Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.
Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.
«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва онлайн меслечӗпе кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑма пултарать иккен.
«М-7 федреаци ҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр ҫинчи инкек уйрӑмах нумай пулса иртекен тата вӗсенче ҫынсем вилекен вырӑнсем пур», — тесе палӑртнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Ҫӗрпӳ ункине, Канаша хӗвелтухӑҫ енчен пырса тӑракан вырӑна, Ишлей ҫулне илсе кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫул-йӗре татти-сыпписӗр пӑхса тӑрса васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн диспетчер службине хыпарлаяҫҫӗ-мӗн. Сывлӑх сыхлав министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав аппарат васкавлӑ пулӑшу машининчен маларах ҫитсе лару-тӑрӑва тӗрӗс хак параять. Ҫапла вара епле пулӑшу кирлине, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшу миҫе машинине ямаллине, пӗлтереет. Ку вӑл медпулӑшу кӳрессин пахалӑхне лайӑхлатма май параять имӗш.
Пилотсӑр вӗҫекен аппарат инкек вырӑнне тӗллеттерет.
Модельне кура хайхи 3 сехетрен пуҫласа 4 сехет таран вӗҫсе ҫӳрет. Хӑй мӗн курнине 50 ҫухрӑм таран инҫӗшне пӗлтерет. Радиоуправлени меслечӗпе унпа 90 километр инҫӗшӗнчен йӗрлесе тӑма пулать теҫҫӗ.
Ака уй ӑхӗн 2-мӗшӗнче ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна аутизмпа аптӑракан ачасене халалланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан: акан 2-мӗшӗнче аутизм пирки информаци сармалли кун.
Шупашкарта аутизм ыйӑвне пӗрремӗш хут хускатнӑ. ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ольга Зайцева юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫак чирпе аптӑракан ачасен йышӗ ӳснине пӗлтернӗ. Халӗ ҫакнашкал 79 шӑпӑрлан шутра тӑрать.
Ҫивӗч тепӗр ыйту — аутизмпа чирлӗ ачасен реабилитацийӗ. Ҫавра сӗтелре ҫак чире маларах тупса палӑртни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман психотерапевчӗ Елена Клинина пӗлтернӗ тӑрӑх, сиплевпе реабилитаци курсне ача 5-6 ҫулта чухнех тытӑнмалла. Аутизм тӗппипех сипленменни паллӑ-ха, анчах хальхи технологисемпе усӑ курса ачана хӑйӗн кӑмлӑлне контрольлеме, хӑранипе кӗрешме вӗрентме пулать. Псхотерапевт хальхи вӑхӑтра аутизм чир мар, ҫыннӑн хӑйне евӗр аталанӑвӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавра сӗтелре аутизмпа чирлӗ ачасене вӗрентесси, воспитани парасси пирки те калаҫнӑ. Ҫакнашкал ачасене пӑхса ӳстерекен амӑшӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, сӗнӳсем панӑ.
Ку кӑлтӑка прокуратура тупса палӑртнӑ. Ҫапла кӑлтӑка Сӗнтӗрвӑрринчи Геркен ячӗллӗ пульницӑра асӑрханӑ.
Унта наркоманипе чирлисене хӑйсенчен ирӗк ыйтмасӑрах сипленӗ пулать. Наркоманипе чирлисен тӗлӗшпе процедура ирттерес умӗн хайхисен шухӑш-кӑмӑлне ыйтманни сиксе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне нарколог пӳлӗмӗ официаллӑ требованисене тивӗҫтерсе тӑмасть иккен.
Сиплев учрежденийӗнче ытти ҫитменлӗхе те асӑрханӑ. Пӗлтӗр, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен 18 водителе ятарлӑ ҫи-пуҫпа тивӗҫтермен.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ ҫитменлӗхсене пӗтермелли пирки пульницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче тухтӑрсен бригадине кӗтсе ларнӑ чухне пульӑран пытанма тивнӗ. Ку пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, паллӑ мар ҫын пневматика пӑшалӗнчен 4–5 хут пенӗ. Ҫавна май васкавла медпулӑшу машинин кантӑкӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, аманнисем ҫук. Вырӑна полици нарячӗ ҫитнӗ, следстви ӗҫне пуҫӑннӑ.
Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр.
Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енри Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнӗ йышши компьютер технологийӗ пуррипе мухтанма пултарать. Вӑл ача кӗтекен хӗрарӑмӑн кӑмӑл-туйӑмне сӑнама пулӑшать.
