Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спектакльсем

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 108-мӗш пултарулӑх сезонӗ уҫӑлнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, театр черетлӗ сезона уҫнӑ май сцена ҫинче «Ялта» драма кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов хальхинче постановкӑна улшӑнусем кӗртнӗ.

Тӗп рольсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков артистсем выляҫҫӗ.

Аса илтерер: театр кӗҫех сцена ҫине «Нарспи» спектакль кӑларӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14762
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хӑйӗн ҫӗнӗ сезонне Мускаври Е.В. Колобов ячӗллӗ «Ҫӗнӗ опера» театр сцени ҫинче уҫнӑ. Унта Музыка театрӗсен «Видеть музыку» X фестивалӗ иртет иккен.

Шупашкарти театр 65-мӗш юбилей сезонӗнчи А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыка камитне кӑтартнӑ.

 

Культура
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ.

Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура

Ҫулла вӗҫлениччен К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Последняя попытка» (чӑв. «Юлашки шанчӑк») камит кӑтартӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче курма пулать.

Спектакле Михаил Задорновӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Сцена ҫинче – «юрату виҫкӗтеслӗхӗ». Мӑшӑр пӗрлешнӗренпе 20 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленет. Кӗтмен ҫӗртен ҫамрӑк хитре хӗрарӑм шока кӗртсе ӳкерекен хыпарпа кӗрсе тӑрать.

Мӗн пӗлтерет вӑл? Спектакле кайса курсан пӗлетӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia
 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона ҫитес уйӑхра, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, уҫӗ. Ун чухне Ф. Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗҫ.

Театрти ҫӗнӗ хыпарсемпе учреждени директорӗ Елена Николаева «Время СВОих» программӑна хутшӑнакан Андрей Удиковпа тӗл пулсан паллаштарнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Драмӑн сӑнавлӑ театрӗ черетлӗ, 31-мӗш, сезона уҫнӑ.

Куракансене ҫав кун театр хӑйӗн ҫӗнӗ спектакльне, «Праздник непослушания» юмаха, кӑтартнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юмаха ачасем те, аслисем те килӗштереҫҫӗ. Аслӑ куракансене Антон Чеховӑн «Врач без пациентов, или Чехов без пауз» ӗҫне кӑтартнӑ.

Ҫитес уйӑхра театр Свердлов облаҫӗнчи Первоуральск хулине гастрольпе тухса кайӗ, унтисем кунта спектакльсемпе килӗҫ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартӗҫ.

Ҫав поэмӑна поэт 17-ре чухне ҫырнӑ. Хальхи саманапа шухӑшласа хакласан симӗс, тути ҫинчен амӑшӗн сӗчӗ типсе пӗтмен теме пулать.

Чӑваш академи драма театрӗ ку спектакле хӑй вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ-ха. Халӗ вара классикӑн вилӗмсӗр ӗҫне паянхи куракан хак парӗ.

Театрта премьерӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑн, ҫурла уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче, кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_7738
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене Никита Михалков режиссер килнӗ. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле «12» спектакль илсе килнӗ.

Режиссер Шупашкара ҫурлан 19-мӗшӗнче каҫхине ҫитнӗ. Ӗнер вӑл «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» музея кайса курнӑ. Каҫхине вара Оперӑпа балет театрӗнче « 12» спектакль пулнӑ. Унта Никита Сергеевич хӑй те хутшӑнать.

Сӑмах май, Никита Михалков 2023 ҫулта Шупашкара «12» спектакльпе килнӗ ӗнтӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Пукане театрӗнче чӑвашла спектакль лартнӑ. Кун пирки Шупашкарти Александр Степанов вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче хыпарланӑ.

«Пукане театрӗнче тинех чӑвашла спектакль лартрӗҫ. Ку ҫав тери пысӑк пулӑм. Мӗншӗн тесен нумай актёр вылякан спектакльсем унта юлашки вӑхӑтра пулман. Кун пек спектакльсем ытларах та ытларах кирлӗ», — тесе палӑртнӑ постра Александр Марсович.

Кунта сӑмах асӑннӑ театр 80-мӗш сезонра Леонид Агаков хайлавӗпе лартнӑ «Ылтӑн вӑчӑра» спектакль пирки пырать.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пуканесем чӑвашла калаҫма пуҫлани, чӑн та, аван.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче труппа пухӑвӗ иртнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗнӗ сезонта мӗнле спектакльсем лартассине те сӳтсе явнӑ.

Классика ӗҫӗсенчен театрта «Бука» (М. Супонин) тата «Носорог и Жирафа» (Х. Гюнтера) спектакльсене ҫӗнетесшӗн. «Пӗчӗк тӑван ҫӗршвӑн культури» проектпа «Чёрная курица, или подземные жители» ӗҫе куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна лартма Питӗрти ӑстасене чӗнӗҫ.

Пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗчӗк куракансем валли «Двенадцать месяцев» (С. Маршак) хатӗрлессине пӗлтернӗ.

2026 ҫулта театр икӗ премьера пирки ӗмӗтленет: «Кит плывёт на север» (А. Строкина) тата «Шекспир. Пьесы».

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 54
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 26

1939
87
Ӑстакассин вырӑсла ятне улӑштарнӑ, «Большое Собачкино» вырӑнне «Астакасы» ят панӑ.
1946
80
Чӑваш Республикин Министрсен Советне туса хунӑ.
1976
50
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть