗнекере вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫне, вӑрҫӑ ачисем ҫинчен ҫырнӑ тӗрленчӗксемпе те паллашма пулать.
«Ку кӗнекене ман Туҫа ял тӑрӑхӗн энциклопедийӗ тесе калас килет. Пур енӗпе те паха та пуян кӗнеке», — тесе хак панӑ Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн членӗ, Н.

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетме пухӑнӗҫ. Пуху республикӑн Наци вулавӑшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн яваплӑ ҫыруҫи тата Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑва пынисене 9 сехет те 30 минутра шута илме пуҫлӗҫ.
Пухӑвӑн кун йӗрки те халех паллӑ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех малашлӑхри аталанӑва палӑртӗҫ. Таврапӗлӳҫӗсем пӗлтӗр пичетленyӗ чи лайӑх кӗнекесен авторӗсемпе чи маттур краеведсене чыслама та ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пухуччен ял тӑрӑхӗсемпе районсенчен, шкулсенчен, gултарулӑх ҫурчӗсенчен, вулавӑшсенчен, музейсенчен, клубсенчен, архивсенчен тата ытти учреждени-организацирен делегатсем суйлӗҫ.

Тутарстанри Пӑва районӗнчи чӑвашсен клуьтура автономийӗн пайташӗсем нумаях пулмасть отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Пуху Кипеккассинчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ.
555 ҫынлӑ ял ят-сум ҫӗнсе илнисене сахал мар ҫуратнипе унтисем тивӗҫлипех мӑнаҫланаҫҫӗ. Паллӑ ҫыравҫӑсем ҫеҫ унтан тӑваттӑн тухнӑ: Сергей Ялавин, Василий Краснов-Асли, Григорий Краснов-Кӗҫӗннни, Валем Ахун. Культура ҫурчӗ умӗнче вӗсен ячӗпе мемориал стели те вырнаҫтарнӑ.
Тутарстанри чӑваш таврапӗлӳҫисем «Тутарстанри чӑвашсем» энциклопеди кӑларасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Вӑл ыйтусене сӳтсе явма пухӑва Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Виталий Станьял, асӑннӑ пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Эдуард Бахмисов, Пӑва районӗнчи чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Ильин, Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн редакторӗ Константин Малышев тата ыттисем хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пурччӗ — ӑна Таврапӗлӳ кунне халалласа ирттерчӗҫ.
Тӗп ыйтусен йышӗнче иккӗ пулчӗ: «Чемен карти» таврапӗлӳпе туризм центрӗнчи ӗҫсемпе паллашасси тата чӑваш халӑхӗн кунталӑкне (календарьне) хатӗрлесси. Пӗрремӗш ыйтупа таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи Сергей Сорокин тухса калаҫрӗ. Паянхи кун тӗлне мӗн туни пинки, мӗн тӑвас шутли ҫинчен пӗлтерчӗ. Сӑмахран, «Чемен картинче» ҫывӑх вӑхӑтра музей хӑйӗн алӑкне уҫмалла иккен. Сергей Лазаревич музейе пулӑшма ыйтрӗ — авалхи почта ӗҫне ҫутатакан япаласем сахалтарах.
Чӑваш халӑхӗн кунталӑкне те сӳтсе яврӗҫ. Сӑмахран, Виталий Петрович Станьял вӑл мӗнлерех пулмалли пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ. Унашкал кӗнеке кашнин килӗнче сӗтел ҫинче выртмалли ҫинчен каларӗ.
Ҫавӑн пекех таврапӗлӳҫӗсем Ленин мавзолейӗ пирки те заявлени йышӑнчӗҫ. Владимир Ильичӑн юнӗнче чӑваш юнӗ те пулнӑран мавзолей тавра тухакан калаҫусем пирӗн халӑха та пырса тивни пирки каларӗҫ, Ленин ӳтне мавзолейрах хӑвармалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Заявленипе пирӗн сайтра паллашма май пур.
Чӑваш Енре краеведенипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. "Водоемы Чувашии" ят панӑскере 2 пин тиражпа пичетленӗ.
Кӗнеке авторӗ - паллӑ таврапӗлӳҫӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта географи вӗрентекен Иван Дубанов.
Чӑваш Енри юханшывсем, пӗве-кӳлӗсем, ҫӑлкуҫсем, шыв управҫисем пирки кӗнеке-альбом пирки пуҫласа кӗнеке-альбом кӑларнӑ.
Унта автор таврапӗлӳҫӗсем, ватӑ ҫынсем каласа панине те, картографи, архив материалӗсене те кӗртнӗ. Экспедицисене маларах асӑннӑ 38-мӗш шкулта вӗренекенсем те ҫӳренӗ, материал пухма пулӑшнӑ.
Автор экологи ыйтӑвӗсене те хускатнӑ.
Кӗнекере биологсен, таврапӗлӳҫӗсен, тӑван тавралӑха тӗпчекенсен сӑн ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ. А.А. Ластухин тата А.А. Яковлев нумай фотопа пулӑшу кӳнӗ.