Ҫӗнӗлӗхпе хӑҫан усӑ кураҫҫӗ-ха? Хӗрарӑм ача ҫуратас умӗнхи тапхӑрта. Уйрӑмах ку варти пепке патологипе ҫуралас хӑрушлӑх пуррисене пырса тивет. Ҫак технологие шӑпах малтан вӗсемпе усӑ курма тытӑнӗҫ. Психофизиологи хатӗрленӗвӗ пулас амӑшне кӗлетке тӗлӗшӗнчен те, кӑмӑл тӗлӗшӗнчен те хатӗрленме пулӑшӗ. Ҫӗнӗлӗх ача кӗтекенскере стреса парӑнтарма пулӑшӗ, тӗрӗс сывлама вӗрентӗ.
Аппарат пулӑшнипе хӗрарӑм организмӗнчи психоэмоци йеркене кӗрет. Занятисем вӑхӑтӗнче профессионал психолог хӗрарӑмӑн психологи шайӗнчи сывлӑхне палӑртӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп гастроэнтерологӗ Лариса Тарасова Питӗр хулинче иртнӗ ҫӗршывӑн гастроэнтерологӗсен XIV съездне хутшӑннӑ. Унта пухӑннӑ тухтӑрсем вар-хырӑм чирӗсемпе епле кӗрешессине, тӗрӗс апатланассине, гастроэнтерологинчи ҫӗнӗ диагностика тата сиплев мелӗсене тата ытти ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Пухӑва хутшӑннӑ Лариса Тарасова сахӑр диабечӗпе тата пӗверпе аптӑракансен вар-хырӑмӗ те чирленине республикӑн клиника пульницин эндокринологи уйрӑмӗн заведующийӗпе Игорь Мадяновпа тата эндоскопи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Надежда Аверинӑпа пӗрле пулса тунӑ тӗпчевпе паллаштарнӑ.
Съездра йывӑр хӗрарӑмсен апат ирӗлтерекен органӗсен чирне палӑртассипе тата сиплессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн туса хума йышӑннӑ. Унта макларах асӑннӑ Лариса Тарасова та лекнӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫӗршывра вырӑсла тухса тӑракан «Сӑнавлӑ тата клиникӑлла гастроэнтерологи» текен журналӑн редакци коллегийӗн членӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл — Гастроэнтерологсен Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑслӑлӑх обществин вице-президенчӗ те.
Элӗк районӗнче амӑшӗ 6 уйӑхри ывӑлне тивӗҫлипе пӑхман. 24 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм ачин сывлӑхӗпе кӑсӑкланман, ӑна пӗчӗкскер мӗнле аталанни те пӑшӑрхантарман.
Сӑра-эрех ӗҫме юратакан хӗрарӑм ачана килӗнче пӗччен темиҫе хут та хӑварнӑ. Пӗчӗкскер выҫӑ выртнӑ, ҫуртри условисем те ача сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ.
Арҫын ача тивӗҫлипе пӑхманран чирленӗ. Вӑйлах аптаранӑ пулсан та ҫамрӑк амӑшӗ ӑна пульницӑна илсе кайма васкаман. Уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Хӗрарӑм профессионал медиксен пулӑшӑвӗнчен туннӑ, медицина ҫыннисем киле пырсан та ывӑлӗн яхӑнне те яман.
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чирлӗ ачана пульницӑна госпитализациленӗ. Анчах хӗрарӑм ывӑлӗпе сиплев курсӗ вӗҫленичченех тухса тарнӑ. Ҫав ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче педиатр хушӑвӗпе ачана 5 хут вӑйпа госпитализациленӗ. 2014 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче пепкене район пульницинчи реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Сывлӑхӗ япӑхланса пынӑран ӑна республикӑри пульницӑн реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Пӑрачкав районӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче донор кунӗ иртнӗ. Ҫак мероприятие районти 100 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пульницӑна ир-ирех ҫынсем утма пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗрлӗ ӳсӗмрисем, тӗрлӗ профессире вӑй хуракансем. Юн памашкӑн Пӑрачкав районӗнчи чылай ял-саларан ҫитнӗ.
Чирлисене пулӑшмалла, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлмалла. Кашни юн тумламӗ хаклӑ. Ҫак шухӑша асра тытакансем донор кунне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 25, 30, 40, 60, 80 е ытларах хут та юн панӑ. Акӑ Пӑрачкаври тӗп пульница тухтарӗсем Татьяна Гришина — 115 хут, Айшат Магомедов — 100 хут юн панӑ. Ҫак кун ҫак ӗҫе пӗрремӗш хут пурнӑҫлакансем самай пулнӑ — 17 ҫын.
Республикӑри юн илекен станци Пӑрачкаври тӗп пульница администрацине ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн, донорсене акцие хастар хутшӑннӑшан тав сӑмахӗ каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |