Китайри ӑсчахсем самолетра усӑ курмалли сасӑ хӑвӑртлӑхӗнчен самай ирттерме пултаракан Sodramjet ятлӑ двигатель ӑсталанӑ. Ӑна аэропӑрӑхра тӗрӗслеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, унта вӑл сехетре 11 000 ҫухрӑмлӑ хӑвӑртлӑха кӑтартма пултарнӑ.
Китай эксперчӗсемшӗн тӗрӗслев кӑтартӑвӗсем кӗтменлӗх пулнӑ, анчах та, ӑслӑлӑх академийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл двигатель кӑтартма пултаракан чи пысӑк хӑвӑртлӑх мар. Сӑлтавӗ вара ҫакӑнта: аэродинамика пӑрӑхне чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлеттернӗ, анчах двигателӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартма май килмен, апла пулсан унӑн ахаль те пысӑк хӑвӑртлӑхне сехетре 19 500 ҫухрӑма яхӑн ӳстерме май пур тесе шутлаҫҫӗ.
Юлашкинчен ӑсчахсем ҫапла пӗлтернӗ: двигателе усӑ курма хатӗрлесе ҫитериччен тата икӗ ҫул кирлӗ пулӗ — ӑна тарӑнрах тӗпчемелле, конструкцине мӗнлерех ӑсталасси пирки шутламалла.
«Мускав – Шупашкар» рейспа вӗҫекен самолетӑн Шупашкарта 10 сехет те 25 минутра анса лармалла. Анчах «тимӗр кайӑк» ҫӗр ҫине 11 сехет те 4 минутра ларнӑ. Йӑлтах – юр ҫунине пула. Паян кӑнтӑрлаччен республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ.
Самолет анса лармалли меллӗ самант кӗтсе сывлӑшра ҫаврӑм тунӑ. «Победа» авиакомпанин «тимӗр кайӑкӗ» каялла Мускава 12 сехет те 8 минутра вӗҫсе кайнӑ. Расписанипе вара 12 сехет те 25 минутра унӑн Мускаври Внуково аэропортӗнче пулмалла. Анчах ҫанталӑка пула самолет паян вырӑна 13 сехет ҫурӑсенче ҫеҫ ҫитнӗ.
Шупашкартан ҫитес ҫул ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлас шанчӑк питех те пысӑк. А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пур. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Ҫӗнӗ маршрутсене уҫас тӗллевпе аэопорт самай ӗҫ калаҫу ирттернине ӗнентерет. Ҫав шутпа авиакомпанисемпе, республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствипе, республикӑн Элтеперӗпе темиҫе те калаҫнӑ.
«ИрАэро» авиакомпани Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене Шупашкар ҫыннисене ҫулталӑкӗпех турттарма хатӗр. «Руслайн» авиакомпани Екатеринбурга ҫулла вӗҫме килӗшнӗ.
Шупашкара Питӗртен килекен самолет чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускаври Внуково аэропортӗнче анса ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Паян эпир асӑннӑ лайнерӑн пилочӗ Алексей Николаев ку историе хӑйӗн страницинче комментариленине асӑрхарӑмӑр. Инкеклӗ лару-тӑру пулнӑ тенипе пилот килӗшмест. Пысӑках мар техника сӑлтавӗ ҫеҫ, вӑл кӑлтӑкпа Хабаровска та ҫитме пулатчӗ тесе палӑртнӑ. Шупашкарта вӑл кӑлтӑка пӗтерме пултаракан специалистсем ҫук тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл компанипе ҫыхӑнса никӗс аэропортра анса ларма йышӑннӑ. Самолета ылмаштарма 40 минут ҫеҫ иртнӗ.
Питӗр хулинчен Шупашкара килекен самолет юсавсӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑша ҫӗкленсен палӑрнӑ. Самолет юсавсӑррине пӗлсен пилотсем Мускаври Внуковӑра анса ларма йышӑннӑ. Ку хыпара «РЕН ТВ» телеканал ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ – техника юсавсӑрлӑхӗ. Самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Лайнерта 140 пассажир тата экипаж членӗсем пулнӑ. Ҫынсем суранланни пирки пӗлтермен.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускаври Шереметьевӑра груз турттаракан самолет кӗтмен ҫӗртен анса ларнӑ. «Шанхай — Майн ҫӗрӗ ҫинчи Франкфурт» маршрутпа груз турттараканскерӗн датчикӗ борт юсавсӑрри пирки систернӗ.
Шупашкарти аэропорт хӗллехи ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫнӑ. Кун пек вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Хӗллехи режим пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.
Шупашкарти аэропортӑн расписанийӗнче «Победа» авиакомпанин рейсӗсем йышланнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе лоукостер Питӗр хулине эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫет. Ҫапла вара пирӗн республика ҫыннисем архитектура тата культура енчен пуян ҫав хулана
ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен кайма пултараҫҫӗ. Самолет Питӗрти Пулково аэропортне илсе ҫитерет. Кунне кура расписани тӗрлӗрен. Ытларикунпа шӑматкун самолет Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра хускалать, Питӗре вӑл 14 сехет те 55 минута ҫитерет; кӗҫнерникун 12 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗ, Пулково аэропортӗнче 14 сехет те 45 минутра пулӗ; эрнекун 19 сехет те 25 минутра хускалӗ, 21 сехет те 30 минута ҫитерӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ хӗрарӑм самолет туяннӑ чух улталаннӑ. Вӗсенчен пӗри 18 пин тенкӗсӗр юлнӑ, тепри - 16 пинсӗр.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм онлайн-билет илес тесе пӗр сайта кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл анкета тултарнӑ май хӑйӗн пирки йӑлт ҫырса пӗлтернӗ. Ҫав шутра – банк карттин тӳнтер енчи CVV-кода та. Смс-ҫырупа килнӗ кода ҫырса янӑ хыҫҫӑн электрон авиабилета электрон почтӑпа ярса парассине кӗтме тытӑннӑ. Анчах усси пулман.
Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ.
Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чух питӗ тимлӗ пулмалла. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче сайтӑн домен адресне тата браузерта хӑрушсӑрлӑх ҫӑри пуррине пӑхмалла.
«Azur Air» чартер компанийӗ авиапассажирсене Хусантан Занзибар утравӗ ҫине илсе кайма пуҫлассине пӗлтернӗ. Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ регионтан самолетсем Африкӑри ҫав вырӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗҫ.
Занзибара, сӑмах май каласан, самолетсене авиакомпани Мускавран, Питӗртен, Дон ҫинчи Ростовра, Самартан тата Ҫӗнҫӗпӗртен вӗҫтерӗ. Рейссем 10 кунта пӗрре пулӗҫ. Пассажирсене «Boeing 777−300ER» самолетпа турттарӗҫ. Самолетсем кӗркуннерен пуҫласа хӗлӗпех вӗҫӗҫ.
Паянхи кун Раҫҫейрен темиҫе ҫӗршыва ҫеҫ самолетсем вӗҫеҫҫӗ. Танзани (Занзибар шӑпах ун йышӗнче) – ҫав йышрисенчен пӗри. Ҫумӑрлӑ кӗр кунӗсенче е сивӗ хӗлле океанта шыв кӗме ӗмӗтленекенсем валли Занзибар шӑпах лайӑх вырӑн. Турсене «Anex Tour» туроператор сутать.
Шупашкарти аэропортра ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем пуҫланассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ-ха. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫласса шанаҫҫӗ.
Ӗнер аэропортра журналистсем валли брифинг ирттернӗ. Аэровокзала ҫеҫ мар, аэродрома та юсама ӗмӗтленеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта пӗр харӑсах икӗ самолетран ытла йышӑнаймаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫаврӑнма вырӑн сахал, иккӗмӗшнчен асфальт та чӑтаймӗ. Федераци программине кӗме пултарсан аэродрома юсаса ҫӗнетесшӗн. Ун чухне пӗр харӑс сакӑр самолета йышӑнма май килӗ. Ку ӗҫе 2024 ҫул тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт самолетсене пирӗн патран халиччен вӗҫмен хуласене ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки аэровокзалӑн пресс-служби пӗлтернӗ.
Шухӑшланӑ пек пулса пырсан Чӑваш Ен тӗп хулинчен самолетсем Екатеринбурга, Минеральные Воды и Ҫӗнӗ Уренгой хулисене 2021 кӑрлач уйӑхӗнче вӗҫме тытӑнӗҫ.
Аэропортӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ авиамаршрутсем уҫас ыйтӑва республика правительствипе, тата, паллах, авиакомпанисемпе сӳтсе явнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «ИрАэро» тата «Руслайн» асӑннӑ хуласене самолетсене Шупашкартан ҫӳретме хирӗҫ мар. Анчах тӑкаксене хыснаран субсидилесен.
Кунта сӑмах регионсем хушшинчи авиарейссене субсидилессипе ҫыхӑннӑ федераци программи ҫинчен пырать. Унта лекме тӑрӑшмалла, лексен вара федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрасса ҫеҫ кӗтсе лармалла мар, регионтан та субсидилемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |