
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумаях пулмасть «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» пьесӑна вулама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ спектакле Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин гранчӗпе лартма палӑртнӑ. «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль – пурнӑҫ пӗлтерӗшне уҫса паракан, чыспа тивӗҫ, туслӑхпа юрату хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартакан психологиллӗ драма.
Ӑна Раҫҫей Геройне, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускелте ҫуралса ӳснӗ Николай Петров аслӑ лейтенанта халалланӑ. Ҫамрӑк командир ҫӗнтерӗве ҫирӗп шанса тӑрать, салтаксене те ҫавна ӗненме хистет, Раҫҫей арӗн ҫынлӑхне уҫса парать, тӗрӗслӗхне кӑтартать, тӗрлӗ халӑх ҫынни пӗртӑванла кар тӑни пысӑк вӑй пулнине ӗнентерет.
Спектакль сцена ҫине хӑсан тухассине хальлӗхе пӗлтермен-ха.

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вырӑс драма театрӗнче вырӑс классикӗн Федор Достоевскин «Идиот» романӗ тӑрӑх спектакль кӑтартнӑ. Спектакле Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ашот Восканян лартнӑ. Вӑл хӑйех – инсценировка авторӗ. Спектакль художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ Владимир Шведов.
Мышкин кнеҫ сӑнарне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев калӑпланӑ, Настасья Филипповна ролӗнче – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Юлия Дедина, Парфен Рогожин ролӗнче – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Куклин, Аглая Епанчина ролӗнче – Оксана Ананьева.
Вырӑс драма театрӗнче Федор Достоевский хайлавӗсемпе унччен те спектакльсем лартнӑ, куракансем вӗсене яланах курма йышлӑн ҫӳреҫҫӗ, ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Тӗтрери чӗрӗп» юмахӑн премьери иртрӗ. Ӑна Сергей Козлов кӗнеки тӑрӑх Байрас Ибрагимов режиссёр лартнӑ. Спектакль умӗн театр директорӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наталья Ахмед кӑҫал вуннӑ пинмӗш билет туяннӑ куракансене саламларӗ. Вӗсене «Тӗтрери чӗрӗп» юмах валли ятарласа хатӗрленӗ парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
Спектакль куракансене асамлӑ та философиллӗ юмах тӗнчине кӑтартса пачӗ. Вӑрман тӗлӗнмелле тӗнче пулса тӑчӗ. Видеоэффектсем, капӑр тумтирсемпе декорацисем, актерсен ӑста вӑййи «тӗтрен» асамлӑхне питӗ лайӑх кӑтартса пачӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе пӗрле Чӗрӗпӗн ҫулҫӳревне чунтан-чӗререн киленсе пӑхса ларчӗҫ. Чӗрӗп сӑнарне Елизавета Лаврова ҫамрӑк артистка калӑпларӗ.
Спектакль хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ. Спектакль вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Ку постановка пӗчӗк ачасем валли те, аслӑраххисем валли те юрӑхлӑ пулнине палӑртрӗҫ.
Ҫамрӑксем билетсене «Ҫемье» нацпроектӑн пайӗ пулса тӑнӑ Пушкин карттипе туянма пултараҫҫӗ.

Пушӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче РФ халӑх артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Любовь Владимировна театрта 1972 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта Ленинградри А.Н.Островский ячӗллӗ театр тата кинематографи патшалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ.
Юбилей каҫӗнче Любовь Федорова «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль премьеринче Матиҫ рольне вылӗ. Ку истори – пурнӑҫ тӗрӗслевӗпе – пуянлӑхпа – тӗл пулнӑ ахаль ҫынсем пирки.

Фёдор Достоевскин «Идиот» романне вуламан ҫын ҫуках ӗнтӗ. Ӑна темиҫе хутчен те вулас килет, вӑл нихӑҫан та йӑлӑхтармасть.
Нарӑс уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрӗнче «Идиот» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театрӑн тӗп режиссёрӗ Ашот Восканян лартнӑ. Художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ, театрӑн тӗп художникӗ Владимир Шведов. Мышкин кнеҫ ролӗнче – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ачасене Ҫӑварни уявлама чӗнет. Аса илтеретпӗр: кӑҫал Ҫӑварни эрни нарӑсӑн 16-22-мӗшӗсенче иртӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче театрта Ҫӑварни уявне халалланӑ программа пулӗ. Унпа килӗшӳллӗн шӑпӑрлансем «Умка», «Снегурочка», «Проделки козы-дерезы» постановкӑсене курма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех ачасем патне хӑнана Ҫӑварни сӑнарӗ килӗ, театрализациленӗ представлени те пулӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль тухӗ. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «спектакль Чӗкеҫ сӑнарӗ урлӑ вӑрҫӑ нушине тӳссе ирттернӗ ӑрӑвӑн синкерлӗ шӑпи ҫинчен каласа парать. Мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑлне вӑрҫӑран кӗтсе илеймен хӗрарӑм хирте Ҫӗр-аннепе калаҫса чунне уҫать…
Ун сассинче – мӗнпур амӑшӗн чун ыратӑвӗ, ҫирӗплӗхпе аптраманлӑх, вилӗме ҫӗнтерсе йӑл илекен пурнӑҫ».

Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ҫӗнӗ ҫул премьери пулнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ҫул мыскари» ятлӑ.
Спектакль-концертра режиссер хӑйӗн Ҫӗнӗ ҫул хичӗ валли ҫӑлтӑр шырать. Артистсем вара тӗп рольшӗн кӗрешеҫҫӗ. Куракансем те «кастинга» хутшӑннӑ. Сцена ҫинче юра-ташӑ хуҫаланнӑ.
Сенкер фойере вара хӑнасене Хӗл Мучипе Юр пике кӗтсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл» ансамбль солисчӗсем уяв каҫне хӑйсен юррисемпе илемлетнӗ.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче раштавӑн 5-6-мӗшӗсенче «Нарспи» спектакль премьери пулнӑ. Ҫапла «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.
Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.
Спектакле тепӗр хутчен раштавӑн 24-25-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Шкул ачисемпе студентсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултараҫҫӗ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Надежда Воюцкаян юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Унта «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» спектакль кӑтартнӑ. Спектакльте Надежда Сильвестровна Елена Владимировна ролӗнче вылянӑ.
Надежда Воюцкая 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ та ҫавӑнтанпа Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Юбиляра театр директорӗ Елена Николаева, Вӑрнар муниципалитет тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Никандрова, Вӑрнарсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Валерий Кузьмин тата ыттисем саламланӑ.
