Тӗнче курса ҫӳреме юратакансен кӑшӑлвируса пула чӑрмав сиксе тухнӑ хыҫҫӑн хамӑр ҫӗршыври тата тӑван тӑрӑхри кӑсӑклӑ вырӑнсене шырама пуҫларӗҫ. Хитри, ытармалла марри Чӑвашра, чӑн та, пур. Вӑрманпала уй-хир, пӗве-кӳлӗ, авкаланса юхса выртакан юханшывсем, кайӑк-кӑвакал... — пурте пур. Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫул кӗперӗ те туристсене илӗртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулнӑччӗ. Вӑл кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑччӗ.
Ӗнер каҫхи 20 сехет те 50 минутра ҫав вырӑнта инкек пулнӑ. Шупашкартан кайнӑ фотограф, 27 ҫамрӑк, кӗпер ҫинчен персе аннӑ. Вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫитнӗ, тӗпчев пуҫарнӑ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партине илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вакцинӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче регистрациленӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӑна ҫӗршыври регионсене илсе ҫитермелле пулнӑ. Чӑваш Ене пӗрремӗш парти ҫитнӗ ӗнтӗ.
Чи малтан харушлӑх ушкӑнне кӗрекен медӗҫченсене прививка тӑвӗҫ.
Республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем татах пулнӑ. Юлашки талӑкра икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа килекенсен йышӗ 83-е ҫитнӗ.
Кунсерене чирлисен йышне 25-30 ҫын хушӑнса пырать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 8219 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6926-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 36 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 1210 ҫын чирлет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,91-пе танлашать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче пулнӑ.
Вӑл сывлӑх сыхлав минситрӗпе Владимир Степановпа тата пульницӑн тӗп врачӗпе Анатолий Павловпа реабилитаци оборудованиллӗ ҫӗнӗ сиплевпе диагностика корпусӗ тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку проекта республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх программине кӗртсе хӑварнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех вертолет лапамӗ тӑвасшӑн.
Аса илтерер: ҫак уйӑхра пирӗн республикӑри санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Республикӑн аякри районӗсенчи йывӑр чирлӗ ҫынсене васкавлӑ операцине унпа Шупашкарти пульницӑсене илсе килеҫҫӗ.
ЧР Культура министерстви ыйтнипе архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова театрсемпе концерт организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Театрта кӑшӑлвирус ересрен хӑранипе зала ҫуррине ҫеҫ тултарма ирӗк панӑ. Куракансен пӗр-пӗринчен пӗр метртан ҫывӑхарах ларма юрамӗ. Пӗр ҫемьери ҫынсем пулсан юнашар ларма чармӗҫ.
«Организацисем ӗҫлеме тытӑнсан та хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма тивӗ», – тенӗ министр.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лексен ҫын ӑна 90 кун хушши кӑларса тӑрать. Ҫапла пнлтернӗ Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Анна Попова. Вӑл Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн президиумӗнче тухса калаҫнӑ.
COVID-19 инфекцийӗнчен вилессипе пирӗн ҫӗршыв тӗнчере 106-мӗш вырӑн йышӑнать, 100 пин ҫын пуҫне чирлекенсен шучӗпе – 40-мӗш вырӑн.
Раҫҫейӗн тӗп санитари врачӗ Анна Попова шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцийӗ малашне те сарӑлӗ. Йӑлтах хӑй тӗллӗн иртсе кайӗ теме май ҫуккине пӗлтернӗ вӑл.
Кӑшӑлвирусран сывалсан та вирус 90 кун хушши тухса тӑрать иккен. Маларах кун пирки ют ҫӗршывсенчи тӗпчевсем палӑртнӑ, пирӗн патра 48 кун тесе пӗтӗмлетнӗ.
Паянхи кун тӗлне тепӗр 2 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ӗнер кӑна инфекцие пула 1 ҫын вилнине пӗлтернӗччӗ. Ҫапла майпа вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 79 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗтӗмпе республикӑра 8145 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 6847-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын ҫеҫ вируса парӑнтарнӑ. Чирленисен йышӗ пӗр талӑкра 24-ӑн пулнӑ.
Паянхи кун тӗлне 1219 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесе вилнисен йышӗ 77 ҫынна ҫитнӗ. Паян тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ каварлӑ вируса пула татӑлни пирки пӗлтернӗ. Палӑртмалла: юлашки кунсенче кӑшӑлвируса вилнисем ҫине-ҫинех пулчӗҫ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 8121 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6844-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 37 ҫын чире парӑнтарнӑ. Пӗр талӑкра чирлисен йышне 25 ҫын хушӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне 1200 ҫын пульницӑра тата килте кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӑваш Енре ҫак эрнере, тата тӗрӗсрех каласан, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Вертолетпа паян Ҫӗмӗрлери медицина центрӗнчен геморраги инсульчӗллӗ ҫынна Шупашкара илсе килнӗ. Йывӑр чирлӗ ҫынна Республикӑн клиника пульницине ҫитернӗ. Унта ӑна нейрохируги операци тума тивнӗ.
«Пациента илсе килме ҫул ҫинче 30 минута яхӑн иртрӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинин каллӗ-маллӗ ҫӳресе 5 сехете яхӑн вӑхӑт иртнӗ пулӗччӗ. Васкавлӑ операци тумалла чухне вӑхӑт питех те хаклӑ», — тенӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин телемедицина технологийӗсемпе усӑ курса пулӑшакан штатра тӑман специалисчӗ, Республикӑн клиника пульницин нейрохирургӗ Владимир Тележкин.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи пациента Шупашкара вертолетпа илсе килнӗ.
Кӑшӑлвирусран каллех тепӗр ҫын вилнӗ. Республикӑра виҫӗ кун ӗнтӗ ҫак инфекцие пула пӗрер ҫын пурнӑҫран уйрӑлнине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла ку таранчччен вилнисен йышӗ 76-а ҫитнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 8070 ҫын инфекциленнӗ. Паянхи кун ку йыша 27 ҫын хушӑннӑ. Вӗсенчен 6703-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 35 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1291 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Аса илтерер: кӗҫех Чӑваш Енре кинотеатрсем те уҫӑлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |