Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен вӑхӑт пӗр уйӑхран та сахалрах юлчӗ. Ӑна ирттернӗ чухне кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те сахал мар. Вӗсем ҫинчен журналистсене Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков пресс-конференцире каласа пачӗ.
Кӑҫал пӗрремӗш хут патшалӑх ертӳҫине 6 ҫуллӑха суйлатпӑр. Сасӑлав уҫӑмлӑхӗпе те ытти чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ вӑл. Суйлав участокӗсенче видеосӑнав хатӗрӗсем выранаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа пушӑн 4-мӗшӗнче сасӑлав мӗнле пынине тӳрремӗнех тӗнче тетелӗнче пӑхма май килӗ. 17 ҫӗрте кӑна (вӗсем больницӑсемпе следствии изоляторӗсем) камерӑсем пулмӗҫ. Халӗ сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сасӑлава уҫамлӑрах тӑвакан тепӗр меслет вӑл — витӗр курӑнакан урнасем. Вӗсене Шупашкарти пур участока та лартӗҫ. Суйлав бюллетенӗсене шутлакан комплекссене хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи 7 участокра вырнаҫтарӗҫ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче мӗнле те пулин сӑлтава пула хӑвӑрӑн участока пыраймасан урӑх ҫӗрте сасӑлама юрать.
Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Красноармейски-Трак район администрацийӗн ҫурчӗн лару залӗнче район депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ 12-мӗш ларӑвӗ пулса иртнӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма А. В. Шестакова ҫирӗплетнӗ.
Лару ӗҫне район администрацийӗн управленийӗсемпе пайӗсен начальникӗсем, ял тӑрӑхӗсен, предприятисен, учрежденисемпе организацисен пуҫлӑхӗсем, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӗн начальникӗ А. Добрышкин, Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Е. Казакова, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ , "Чӑваш бройлерӗ” уҫӑ акционер обществин директорӗ В.Николаев хутшӑннӑ. Лару кун йӗркине лартнӑ 8 ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Малтанхи 4 ыйтӑвӗ район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетессипе ӗҫлекен комисси председателӗ В. Григорьев конкурс кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетмелли конкурсра Валерий Юрьевич Ивановпа Андрей Владимирович Шестаков мала тухнӑ.
Раҫҫей Президенчӗ Дмитрий Медведев кӗпернаттарсемпе республика пуҫлӑхӗсене тӳрремӗн суйлас йӗркене тавӑрасси пирки калаҫу пуҫланӑччӗ. Хӑшӗ-пӗри ку сӑмаха Президент патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе килӗшменнисен кӑмӑлне ҫемҫетес тӗлӗшпе кӑна пуҫарнӑ пулӗ тесе шутларӗҫ, вӑл ҫак пуҫарӑва вӗҫне ҫитерме пултарасси пирки иккӗленекеннисем те пулчӗҫ.
Паян вара Кремль сайтӗнче улшӑнусем кӗртмелли документӑн текстне вырнаҫтарни пирки паллӑ пулчӗ. Ӑна ӗненес пулсан республикӑн е облаҫӗн пуҫлӑхне суйланма кандитата регистрациленнӗ парти те тӑратма пултарать, уйрӑм ҫыннӑн та тухма май пулӗ. Парти урлӑ хутшӑнаканӑн алӑ пуснисене пухас хуйхӑ пулмӗ, уйрӑм ҫын мӗн чухлӗ пухмаллине вырӑнти влаҫ хай палӑртӗ.
Патшалӑх Думине пӑхса тухма тӑратнӑ ҫӗнӗ саккунра республика е область пуҫлӑхне вырӑнтан хӑтарассин йӗркине те кӗртнӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей президенчӗ вырӑнти пуҫлӑх саккуна пӑснӑшӑн, хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫламаншӑн е сӗрев илнӗшӗн тума пултарӗ. Вырӑнти халӑх референдум ирттерсе те пуҫлӑха ӑшӑтнӑ пукансӑр хӑварма пултарӗ.
Саккуна ҫуркунне вӗҫлениччен е утӑ уйӑхӗ вӗҫнеллерех йышӑнма пултарӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ суйлав комиссийӗн пайташне тӗрмене хупса лартнӑ. Айӑплама салтавӗ те тупӑннӑ — кӑҫал пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ Алманчӑ ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн суйлавӗнче вӑл ялти икӗ ҫын бюллетенӗсемпе усӑ курса кирлӗ вырӑна хӑй палӑртса суйлав ещӗкне чикнӗ иккен. Тӳресем ӑна ҫакӑншӑн ҫулталӑк та икӗ уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарнӑ тата уйӑхри ӗҫ укҫи пысӑкӑш штраф тӳлеттернӗ.
Икӗ бюллетеень нумай та мар пек — ҫавах та суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑрахӑҫлама, айӑплӑ ҫынна ответ тытмалӑх ҫителӗклӗ пулнӑ.
Паян, раштавӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулисенче иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменсем митингсене пухӑнчӗҫ. Мускавра, сӑмахран, вӗсен йышӗ 29-120 пинпе танлашнӑччӗ. Ҫавӑн пекех пысӑк пухусем Питӗрте, Самарта, Чулхулара, Ҫӗнҫӗпӗрте, Владивостокра, Красноярскра тата ытти хуласенче иртрӗҫ. Вӗсем Мускаври пек анлӑ иртмен пулин те халӑх вӗсенче те сахал пулман. Питӗр хулинчи митинга, тӗслӗхрен, 2-2,5 пин ҫын пухӑнни пирки сас-хура пур. Юнашар хуласене илес пулсан — Йошкар-Олара пурӗ те 10 ҫын кӑна тухнӑччӗ. Ӗпхӳре — 35 ҫын...
Шупашкарта та унашкал мероприяти иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан, иккӗ танах — 12 сехетре коммунистсем Республика тӳремне пухӑнчӗҫ, 14 сехетре вара ыттисем — Чапаев скверӗнче. Чапаев скверӗнче халӑх йышлах марччӗ — 200 ҫын патнелле. ТКР, Панулми, РФКП, ЛДПР парти ҫыннисем курӑнатчӗҫ, ялавӗсем вӗлкешетчӗҫ.
Пуху вӑхӑтӗнче алӑ пустаратчӗҫ, Путина президента ямалла марри пирки сӑмахлатчӗҫ. Митинга вӗҫленӗ май 5 йӗркерен тӑракан резолюцие йышӑнчӗҫ: иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑрахӑҫламалла; суйлав саккуне улшӑнусем кӗртмелле; «пурне те хирӗҫ» йӗркене тата суйлава хутшӑнакансен йышӗн чиккине каялла тавӑрмалла; суйлав йӗркине пӑсакансене явап тыттармалла.
Ҫӗмӗрлери ҫамрӑксен суйлав комиссийӗ «Эпӗ суйлава ӳкеретӗп» конкурса пӗтӗмлетрӗ.
Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗ тӑршшипех тӑсӑлчӗ. Пӗтӗмпе 42 ача ӗҫне хак пама тивнӗ. Вӗсен хушшинче чи йышлӑ ӗҫсем 3-мӗш тата 8-мӗш шкулсенчен пулни палӑрчӗ. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Андреева Юлия ӗҫӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Таратина Тамара тата Филлипова Ирина тапӑҫса илнӗ. Виҫҫӗмӗшне вара Моисеева Юлия ҫирӗп вырнаҫса ларнӑ. Пур ҫӗнтерӳҫи те хулари 8-мӗш гимназинче вӗренеҫҫӗ. Пӗри вара, Таратина Тамара, 3-мӗш шкула ҫӳрет. Комиссии пайташӗсем 3-мӗш шкулта вӗренекен Селянкина Анастасияна та пысак хак пачӗҫ.
Чӑваш Республикинчи тӗп суйлав комиссийӗ малтанлӑха тунӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне пурӗ 61,58% хутшӑннӑ. 22 суйлав комиссийӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн суйлавҫӑсем ҫапла сасӑланӑ:
• «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» уйрӑмӗ — 44,87%;
• «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн» уйрӑмӗ — 19,65%;
• «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» политика партийӗн уйрӑмӗ — 19, 39%;
• «ЛДПР» уйрӑмӗ — 10,77%;
• «Раҫҫей патриочӗсем» парти уйрӑмӗ — 2,11%.
Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалах Думин депутачӗсен суйлавне вара пӗтӗм суйлавҫӑсен йышӗнчен 61, 55% хутшӑннӑ. 28 суйлав комиссийӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек кӑтартусем туни паллӑ пулнӑ:
• «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 43,42%;
• «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ» — 20,90%;
• «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 18, 79%;
• «ЛДПР» — 10,67%;
• «Яблоко» — 1,60%;
• «Раҫҫей патриочӗсем» — 1,32%;
• «Правое дело» — 0,36%.
Кун пирки «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» сайчӗнчи пресс-релизран пӗлме пулать. Патшалӑх Думин председателӗ Борис Грызлов пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен президенчӗн пуканӗ ҫине ларма виҫӗ ҫынна тӑратнӑ:
* Суслонова Нина Владимировна, Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗн председателӗ. 1960 ҫулта Иркутск облаҫӗнче ҫуралнӑ;
* Тихонов Руслан Кронидович, Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федераци президенчӗн Чӑваш Республикӑри тулли праваллӑ представитель аппарачӗн тӗп федераллӑ инспекторӗ. 1955 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ;
* Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен кабинечӗн председатель ҫумӗ. Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ.
Николай Фёдоров хӑйне ҫак списока кӗртме ыйтман.
Виҫҫӗшне танлаштарсан Нина Суслонова ларас шанчӑк пысӑкрах.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вӑл пухура пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Валерий Андреев ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса унпа килӗшнӗ. Ҫапла май Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗн вырӑнӗ пушанса юлнӑ. Валерий Андреев ку вырӑна хӑй ирӗкӗпех пӑрахса кайнӑ.
Депутатсем хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑнмалли конкурса ҫирӗплетнӗ, комиссине кӗрекен ҫнсене суйланӑ. Конкурса иртериччен вара хула пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Вениамин Артемьев туса пырӗ. Вӑл малтан хула пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Ен ТСК ертӳҫи Людмила Линик пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерхи суйлавра икӗ хулана пӗрлештерес ыйтӑва татса пама май тупӑнман. Шупашкар ҫыннисем ытларах хуласене пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ пулсан (63% ку пулӑма ырланӑ), Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вара — хирӗҫ (38% ҫеҫ хуласене пӗрлештерме килӗшнӗ).
Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртнӗ референдум та ӑнӑҫлӑ иртмен: ял тӑрӑхӗн ҫыннисем ытларах енӗпе Питтукасси патӗнчи каяш вырӑнне хӑйсем патне куҫарма килӗшмен.
Пӗтӗмӗшле Шупашкарта суйлава суйлавҫӑсенчен 63,8%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 62,91% сасӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |